Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗлесе (тĕпĕ: ҫӗле) more information about the word form can be found here.
— Турӑ ҫырлахтӑр, атине хам аллӑмпа ҫӗлесе панӑ енчӗк.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инкек тӳснӗскере унта аманнӑ вырӑнӗсене ҫӗлесе, эмел сӗрсе бинтпа ҫыхса янӑ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Кайран ял ҫыннисем умӗнче пите кӗҫҫе ҫӗлесе ҫӳремеллеччӗ-и?

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Эсир, Ирина Алексеевна, хушусенчен хӑшне-пӗрне хӑйсен папкине ҫӗлесе хуман, пӑтраштарнӑ, — терӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ванюш васкаса татӑлса ӳкнӗ тӳмене хӑй ҫӗлесе хунӑ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле упӑшки ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те ахлатрӗ: шурӑ кӗпен пӗр тӳмине хура ҫиппе хӗреслетсе ҫӗлесе хунӑ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Авалтан йӑмраллӑсем хутаҫа тӗк тачӑ тултарса ҫӗлесе хуратчӗҫ, ун ҫине пӳс, бархат, атлас ҫивитти тӑхӑнтаратчӗҫ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш, ачасем валли кӑҫатӑ ҫӗлесе лараканскер, ӗҫне пӑрахсах вырӑн ҫине тӳнсе кайнӑ арӑмӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем пире тӑхӑнма мӗн те пулин ҫӗлесе паратчӗҫ.

Help to translate

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Пире сурӑх тирӗнчен темӗн ҫӗлесе тӑхӑнтартатчӗҫ.

Help to translate

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Гульнара Васильева уйласа кӑларнӑ костюмсемпе коллектив пуҫласа сӑмах тухса каланӑ, костюмсене питӗ лайӑх ӑстаҫӑ Ирина Аглеева ҫӗлесе панӑ.

Коллектив впервые выступал в костюмах , автором которых является Гульнара Васильева , сшила костюмы прекрасный мастер Ирина Аглеева.

"Эпӗ хамӑн Тӑван Ҫӗршыва пӗлесшӗн" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -n-3475799

Лодкисене те вӗсем тюлень тирӗнчен ҫӗлесе тӑваҫҫӗ.

Даже лодки шьют из тюленьей кожи.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ун ҫине таса хут хурӑр та ӑна е булавкӑпа ҫирӗплетӗр, е ҫиппе ҫӗлесе хурӑр.

Наложите на него сверху лист чистой бумаги, скрепите их булавками или сшейте нитками.

Шкул таврашӗнчи вырӑн планне мӗнле ӳкерсе илмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хулпуҫҫийӗсем хыҫне ҫакнӑ амӑшӗ ҫӗлесе панӑ пир хутаҫҫа икӗ ҫӑкӑр чикнӗ, ҫӑпата сырнӑ, вӗренӳ ҫулӗсенче ачасемпе ушкӑнпа райцентралла ҫуран ҫӳренине аса илет.

Вспоминает, как в лаптях с холщовыми сумками за плечами, в которые клали из дома две буханки хлеба, всей гурьбой все годы обучения ходили пешком по проселочной дороге в райцентр.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Ҫӗлесе хунӑ пирус хучӗн чӗрӗк листи ҫине ҫакӑн пек пичетленӗ:

Help to translate

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл халӗ юбка, сержант паллисене ҫӗлесе хунӑ гимнастерка, атӑ вырӑнне туфли тӑхӑннӑ-мӗн.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӗнӗ подворотничок — китель ҫухави айне ҫӗлесе хумалли шурӑ япаласем — пусмаран тунисене те, целлулоидлисене те тем чухлӗ чикрӗҫ, мундштуксем тата плексигласран тунӑ авӑрлӑ ҫӗҫӗсем — ҫарта модӑна кӗме пуҫланӑ капӑр япаласем те илме манмарӗҫ, ҫапӑҫу кунӗсенче, вӗҫнӗ чух нихҫан тӑхӑнман пиҫиххи портупейӗсем, тӗрлӗ ҫанталӑкра кирлӗ пулма пултаракан шинельсемпе плащ-палаткӑсем, эрех тултарнӑ флягӑсем илчӗҫ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ларма ҫемҫерех пултӑр тесе, арӑмӗ пӗчӗк минтер ҫӗлесе панӑ ӑна.

Help to translate

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш вырсарни шкулне парне туса 30 ытла хӗр ачапа арҫын ача тумӗ ҫӗлесе тата илемлетсе, тухьясем хатӗрлесе панӑ.

Help to translate

Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490

— Кӑна анне бал валли ҫӗлесе пачӗ, — терӗ вӑл каллех кӗпи пирки.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed