Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑлкуҫӗнчен тапса тӑракан сиплӗ шыва ӗҫнӗ хыҫҫӑн пурне те вӑй кӗрсе кайрӗ пулмалла: пуҫларӗҫ ташлама, юрлама.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
26. Эсир ҫав ҫӑкӑра ҫинӗ чухне, ҫав куркана ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен Вӑл киличченех пӗлтерсе тӑратӑр.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: «ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал; ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ; 2. Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ; 3. пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ; 4. пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ: ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, туяннӑ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ; 29. анчах та Лот Содомран тухнӑ кун ҫӳлтен вутлӑ, кӳкӗртлӗ ҫумӑр ҫунӑ та — пурне те пӗтернӗ; 30. Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кунсенче те ҫаплах пулӗ: 27. Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ; талай ҫитнӗ те — пурне те пӗтернӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Никам та кивӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн: «кивви аванрах» тет вӑл, тенӗ.39. И никто, пив старое вино, не захочет тотчас молодого, ибо говорит: старое лучше.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене панӑ; ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет; 37. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ: 38. талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, 39. талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ; 40. ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 41. алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Симонпа ывӑлӗсем ӳсӗрӗлсе ҫитсессӗн, Птоломейпе унӑн ҫыннисем, кӑрал тытса, Симон патне ӗҫкӗ ӗҫнӗ ҫӗре кӗнӗ, вара ӑна хӑйне те, унӑн икӗ ывӑлне те, ун патӗнче ӗҫлекенсене те хӑшне-пӗрне вӗлерсе пӑрахнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир ҫинӗ вӑхӑтра, ӗҫнӗ вӑхӑтра хӑвӑршӑн ҫиместӗр-и вара, хӑвӑршӑн ӗҫместӗр-и?6. И когда вы едите и когда пьете, не для себя ли вы едите, не для себя ли вы пьете?
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем Манӑн халӑхӑм тӗлӗшӗнчен шӑпа сиктернӗ, ҫамрӑк ачана аскӑн арӑма панӑ, хӗрачана эрехле сутса ярса ӗҫкӗ ӗҫнӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем эрех ӗҫнӗ тата хӑйсен туррисене — ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ, чул кӗлеткесене — мухтанӑ.4. Пили вино, и славили богов золотых и серебряных, медных, железных, деревянных и каменных.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ савӑтсене йӑтса кӗнӗ; вара патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫнӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Валтасар патша хӑйӗн пин улпучӗ валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсемпе пӗрле эрех ӗҫнӗ.1. Валтасар царь сделал большое пиршество для тысячи вельмож своих и перед глазами тысячи пил вино.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вавилон Ҫӳлхуҫа аллинчи ылтӑн курка — пӗтӗм ҫӗре ӳсӗртекен курка — пулнӑ; халӑхсем ҫав куркаран эрех ӗҫнӗ, халӑхсем вара ухмаха тухнӑ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пулать! тет Ҫӳлхуҫа: вӑйлийӗнчен те тыткӑнри ҫыннисене туртса илӗҫ, усал патшан тупӑшне те илсе кайӗҫ; мӗншӗн тесессӗн санӑн тӑшманусемпе Эпӗ ҫапӑҫӑп, санӑн ывӑлусене Эпӗ хӑтарӑп; 26. сана пусмӑрлакансене хӑйсен ӳчӗпех тӑрантарӑп, вӗсем хӑйсен юнне ҫӗнӗ эрех ӗҫнӗ пек ӗҫӗҫ, ӳсӗрӗлӗҫ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Ҫӑлаканӗ, сана Тӳлесе Илекенӗ, Иаковӑн Хӑватлӑ Турри пулнине кирек кам та пӗлсе тӑрӗ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Выҫӑ ҫын тӗлӗкӗнче хӑй апат ҫинӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те, ӑшӗнче — пуш-пушах; шывшӑн антӑхнӑ ҫын та тӗлӗкӗнче шыв ӗҫнӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те — ҫав-ҫавах тӗмсӗлет вӑл, ӑшӗ те хыпса ҫунать: Сион тӑвне хирӗҫ вӑрҫакан йышлӑ халӑхсемпе пуринпе те ҫапла пулӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗҫкӗ-ҫикӗре юрӑ-кӗвӗ янӑрани — рубин пичет куҫлӑ ылтӑн ҫӗрӗ пекех илемлӗ; 8. тутлӑ эрех ӗҫнӗ чухне юрӑ-кӗвӗ янӑрани смарагд пичет куҫлӑ ылтӑн ҫӗрӗ пекех кӑмӑла ҫӗклентерет.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ытлашши ӗҫнӗ эрех ӑссӑр-тӑнсӑр ҫынна хаярлантарать, ҫиллине араслантарать, вӑй-халне чакарать, суранлатса пӗтерет.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.