Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Сахалрах сӗннӗ тӗк хирӗҫлеттӗмччӗ, — мӗскӗнле тата ҫӑткӑнла хушса хучӗ хӗр; хӑй, тӗрӗссипе, гонорарӑн вуннӑмӗш пайӗ пирки кӑна ӗмӗтленнӗччӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Ҫак темӑпа ҫырнӑ статьяна вӑл хӑй 1916 ҫулта кӑларма шухӑшласа хунӑ, анчах укҫа ҫуккине пула тухайман «Социал-демократ сборникӗн» 4-мӗш номерӗнче пичетлеме ӗмӗтленнӗччӗ.
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл Ленина улах ҫӗрте ларакан пысӑк дачӑра курма ӗмӗтленнӗччӗ; дача йӗри-тавра — тен, пулеметсемпех те, — шанчӑклӑ рабочисен хуралне тӑратнӑ пулӗ, тенӗччӗ.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫав утрав ҫинче эпӗ хам ӗҫлесе тупнӑ укҫапа тӑранса пурӑнма ӗмӗтленнӗччӗ.Я надеялся, что там я смогу добывать средства к существованию собственным трудом.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑй фронта кайма пултарасса та шанатчӗ-ҫке вӑл, нӳрлӗ курӑк тӑрӑх шуса, разведкӑна кайӑп тесе ӗмӗтленнӗччӗ.Считала же и она себя способной пойти на фронт, ползти по влажной примятой траве в разведку.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Михайловна ывӑлӗ валли, Костя Селин валли те вырӑн тупӗ Мила (капитан пулма, Атлантикӑн сенкер ҫулӗсене курма ӗмӗтленнӗччӗ йӗкӗт, кайран — ахаль слесарь пулса ӗҫлерӗ, тӑван заводпа пӗрле ӳссе пычӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Университета кӗнӗ чух эпӗ ятлӑ ҫынсем хушшинче хамӑн пичче пекех йӑпанса ҫӳреме ӗмӗтленнӗччӗ, анчах ҫак хӗл ман унашкал йӑпанса ҫӳрес ӗмӗт татӑлчӗ.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӑтӑр пиллӗкӗшне те вырӑна ҫитерме ӗмӗтленнӗччӗ.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Нумаях пулмасть ҫакӑн пек йӗлтӗр ҫине тӑрса пӑхма ӗмӗтленнӗччӗ ҫеҫ-ха вӑл, халӗ вара!..Совсем недавно для него было мечтой просто постоять на таких лыжах, а теперь!..
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эпӗ ҫӳлӗ, вӑйлӑ та тӗреклӗ йӗкӗте курма ӗмӗтленнӗччӗ.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пулас пурнӑҫ ҫинчен ӗмӗтленнӗччӗ.
«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫакӑнта, ҫак ӗҫе, каллех амӑшӗ хутшӑнман пулсан, чип-чиперех ҫамрӑксен хаҫачӗн корреспондентӗнче ӗҫлемеллеччӗ ун, ҫапла ӗҫлеме ӗмӗтленнӗччӗ те хӑй, ҫавӑншӑн вӗреннеччӗ те, тӗрӗсне каласан.
17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Самиевӑн полкӗ дивизи колоннин пуҫӗнче пырать, Казаков, хӑйӗн разведчикӗсемпе пӗрле янӑравлӑ автострада ҫине тул ҫутӑлас умӗн малалла вӗҫтерсе тухнӑ чух, ҫул ҫине чи малтан тухатӑп тесе ӗмӗтленнӗччӗ.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫав ӗҫе эпӗ хам ҫине илме ӗмӗтленнӗччӗ…
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Кун ҫинчен эпӗ тахҫанах шутланӑччӗ, ун пирки ӗмӗтленнӗччӗ, ӑна каҫсерен чертежсем ҫинче кураттӑм! — хавасланса малалла каларӗ Гасанов.— Я давно об этом думал, мечтал, видел по ночам на чертеже! — восторженно продолжал Гасанов.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Арҫын ачан, паллах, ӗмӗчӗ йӑлт татӑлчӗ: ку йывӑҫсем ҫинче вӑл мечӗксем, резина пуканесем, шӑхличӗллӗ камитҫӗсем, резина хӑмпӑсем ӳснине курма ӗмӗтленнӗччӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
«Мул утравӗ» тенӗ кӗнекене вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле вуласа тухнӑччӗ, кӗнекере каланӑ пек пуянлӑх тупасси ҫинчен те вӗсем пӗрлех ӗмӗтленнӗччӗ.Вместе они читали «Остров сокровищ» и вместе загорелись желанием найти клад.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫавӑн пек чун-вартан тухакан сӑмах кӗтме ӗмӗтленнӗччӗ те вӑл санран.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫав лаша ҫинчен ун чухне вӑл нумайччен ӗмӗтленнӗччӗ, Гриша тетӗшӗ ҫав лашана ун валли хӑҫан илсе килессе ҫаплах кӗтетчӗ.Он долго мечтал об этой лошадке и все ждал, когда дядя Гриша привезет ее ему.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Эх, шуйттан илесшӗ, ҫавна мар ӗмӗтленнӗччӗ эпӗ, анчах мӗн тӑвас ӗнтӗ!
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.