Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урия ҫакна илтнӗ те хӑраса ӳксе Египета тухса тарнӑ.Услышав об этом, Урия убоялся и убежал, и удалился в Египет.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑншӑн вӗсен ҫулӗ тӗттӗмри шуҫлак вырӑн пек пулӗ: вӗсене тӗксе ярӗҫ те — вӗсем унта ӳксе пӗтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Хам пырса пӑхнӑ ҫулхине Эпӗ вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн ҫиллӗм, Манӑн хаярлӑхӑм ҫак вырӑна, ҫынсемпе выльӑх ҫине, хирти йывӑҫсемпе ҫӗр ҫимӗҫӗсем ҫине ӳксе хыпса илӗ те пӗр сӳнмесӗр ҫунса тӑрӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: аслӑ шывран пуҫласа Египет юхӑмӗ таран Ҫӳлхуҫа мӗн пуррине пӗтӗмпе тытса силлӗ; Израиль ывӑлӗсем, сире те пӗрле — пӗрне тепӗри патне — пуҫтарӗҫ; 13. ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: аслӑ трупа кӑшкӑртса ярӗ те, Ассири ҫӗрӗнче ҫухалса кайнисем, Египета хӑваласа кайнисем каялла таврӑнӗҫ, вара Иерусалимри сӑваплӑ ту ҫинче Ҫӳлхуҫана ӳксе пуҫҫапӗҫ.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑ кун вара, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫирӗп ҫапса лартнӑ пӑта лӑканма пуҫлӗ, ӑна ҫапса кӑларӗҫ, ӳкӗ вӑл, унран ҫакӑнса тӑни те пӗтӗмпе ӳксе саланӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Шуҫӑм ывӑлӗ, шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, тӳперен епле ӳкнӗ эсӗ! халӑхсене таптаса тӑнӑскерӗ, ҫӗре ӳксе ҫапӑннӑ.12. Как упал ты с неба, денница, сын зари! разбился о землю, попиравший народы.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара халӑха Ҫӳлхуҫа пиллӗхне хӑй чӗлхипе пӗлтермешкӗн, Унӑн ячӗпе мухтанмашкӑн Симон, хӑй тӑнӑ вырӑнтан анса, Израиль ывӑлӗсен пухӑвӗ ҫинелле аллисене ҫӗклесе тӑнӑ; 23. Ҫӳлти Туррӑн пиллӗхне илмешкӗн халӑх тепӗр хут ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла усал ҫынсем часах ӳксе пӗтӗҫ.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Харкашма юратакан ҫылӑха юратать, хапхине ҫӳллӗ тӑвакан ӳксе вилессе шырать.19. Кто любит ссоры, любит грех, и кто высоко поднимает ворота свои, тот ищет падения.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ҫуртне ҫӳллӗ лартакан ӳксе вилессе шырать; вӗренессинчен пӑрӑнакан вара инкеке кӗрсе ӳкет.][Кто высоким делает свой дом, тот ищет разбиться; а уклоняющийся от учения впадет в беды.]
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ывӑлӑм, эсӗ ҫапла ту: хӑтар хӑвна — эсӗ ҫывӑх ҫыннун аллине ҫакланнӑ: кай, ури умне ӳксе тархасла ӑна; 4. куҫна хупма памасӑр, куҫ хупанкине тӗлӗрме памасӑр тӑрӑш; 5. ту качаки алӑран вӗҫерӗнсе тарнӑ пек, вӗҫен кайӑк кайӑкҫӑ аллинчен ҫӑлӑннӑ пек хӑтӑл.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ӳксе пуҫҫапатӑп, Санӑн ырӑлӑхушӑн, Эсӗ шанчӑклӑ пулнӑшӑн Санӑн ятна аслӑлатӑп: Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна Хӑвӑн пур ятунтан та ытларах чапа кӑлартӑн.
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Атьӑр Унӑн Ҫуртне каяр, Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапар.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, аслӑласа мухтӑр, Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапӑр: Вӑл — сӑваплӑ!5. Превозносите Господа, Бога нашего, и поклоняйтесь подножию Его: свято оно!
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Килӗр, Ҫӳлхуҫана — хамӑра пултарнӑ Турра — пуҫҫапар, ӳксе пуҫҫапар, Ун умӗнче чӗркуҫҫи ҫине тӑрар: 7. Вӑл — пирӗн Туррӑмӑр, эпир — Унӑн кӗтӳлӗхӗнчи халӑх, Унӑн аллинчи сурӑхсем.
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ пултарнӑ халӑхсем пурте килӗҫ те Сан умна ӳксе пуҫҫапӗҫ, Санӑн ятна мухтавлӗҫ: 10. Эсӗ аслӑ, Эсӗ кӗтретсем тӑватӑн, эй Турӑҫӑм, Эсӗ — пӗртен-пӗр Турӑ.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӗнтӗ ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек анӗ; 7. ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ; 8. вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран# тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ; 9. пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ; 10. Фарсис патшисемпе утрав патшисем ӑна хырҫӑ тӳлесе тӑрӗҫ; Аравипе Сава патшисем парнесем илсе пырӗҫ; 11. ӑна пур патша та ӳксе пуҫҫапӗ; ӑна пур халӑх та пӑхӑнса тӑрӗ; 12. вӑл ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Усал ӗҫ тӑвакансем, мана хирӗҫ тӑракансем, манӑн тӑшманӑмсем ӳтӗме ҫисе ярас тесе мана тапӑнсассӑн хӑйсемех такӑнса ӳксе пӗтӗҫ.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗр ҫинчи мӑнтӑррисем пурте ҫийӗҫ, пуҫҫапа пуҫлӗҫ; ҫӗре кӗрекенсем те, пурӑнӑҫне тӑсма пултарайманскерсем, пурте Ун умне ӳксе пуҫҫапӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Аса илӗҫ те — пӗтӗм тӗнче Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнӗ, пур суя тӗнлӗ йӑхсем те Сан умна ӳксе пуҫҫапӗҫ, 29. мӗншӗн тесессӗн патшалӑх — Ҫӳлхуҫанӑн, Вӑл — халӑхсенӗн Патши.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.