Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленнӗччӗ (тĕпĕ: ӗмӗтлен) more information about the word form can be found here.
— Ах, Том, эсӗ мана ҫавӑн чул та пулин юрататӑн пулӗ тесе ӗмӗтленнӗччӗ эпӗ! — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ ҫав тери хурланса.

— Том, я надеялась, что ты меня любишь хоть немножко! — сказала тетя Полли расстроенным голосом.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн мӑнаккӑшӗ ӑна аяккалла илсе кайрӗ те, вӑл вара хӗпӗртесе ӳкнӗ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хулӑпа ҫаптарнипех ӗҫ иртсе каять пулӗ тесе ӗмӗтленнӗччӗ.

После завтрака тетка подозвала его к себе, и Том обрадовался, надеясь, что его только выпорют.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Курава уҫма кайнӑ май музейӗн иккӗмӗш хутӗнче пӗтӗмпех Юрьев ӗҫӗсене курма ӗмӗтленнӗччӗ, вӗсене енсем, жанрсем тӑрӑх вырнаҫтарасса /Майя Андреевна Карачарскова шӑпах ҫапла тӑватчӗ/ шаннӑччӗ.

Help to translate

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed