Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршер (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ӳсе-ӳсе, ҫӗршер ҫул тӑпра сӗткенне ӗмсе пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑрса ҫитрӗн-тек, йывӑҫ, пурнӑҫ ҫилне кӗлту, хӑвӑртрах тӳнтерсе яма ыйт, мӗншӗн тесен яш хунав ӳсес вырӑна кӑлӑх йышӑнни — чи пысӑк тӗрӗсмарлӑх.

Help to translate

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗр ҫеккунтӑн вуннӑмӗш пайӗнче кӑна ҫӗршер механизмпа узел ӗҫлеме тытӑнать.

Help to translate

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ку вӑл ҫӗршер ҫухрӑм ҫулсем, ҫӗнӗрен тунӑ тата юсанӑ шкулсем, культурӑпа спорт объекчӗсем, йӗркеленӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем.

Это сотни километров дорог, десятки построенных и отремонтированных школ, объектов культуры и спорта, новые рабочие места.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Ҫӗршер ҫулхи ватӑ юмансем каш-ш! кашлаҫҫӗ.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пулӑшас шутпа килтӗм, — терӗ те Михха вӗсене ҫӗршер тенкӗ кӑларса пачӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян вӑл ку чункӗрӗн юлашки хӑми ҫине хӑпарса тӑрӗ те, вара ытти ҫӗршер чӑваш ӑна пуйтарасшӑн ҫурӑмӗсене авӗҫ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел ҫинче вуншар, тен, ҫӗршер те пулӗ, кӗмӗл укҫасем купаланса выртаҫҫӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл чаксан, ку утрав ҫине ҫӗршер ҫынна, кирлӗ пулсан, икӗ общинӑри мӗнпур халӑха хӑваласа анӗ те, ҫурхи шыв юхтарса кайма ӗлкӗреймен патак-шатаксене, йӑмра-хӑва тункатисене тасаттарӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршер куҫ, вуншар бинокль ӗнтӗ ырхан хӗрарӑм ҫине тинкерчӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Богданов ҫав самантрах ҫӗршер тенкӗлӗх пилӗк хут укҫа кӑларса сулкаларӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршер куҫ, вуншар бинокль Богданов ҫине тинкерчӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршер ҫул кӗрнеклӗн ҫӗкленсе ларнӑ ватӑ юман ҫӗрелле кашласа ӳксе кӗреслетет.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл вуншар пин тупӑ шӑратса кӑларма пултарать, питӗ нумай танк, ҫӗршер самолет пуҫтарӗ, вуншар карап.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ вӑл, фронтран ҫӗршер, пиншер ҫухрӑм килсе, чӗнмесӗрех пӗчӗк яла ҫитрӗ, Кузнецовсен ҫемйине хуҫалла, пуҫтахланса пырса кӗчӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак хӑйне евӗрлӗхпе вӑл ӑна ытти ҫӗршер ҫынран та уйӑрса илме пултарӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Метроном сасси, экран ҫинчи ялкӑшакан ҫӗршер ҫурта чуна витереҫҫӗ.

Help to translate

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Тавтапуҫ, вӗрентекенӗм, Халиччен ҫӗршер ҫынна Эс ҫунат парса ҫӗкленӗ Пирӗнтен хисеп сана.

Help to translate

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ҫӗршер ҫапӑҫура туптанӑ хӑйӗн ӑсталӑхне.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кунта вуншар, ҫӗршер ҫӗркӑмрӑк шахти, тимӗр рудникӗсем тата металлурги завочӗсем пур.

Здесь всюду раскинулись каменноугольные шахты, железные рудники, металлургические заводы.

Ҫӗр айӗнчен кӑларакан усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем ту хырҫисем пулса темиҫе ҫӗршер, пиншер, километр тӑсӑлса каяҫҫӗ.

Они тянутся длинными хребтами на сотни и тысячи километров.

ССР Союзӗн ҫӗр ҫийӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed