Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкетчӗ (тĕпĕ: ӳк) more information about the word form can be found here.
Вельбот кӗҫех ҫаврӑнса ӳкетчӗ.

Вельбот чуть не перевернулся.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Саша кӗҫех тӑрӑнса ӳкетчӗ.

что Саша, еле удержавшись на ногах,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Шерккей, йӳҫӗ сывлӑша хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫӑтса, тӗпел кукӑрне иртесшӗн пулчӗ, темрен такӑнса кӑштах ӳкетчӗ; ури айне пӑхрӗ те — ваннӑ кирпӗч иккен.

Задыхаясь от горького дыма, Шерккей хотел было пробраться вперед, но за что-то зацепился ногой и едва не упал, нагнулся и нащупал под ногами битый кирпич.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗрексӗр пӗчӗк ача, иккӗ-виҫҫӗ ярса пуссанах, ҫӗре ӳкетчӗ, каллех тӑрасшӑн пулса, кӑшкӑрса йӗретчӗ.

А слабый ребенок сделает два-три шага и упадет, пытается снова встать на ноги — не получается, и он заливается плачем.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӗркуҫҫине питех чӑнкӑ ҫӗклейменнипе вӑл сылтӑм урипе кӑштах такӑнса ӳкетчӗ.

И не рассчитал, запнулся правой ногой.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Воропаев темиҫе хутчен такӑнчӗ, кӑштах ӳкетчӗ.

Воропаев несколько раз споткнулся, едва не упав.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Дзебек укҫана ярса илчӗ те ҫаврӑнчӗ, хӑвӑрт ҫаврӑннипе хӗҫҫи хӑй хыҫҫӑн ҫавӑрӑнма ӗлкӗреймерӗ, вахмистр чутах ун ҫине такӑнса ӳкетчӗ.

Дзебек схватил деньги и повернулся так быстро, что палаш не поспел за ним, отчего вахмистр едва не упал, споткнувшись.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫемҫе чӗреллӗ мӗскӗн Мэри Грант чут ҫеҫ ансӑр пулса ӳкетчӗ.

Бедная Мэри Грант, более слабая, едва не лишилась чувств.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Алебастртан касса кӑларнӑ ҫӳхе юпасем маччана тӗревлесе тӑраҫҫӗ, стенасене эрешсемпе витнӗ — чӳречесем те, ҫунакан ҫуртасем те ҫук пулин те, пӳлӗме кӗрен ҫутӑ ӳкетчӗ, ҫуртне витӗр кӑтартакан кирпӗчрен купаланӑ тейӗн.

Резные столбы подпирали свод, стены были покрыты изразцами, и хотя не было ни окон, ни свечей, всю комнату наполнял розовый свет, точно она вся была сложена из прозрачного камня.

V // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Малтанах, ҫавӑн пек сӗнӳсене илтсен, художник аптраса ӳкетчӗ: кӑна мӗнле ӳкермеллине шухӑшласа кӑлармалла-ҫке-ха, вӑхӑтне вара хӑйсем питӗ сахал параҫҫӗ.

Сначала художника бросали в пот такие требованья: всё это нужно было сообразить, обдумать, а между тем сроку давалось очень немного.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Тырӑ хӳме пек ларатчӗ, выракансем те пӗр харӑссӑн вырса пыратчӗҫ, вара ылттӑн пек тырӑ паллӑ ҫине хунӑ пекех пӗр йӗркене ӳкетчӗ.

Хлеб стоял стеной, и они шли на него стеной, и падали золотистые полосы ровно, точно по линеечке.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Боря аллинчи фаршлӑ турилкке кӑштах ӳкетчӗ.

Боря чуть не уронил тарелку с фаршем.

Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.

Халӗ ӗнтӗ Аксинья, ачи ҫине пӑхса, ним иккӗленмесӗрех унӑн ашшӗне курать, ҫавӑнпа та вӗресе тӑракан хӗрӳ юратупа ун патне туртӑнать: малтан апла марччӗ: вӑл сӑпкари ачи ҫине пӑхатчӗ те, унӑн ыйхӑллӑ пичӗ ҫинче чун юратман Степан сӑнарӗн мӗнле те пулин йӗрне курса, ӑна аякран та пулин аса илтерекен пӗр-пӗр тӗслӗх тупса, шартах сиксе ӳкетчӗ: халӗ, акӑ, пачах урӑхла.

Теперь без сомнения узнавала Аксинья в ребенке отца и от этого прикипала к нему жгучим чувством, — не было уж так, как раньше, когда подходила она к люльке и отшатывалась, найдя в сонном личике девочки какой-нибудь отдаленный намек, беглое сходство с ненавистными линиями Степанова лица.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑтранчӑкрах ҫутӑ тӳп-тӳррӗн ҫав ҫын пичӗ ҫине ӳкетчӗ, Ромашов вара хӑй ҫурма ротин сулахай флангри салтакне — Хлебникова — палласа илчӗ.

Мутный свет прямо падал на лицо этого человека, и Ромашов узнал левофлангового солдата своей полуроты — Хлебникова.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӳртри ҫынсем уласа йӗчӗҫ, Рада хӑй вара кӑштах ӑнран кайса ӳкетчӗ пуль, ӑна ярса тытрӗҫ те, ал вӗҫҫӗн ҫавӑтса, урамалла ертсе тухрӗҫ.

Все окружающие громко зарыдали, а сама Рада едва не лишилась чувств; ее подхватили под руки и вывели на улицу…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑ ӗнтӗ пуҫ мимипе чӗре ҫине ӳкетчӗ те, ӑна та, кӑна та хӑйӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хытӑ хӗсетчӗ.

Такое кружево падало на мозг и сердце и больно давило и то и другое, сжимая его своим жестким, мучительно разнообразным рисунком.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Анчах мӗншӗн-ха, Обломов чирлесен, вӑл ун патне никама та кӗртместчӗ, пӳлӗм урайне кавирсем, кӗҫҫесем саратчӗ, чӳречесене карса хуратчӗ, Ванькӑпа Маша кӑшт кӑшкӑрсанах е хытӑрах кулсанах вӑл, кӑмӑллӑ та йӑвашскер, хаярланса ӳкетчӗ?

А отчего, когда Обломов сделался болен, она никого не впускала к нему в комнату, устлала ее войлоками и коврами, завесила окна и приходила в ярость — она, такая добрая и кроткая, если Ваня или Маша чуть вскрикнут или громко засмеются?

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ку укҫа вара пирӗн кӗсьене кӗрсе ӳкетчӗ.

Это были наши денежки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Никам та шаккамастчӗ, пирӗн пӳрт ҫивиттийӗ ҫине юр ҫеҫ ҫемҫен, пӗр сас-чӗвӗсӗр-мӗнсӗр ӳкетчӗ, сасартӑк мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнатчӗ.

Никто не, стучал, только мягко, с неслышным шумом падал снег на наш дом, и вдруг начинал свистеть в трубе ветер.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, ҫутӑ курӑнсан, вӑл хӑраса ӳкетчӗ ӗнтӗ.

Он, разумеется, испугался бы.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed