Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫме the word is in our database.
ӗҫме (тĕпĕ: ӗҫме) more information about the word form can be found here.
— Юлташсем, чи малтанах эпӗ сире хӗр сывлӑхӗшӗн ӗҫме сӗнетӗп, — терӗм эпӗ, — вӑл манӑн пӗр тӑван йӑмӑкӑм пулать, анчах ҫапах та хӑнасен пуҫне уншӑн ӗҫес шухӑш пырса кӗменнине кура, ҫак куркана хамӑнах ҫӗклеме тӳрӗ килет.

— Товарищи, во-первых, предлагаю выпить за молодую, — сказал я. — Хотя она мне сестра, но так как никому из гостей не приходит в голову, что нужно всё-таки за неё выпить, приходится этот тост предложить мне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл самовар илсе пырса, сӗтел хушшине чей ӗҫме ларса, патша ҫуртӗнчи пурнӑҫ ҫинчен хӑйӗн вӗҫӗмсӗр тин ҫеҫ пуҫласа янӑччӗ, ҫак вӑхӑтрах сасартӑк крыльцо умне патша ҫуртӗнчи карета пырса тӑнӑ.

Она принесла самовар и за чашкою чая только было принялась за бесконечные рассказы о дворе, как вдруг придворная карета остановилась у крыльца.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗнле майпа вара ҫав офицер-дворянин пӑлхавҫӑсемпе туслашса ӗҫкӗ ӗҫме, тӑшмансен пуҫлӑхӗнчен парнесем: кӗрӗк, лаша тата укҫа илме пултарнӑ?

Каким образом этот самый офицер и дворянин дружески пирует с бунтовщиками, принимает от главного злодея подарки, шубу, лошадь и полтину денег?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӑш типсе ҫитнӗ, ҫул хӗрринче пӗр тарӑн ҫӑл ҫырми пур, ҫавӑнта шыв ӗҫме чупса антӑмӑр.

Во рту у нас пересохло, мы спустились с дороги к ручью, чтобы напиться.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часах пире чей ӗҫме чӗнчӗҫ.

Скоро нас позвали к столу.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ирина Михайловна, пире чей ӗҫме каласа, сӗтелҫи тирпейлеме тухса кайрӗ.

Ирина Михайловна зовет нас пить чай и уходит, чтобы собрать на стол.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан вара кукамӑшӗ пире сахаринпа чей ӗҫме чӗнчӗ.

Потом старушка позвала нас пить чай с сахарином.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман патӑма чей ӗҫме пырӑр, ман патӑмра паян ҫар канашлӑвӗ пулать.

Прошу ко мне пожаловать на чашку чаю: сегодня у меня будет военный совет.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Хӑвна ман патӑма янӑ ҫынна ман ятӑмпа тав ту: ҫухатнӑ укҫине каялла кайнӑ чухне тупма тӑрӑш, ӑна ху валли эрех ӗҫме ил.

— Благодари от меня того, кто тебя прислал; а растерянную полтину постарайся подобрать на возвратном пути и возьми себе на водку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Полтинник эрех ӗҫме!

— Полтину на водку!

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хамӑра ҫул кӑтартакана — эпӗ чей ӗҫме чӗнтӗм.

Я предложил вожатому нашему чашку чаю.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ир, ир тытӑнатӑн ӗҫме, Петр Андреич, — терӗ вӑл, пуҫне пӑркаласа.

— Рано, Петр Андреич, — сказал он мне, качая головою, — рано начинаешь гулять.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ӑҫта пирӗн пек ухмахсен чей ларса ӗҫме, — терӗм ӑна эпӗ, Пушкин ҫырнӑ юрӑри тахҫан иртнӗ вӑхӑтри чи пултаруллӑ тӑсланкӑсенчен пӗрин мухтаннӑ сӑмахне аса илсе.

— Где нам, дуракам, чай пить! — отвечал я ему, повторяя любимую поговорку одного из самых ловких повес прошлого времени, воспетого некогда Пушкиным.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӗҫме ӗҫеҫҫӗ те вӗсем, анчах шыв мар; уҫӑлса ҫӳреме тухсах каймаҫҫӗ, ҫула май тенӗ пек кӑна хӗрарӑмсем хыҫҫӑн ҫӳреҫҫӗ: картла выляҫҫӗ-выляҫҫӗ те, кичем пулса ҫитрӗ тесе, ӳпкелешме тытӑнаҫҫӗ.

Они пьют — однако не воду, гуляют мало, волочатся только мимоходом; они играют и жалуются на скуку.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Петя каланӑ тӑрӑх, шуйттансем табак туртма, эрех ӗҫме юратаҫҫӗ, имӗш.

Он уверял, что черти любят курить и пьянствовать,

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эппин, хӑвӑр кӑмӑлӑр! — терӗм те пӗчченех чей ӗҫме тытӑнтӑм эпӗ; пӗр вунӑ минут иртсен, хайхи манӑн старик те кӗчӗ: — «Чӑнах та тӗрӗс калатӑр эсир, — терӗ вӑл, — тем тесен те, чей ӗҫсен лайӑхрах пулӗ, — эпӗ ӑна вӗтеттӗм те…

— Ну, как угодно! — Я стал пить чай один; минут через десять входит мой старик: — А ведь вы правы: все лучше выпить чайку, — да я все ждал…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ юлташӑма хампа пӗрле пӗрер стакан чей ӗҫме чӗнтӗм, манӑн чугун чейник — Кавказра ҫӳренӗ чухнехи пӗртен пӗр савӑнӑҫ — шӑпах хампа пӗрлеччӗ.

Я пригласил своего спутника выпить вместе стакан чая, ибо со мной был чугунный чайник — единственная отрада моя в путешествиях по Кавказу.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫӑкӑр тени вырӑсла мӗнле пулать, ҫавна пӗлмест хӑй, «офицер, эрех ӗҫме укҫа пар!» теме вӗреннӗ те; маншӑн пулсан, тутарсем лайӑхрах пек: вӗсем хуть эрех ӗҫмеҫҫӗ…

и хлеба по-русски назвать не умеет, а выучил: «Офицер, дай на водку!» Уж татары по мне лучше: те хоть непьющие…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Акӑ курӑр-ха, сирӗнтен вӗсем тата эрех ӗҫме те илӗҫ.

Увидите, они еще с вас возьмут на водку.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анюта, тек ӗҫме килӗшмесӗр, пуҫне пӑркаласа илчӗ.

Анюта решительно затрясла головой.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed