Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр: 9. вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унччен эпӗ Сан ҫинчен илтнӗччӗ ҫеҫ; халӗ ӗнтӗ Сана куҫӑмпах куратӑп; 6. ҫавӑнпа эпӗ хамӑн сӑмахӑма каялла илетӗп, тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ ҫилленес ҫиллине пусармасть; Рахабшӑн ӗҫлекенсем Ун умне ӳксе пуҫҫапӗҫ.13. Бог не отвратит гнева Своего; пред Ним падут поборники гордыни.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Иов тӑнӑ та ҫиелти тумтирне ҫурса пӑрахнӑ, ҫӳҫне касса тӑкнӑ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 21. ҫапла каланӑ: аннем варӗнчен эпӗ ҫаппа-ҫарамас ҫуралнӑ, ҫӗре те ҫаппа-ҫарамасах кӗрӗп.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсфирь каллех патшана тархасланӑ, ун ури умне ӳксе, куҫҫульпе макӑрса Агаг ҫыннин Аманӑн усаллӑхне, унӑн иудейсене хирӗҫ тытнӑ тӗллевне пӑрахӑҫлама йӑлӑннӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мардохей пуҫ тайманнине, хӑйӗн умне ӳксе пуҫҫапманнине курсассӑн, Аман тарӑхса кайнӑ, унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей вара тайӑлман та, ӳксе те пуҫҫапман.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Артаксеркс патша Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — ҫӗкленӗ, ӑна хӑйӗн пур улпутӗнчен те ҫӳле хурса чапа кӑларнӑ; 2. патша таврашӗнчи ҫынсем, патша хапхи умӗнче тӑракансем пурте Аман умӗнче тайӑлнӑ, ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша ҫапла тума хушнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑйне йӑтса тӑратсан, вӑл Иудифь ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ ӑна: эсӗ Иудея ҫӗрӗнчи кирек мӗнле килте те, кирек мӗнле халӑх хушшинче те мухтавлӑ пулӑн, санӑн ятна илтсен, вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗҫ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗннӗ ҫӗре ҫитсен, вӑл халӑх хушшинчи пӗр ҫын аллинче Олоферн пуҫне курсан ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та шалтӑрах вӑйран кайнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗтӗм халӑх питех те тӗлӗннӗ; ҫӗре ӳксе Турра пуҫҫапнӑ, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса каланӑ: эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтавлӑ, Эсӗ паян Хӑвӑн халӑхун тӑшманӗсене намӑс кӑтартрӑн!
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудифь вара Олоферн умне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, ун ҫыннисем ӑна ура ҫине йӑтса тӑратнӑ.Она, пав на лице, поклонилась ему, и служители его подняли ее.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ҫийӗнчи хурлӑх тумне хывса пӑрахнӑ; ҫак вӑхӑтра Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тин ҫеҫ фимиам тӗтӗрнӗ пулнӑ, Иудифь пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 2. эй манӑн аттемӗн Симеонӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ ун аллине ют йӑх ҫыннисене тавӑрмашкӑн хӗҫ тыттарнӑ: хӗр варне уҫса мӑшкӑл тунӑ, ун пӗҫҫине уҫса намӑс кӑтартнӑ, унӑн варне хур туса ирсӗрлетнӗ ют йӑх ҫыннисене тавӑрма хӗҫ тыттарнӑ!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе Турра пуҫҫапнӑ, тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 19. эй Тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ! ҫав ҫынсен мӑнаҫлӑхӗ ҫине пӑхсамччӗ, пирӗн йӑх йӑвашлӑхӗпе ҫырлахсамччӗ, Хӑвна халалланнисем ҫине ҫак кун хӗрхенсе пӑхсамччӗ, тенӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Пӗтӗм халӑх: аминь! тесе кӑшкӑрнӑ, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, ҫӗре ӳксе, Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ.47. И весь народ возгласил: аминь! и, подняв кверху руки и припав на землю, поклонились Господу.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
88. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне Иерусалим ҫыннисем — арҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ; ӗнтӗ пӗтӗм халӑх татӑлса макӑрнӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗм халӑх алӑсене ҫӳлелле ҫӗклесе: «аминь, аминь» терӗ, — ӗнтӗ ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне израильсем — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ача-пӑча — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ пӗтӗм халӑх йӗнӗ, ӗсӗкленӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса ярсассӑн, патша тата пӗтӗм халӑх ӳксе пуҫҫапнӑ.29. По окончании же всесожжения царь и все находившиеся при нем преклонились и поклонились.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.