Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗреймерӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) more information about the word form can be found here.
Славик хӑй мӗн тунине шухӑшласа илме те ӗлкӗреймерӗ — ҫӑварне пӗрлӗхен пӗрчи кӗрсе выртнине чӗлхипе сисрӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Темле персе ӗлкӗреймерӗ ҫав…

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫак ӗҫсенчен лайӑххӑн пушанса ҫитме те ӗлкӗреймерӗ, ретсен хушшине кӑпкалатма тытӑнчӗ.

Help to translate

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Шофер ун ҫинелле тепӗр хут сикрӗ, ӑна питӗнчен ҫапма тесе чӑмӑрне ҫӗклерӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ ҫапма.

Help to translate

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ, Джек каллех йӗрсе ячӗ.

Не успела отойти, как Джек снова запищал.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Вӑл урӑх ним калама та ӗлкӗреймерӗ — хура ҫӗр шӑтӑкне чул пек чӑмрӗ…

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӗчӗ, анчахрах сунӑскер, сивӗнмех ӗлкӗреймерӗ пуль.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хуйха ӳкнӗ Таранов хаш! сывласа та ӗлкӗреймерӗ — ун умне хӗрлӗ плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм пырса тӑчӗ:

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна хирӗҫ Таранов пӗр-пӗр хивре сӑмахах каласшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, мӗншӗн тесен ҫав самантра автовокзалти диспетчер Хусахмата каякан автобус ҫула тухма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ те, Таранов унталла васкарӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов сиссе те ӗлкӗреймерӗ — Инесса ун ҫумне пырса тӗршӗнчӗ:

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Зиминцев, паллах, мӗн пулнине малтан ӑнланса та ӗлкӗреймерӗ, вӑл ӑнланса ӗлкӗриччен Мосальский ачана хӑй ҫумне илчӗ те Зиминцевран тата айккинеллерех кайса тӑчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Герасим Федотович ҫакӑн ҫинчен хӗрарӑма тӗпчеме ӗлкӗреймерӗ: ҫынсем чӑрмантарчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрача ним калама та ӗлкӗреймерӗ — анкартинче, лаҫ хыҫӗнче, Елен сасси илтӗнчӗ:

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрарӑма хирӗҫ Испуханов ним калама та ӗлкӗреймерӗ — шавлӑн калаҫса, хаваслӑн кулкаласа клуба каччӑпа хӗр кӗчӗҫ, кунта ют ҫын пуррине асӑрхаса самантрах шӑп пулчӗҫ, пӗр-пӗринчен хӑвӑрт уйрӑлчӗҫ: вӑтам пӳллӗ кутамас каччӑ, сарӑ кӑтра ҫӳҫне силлентерсе пӳлӗм варринчи бильярд сӗтелӗ умне пырса тӑчӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ те вӑрӑм хура ҫивӗтлӗ хӗр Татьяна Архиповна ҫумне кайса ларчӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Анчах Сюльдяшова пуҫӗпе чышма ӗлкӗреймерӗ вӑл, хусахсенчен пӗри ӑна хыҫалтан, ӗнсинчен чукмар пек аллипе кӗрӗслеттерсе ҫапрӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тимофей-хусах каллех учӗ ҫине сиксе ларчӗ, анчах хӑйне кӗтекен ылтӑн пакунлӑ тӑшмана асӑрхаса ӗлкӗреймерӗ пуль ҫав.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӗлкӗреймерӗ, Укаслу хӗҫӗ ӑна хулпуҫҫинчен пырса ҫапрӗ те вӑл, юнпа пӗвенсе, йывӑррӑн учӗн ури айне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Тимофей-хусах Пӑкачавпа калаҫма ӗлкӗреймерӗ.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ хӑраса ӳксе каялла сулӑнчӗ, хӗҫне туртса кӑларчӗ, анчах унпа никама та ҫапса ӗлкӗреймерӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ мӗншӗн кӑвак ҫӗмрен лексе ӗлкӗреймерӗ ӑна!

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed