Шырав
Шырав ĕçĕ:
Илес — ҫынни ахаль те ватӑ, ӑна хӑйне те пурӑнма кирлӗ; илес мар — лешӗ чӑнласах, ҫынна ҫын пек хисеплесе парать.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Аркадий Александрович, ман шутпа, ырӑ шутлӑ ҫынна интернат кухнине ҫеҫ мар, патшалӑх банкне те кӗртме юрать, таса мар кӑмӑллӑ ҫынна — тӑван кил ҫенӗкне кӗртме те ҫылӑх.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Сывӑ ҫынна нимӗнле ҫул та йӑлӑхтармасть, эсӗ хӑвна ҫул ҫинче нихӑҫан та пӗччен туймастӑн: е хирӗҫ пулакан ҫулҫӳревҫӗпе чарӑнса калаҫатӑн, е хӑвӑн умӑнта пыракан ҫынна хӑваласа ҫитетӗн, е хӑвӑн хыҫӑнтине чарӑнса кӗтсе илетӗн.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Апла пулсан, пушшех кӗртместӗп, мӗншӗн тесен ку хыпар чирлӗ ҫынна мар, сывӑ ҫынна та чирлеттерсе яма пултарать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Нарӑс, 12: Исламабадра (Пакистан) Рушдине хирӗҫ демонстраци иртнӗ вӑхӑтра ултӑ ҫынна вӗлернӗ тата 100 ҫынна амантнӑ.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Ҫынна юратни вара, ҫынна юратни кӑна ҫынран ҫын тӑвать.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Пӗтӗмпе Пушкӑрт ҫыннисенчен 364 706 ҫынна больницаран кӑларнӑ, вӗсенчен 53 — юлашки талӑкра.Всего выписано 364 706 жителей Башкирии, из них 53 - за последние сутки.
Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвирус инфекцийӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен ҫӗнӗ даннӑйсем пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... rn-3463401
Эпӗ вӑл ҫынна ӗненнӗ, шаннӑ пулсан, эпӗ ӑна ку таранччен лайӑх енчен кӑна пӗлни ҫинчен калама, ҫырса пама вӑй, хӑюлӑх ҫитернӗ те пулӑттӑм-и. Анчах тӗрмерен тухса тарнӑ ҫынна пытарма пултарайман пулӑттӑм…
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫак кун ял ҫыннисемпе митинга хутшӑнакансем Александр Кузьмина, фашизма ҫӗнтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ салтак пек лайӑх юлташ вырӑнне хурса, кӑмӑллӑн кулакан, аслисене хисеплекен, ырӑ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынна аса илнӗ.
Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095
Сӑмахран илсен, 1896 — 1897 ҫулсенче Ҫӗрпӳ уесӗнчи икӗ медицина участокӗнче больницӑна юсанма ҫӳрекенсен хисепӗ 39509 ҫынна, Етӗрне уесӗнчи пилӗк участокра 110852 ҫынна ҫитнӗ.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
«Парти, — тенӗ ҫӗнӗ Программӑра, — литературӑна, искусствӑна, культурӑна аталантарма, кашни ҫынна харпӑр хӑй пултарулӑхне кӑтартмашкӑн пур условисем те туса пама, мӗн пур ӗҫ ҫыннисене эстетикӑ енӗпе воспитани пама, халӑхӑн илемлӗх туйӑмӗпе пысӑк культурӑ хӑнӑхӑвӗсене йӗркелесе пыма яланах тӑрӑшӗ. Илемлӗх ӗҫлеве татах та ытларах хавхалантарӗ, пурнӑҫа хитрелетӗ, этеме ырӑ туйӑмсем парӗ».
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Сӗлхе текен хура кайӑк ҫынна ҫывӑхах ярать, ик-виҫ утӑм юлсан тин, кӑвакарчӑн пысӑкӑшскер, сасартӑк ҫунат ҫапса ярать те, ҫынна шартах сиктерсе, вӗҫсе тарать.
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Анчах ахаль ҫынна илтӗнмен сасӑ музыка ҫыннине темӗнле хуллен юрласан та илтӗннине Сухви пӗлмен.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Йӗркесӗр ҫынна, ӑссӑр ҫынна ма ҫирӗп сывлӑх парать-ши ӑна ҫӳлти турӑ?
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Иртнӗ эрнере ҫеҫ типӗ курӑк ҫунтарнипе Муркаш районӗнче 2 ҫынна, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ҫынна явап тыттарнӑ.
Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701
Эпир пӗлетпӗр — сӗр-шывра каллех ырӑ пурнӑҫ тума, хӑйне телей кӳме совет ҫынни вӑрҫӑ кӳнӗ сурансене хӑвӑрт тӳрлетрӗ, уйрӑм ҫынна ытлашши пысӑка хунӑ чухне пулнӑ инкек-синкеке те пӗтерчӗ, халӗ вара, пӗтӗм чун хавалӗпе, Коммунистсен партийӗн аслӑ Программи тӑрӑх ҫӗршывра чи телейлӗ те ҫутӑ самана — Коммунизм тӑвас ҫулпа паттӑррӑн утать.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Ҫав тери хӑюллӑ ҫынна, Йӑштак вӑрӑм хитре ҫынна Майра патша савӑнчӗ…
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ах, пӗр ҫынна та пулин тупасчӗ, пӗр ҫынна та пулин…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ах, пӗр ҫынна та пулин тупасчӗ, пӗр ҫынна та пулин…»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.