Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршер (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак тӗллевпе хатӗрленӗ «Пурнӑҫшӑн» проекта пысӑка хурса хакланӑ, уншӑн тивӗҫнӗ ҫӗршер пин тенке яхӑн гранта йывӑр чирлӗ пациентсене ҫак амакран сирессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ирттерме тӑкакланӑ.

Help to translate

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Шӗшлӗпе Иванюк ҫӗршер лав та турттарчӗҫ пулӗ.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗршер ҫамрӑк ҫын, шырав отрячӗсене пӗрлешсе, чыслӑн тирпейлесе пытарас тӗллевпе хӗрлӗармеецсен юлашкийӗсене шыраҫҫӗ.

Сотни молодых людей участвуют в поисковых отрядах, разыскивая останки красноармейцев, чтобы с честью предать их земле.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех шӑпах Венгри Гитлерпа пӗрлешнине, Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланине, Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫӗршер пин салтак /Сталинград ҫапӑҫӑвӗнче венгрсен пӗр ҫарӗ пӗтнӗ/ ӑсатнине манаҫҫӗ.

При этом забывается, что вообще-то именно Венгрия примкнула к Гитлеру, объявила войну СССР, отправила на Восточный фронт сотни тысяч солдат - в Сталинградской битве погибла целая венгерская армия.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Григорьев Василий; кашни ялпа хулара пурӑнакан ҫӗршер те пиншер ҫынран пӗри.

Вот и наш герой Григорьев Василий — один из сотен и тысяч живущих в городах и селах.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла ҫапӑҫтарнӑ ҫитмен пурнӑҫ икӗ яла, ҫӗршер ана ҫӗртсе улӑх-ҫаран тытакан пуянсем вара хресченсене сирӗн ҫӗр кӳршӗ ял аллинче тесе хӗтӗртнӗ, вӗсем ҫапӑҫнине савӑнса пӑхса тӑнӑ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта вӑл арӑмне паян хаҫатран вуласа пӗлнӗ ҫынсем ҫинчен каласа пачӗ, вӗсем патшалӑха самолет е танк тума ҫӗршер е аллӑшар пин пани ҫинчен пӗлтерчӗ: Улатӑр патӗнчи пӗр вырӑс ҫӗр пин панӑ, Пӑрачкав патӗнчи пӗр хӗрарӑм аллӑ пин тенкӗ панӑ, Елчӗк районӗнчи пӗр колхоз председателӗ ҫӗр пин тенкӗ хывнӑ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑваш Енре пурӑнакансем ыркӑмӑллӑх кӑтартса Донбаса гуманитари пулӑшӑвӗпе ҫӗршер тонна груз ӑсатнӑ.

Help to translate

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Ял ячӗ тӗл пулакан тӗслӗх пӗрре-иккӗ кӑна мар кирлӗ-ҫке — ҫӗршер кирлӗ.

Пример, где встречается название деревни, ведь нужен не пару раз — они нужны сотнями.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Пурте пӗрле тӑрӑшнипе ҫӗршер килограмм гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса панӑ, ку цифра кашни кунах ӳсет.

Help to translate

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

2025 ҫул вӗҫленнӗ тӗле республикӑра пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен 77 объект туса лартмалла, 100 ытла поликлиника подразделенийӗсене юсамалла, 90 автомашина тата ҫӗршер единица медицина оборудованийӗ туянмалла.

Help to translate

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Вӑл ҫӗр ҫинчи ҫӗршер професси валли тӳрӗ чунлӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлет.

Help to translate

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Ҫӗршер хут ӳкни сая каймарӗ.

Help to translate

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Тӗлӗнмелле вӗт: ҫӗршер ҫул пӗр вырӑнта пурӑнатпӑр — ял ӑҫтан пулса каннине пӗлместпӗр.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хусан университетне мухтава кӑларнӑ биологсен, медиксен, химиксен хушамачӗсене вуншар та ҫӗршер асӑнма пулӗ, — терӗ Зимницкий, Парфентьев декан сӑмахне ырласа, — анчах вӗсен пуринчен хаклӑ ӗҫӗ — ҫут ҫанталӑк саккунӗсене шыраса тупма тӑрӑшни.

Help to translate

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӗршер куҫ вӗсем ҫине тинкерчӗ пулин те, Эльгеев никама курман пек пулчӗ…

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав вӑхӑтрах спекулянтсем шур ҫӑнӑх та, краҫҫын та, кӗпе супӑнӗ те, хакне ҫӗршер хут ӳстерсе, пасарсенче вӑрттӑн сутаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пупсемшӗн вӑл — ҫӑмӑл ӗҫ мар: ҫӗршер ҫын ячӗсене асӑнса, кӗске пулсан та, виле тӗмески умӗнче кӗлтумалла.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗршер теҫеттин хӑшӗ-пӗрин, ҫӗрне ӗҫлесе тӑваканӗсем — чухӑн хресченсем, ҫурри выҫӑ ларакансем.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӗчӗк ачасене сӑпкана чӗркесе вырттарнӑ пек сана ҫӗршер тенкӗн шур хутпа чӗркесе тимӗр арча тӗпне ачашшӑн вырттаратпӑр, эс ҫаплах пире час-часах макӑрттаратӑн.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed