Шырав
Шырав ĕçĕ:
Петр Тимофеевич ҫӑлчӗ ӑна: — Пыр каллех колхоза, пӗтӗм фермӑсене шанса паратӑп, — терӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Юрать Варвари упӑшки Пурхиле ҫӑлчӗ.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Юрать, мана кӑҫал Укахви ҫӑлчӗ, вӑл вӑйлӑ тулӑ илсе кӑтартрӗ, унсӑрӑн кӑҫалхи ӗҫ пирки калама та намӑс.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Темиҫе ҫӗрте вӗсене шанчӑксӑр ҫынсем тесе тыта-тыта чарчӗҫ, анчах Нургали маттур пулни, ҫынсемпе калаҫма пӗлни тата хӑй ӗлӗк иҫник пулнине асӑнни кашнинчех ҫӑлчӗ.
16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗлетни, мӗнле ҫӑлчӗ вӑл мана Криуш патӗнче?
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Юр ҫӑлчӗ.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Вӑл мана тыткӑнран ҫӑлчӗ.
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫак ҫын ҫӑлчӗ ӗнтӗ мана тыткӑнран Мускавра!
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӑлаканнине ҫӑлчӗ питлӗх, хӑш-пӗрисене ухӑ йӗпписем ҫӳлтен, айккинчен, хыҫалтан е питлӗх айӗнчен шыраса тупса, кимӗ ҫине е тӳрех Атӑла йӑвантарчӗҫ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Валери Соловин тавҫӑрулӑхӗ ҫӑлчӗ: пӗр-пӗр ӑста столяр тупса ӑна туса пама ыйтас — ҫапла сӗнчӗ качча.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӑл манӑн хӗрӗме ҫӑлчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ҫакна манмастӑп.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эллин ҫут ҫанталӑк панӑ сӑпайлӑхӗ пурне те ҫӑлчӗ, вӑл шӳтлӗ хурав кирек мӗнле хӑпартлануран та вырӑнлӑрах тесе пӗтӗмлетрӗ.Всех выручил природный такт Элли, решившей, что шутливый тон будет уместнее всякой торжественности.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Юнашар иртсе пыракан «Кратер» пӑрахут аварие асӑрхарӗ те инкек тӳснисене пурне те ҫӑлчӗ.Проходивший мимо пароход «Кратер» заметил аварию и спас всех потерпевших крушение.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Матрос кашни вак-тӗвек пирки тӗплӗн каласа парас йӳтӗмпе хумханса ӳкрӗ, ҫӗрлехи сывлӑша хӑватлӑ кӑкӑрӗпе ҫӑта-ҫӑта, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа нумай вӑхӑт тӑратчӗ-ши — юлташӗн аптӑранӑ чунне юрать-ха йӑрӑ куҫлӑ Рантэй ҫӑлчӗ, вӑл аллипе татӑклӑн сулчӗ те йӗркипех каласа пачӗ.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Синопа мана ҫӑлчӗ.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Шӑп ҫакӑнта вара эпӗ, сасартӑках, паттӑрла ӗҫ тума шутларӑм, ҫак ӗҫ пире юлашки вӑхӑтра вилӗмрен ҫӑлчӗ.
XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пӗрре Запятайка Пенза хулинчи пур ҫапкаланчӑк йытӑсене те ҫӑлчӗ.Однажды она, Запятайка, спасла всех бродячих собак города Пензы.
Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Карлик хыҫҫӑн шыва ман помощник сикрӗ, Пицци ӑна та «ҫӑлчӗ».За карликом полез в воду мой помощник, Пицци и его тоже «спасла».
Пицци-водолаз // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ҫук-тӑр, пӗрре ҫӑлчӗ, иккӗ ҫӑлчӗ Матви, виҫҫӗмӗшӗнче те ҫӑлас, терӗ…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
… Ҫӑлчӗ, ҫӑлмаллипех ҫӑлчӗ ӑна ҫавӑн чухне Матви вилӗмрен: арӑмӗн ӳкӗтне пӑхса тӑмарӗ — хӑпӑл-хапӑлах больницӑна илсе ҫитерчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.