Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗчӗк сухалне пӗр-икӗ хутчен туртса якатрӗ те, Экэчо аллинчен чӗлӗмне туртса илсе, хуллентерех калаҫма тӑрӑшса: — Пӗлместӗп, кам пек калаҫатӑп эпӗ халӗ, — шурӑ питлӗ ҫын пек калаҫатӑп-и, чукча пек-и, анчах эпӗ сана ҫакна калатӑп: тухса кай ман ярангӑран, ӑҫта каяс тетӗн, ҫавӑнта кай! Ырӑ ҫын мар эс, Экэчо, усал ҫын, ҫав тери усал ҫын, — терӗ вӑл.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шӑллӗ хаваслӑн калаҫнине итленӗ май, вӑл ҫак ҫын хӑйӗнчен пуян тата, тен, унран ӑслӑрах ҫынсене, пӗтӗм ҫӗршыври суту-илӗве алӑра тытса тӑракан ҫынсене темле майпа хӑйне хисеплеттерни ҫинчен шухӑшларӗ; тепӗр шӑллӗ, монастырте пытанса, ӑслӑ та тӗрӗс ҫын ятне илет, анчах та ӑна, Петра, ӑнсӑртран пулакан ӗҫсем тытса ҫураҫҫӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Малтан ҫак алӑ ирсӗр ҫын алли пулнӑ, халӗ вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ ырӑ ҫын алли, ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнакан ҫын алли, халӗ ҫак ҫын, хӑйне тем парсан та, малтанхи пек хӑтланас ҫук!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Апла пулсан, сирӗн шутпа айван ҫынпа ӑслӑ ҫын, ырӑ ҫынпа усал ҫын хушшинче те уйрӑмлӑх ҫук пулать?— Стало быть, по-вашему, нет разницы между глупым и умным человеком, между добрым и злым?
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку вӑл ҫынсем ӗҫсӗр-мӗнсӗр пурӑнмалли пӗртен-пӗр вырӑн, кунта ҫынсене Петербурга пӗтӗмӗшпех хупӑрласа тӑракан суту-илӳ ӗҫӗ те, укҫа-тенкӗ интересӗ те хӑваласа килмен Морской, Гороховӑй, Литейнӑй, Мещански тата ытти урамсенче ҫуран, кӳмесемпе е ҫӑмӑл урапасемпе чуптаракан ҫынсен пичӗсем ҫинче ҫӑткӑнлӑх, ӗмӗтсӗрлӗх палӑрса тӑрать пулсан, Невски проспектра тӗл пулнӑ ҫын ытлашши эгоист мар пек туйӑнать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Костюмпа чухне Коробин хӑйӗн тавра пухӑннӑ ҫынсенчен уйрӑлса таман, ытти ҫынсем пекех пухнӑ, кительпе вара кӑштах хаяртарах та хӑй патне пули-пулми пыма ҫук ҫын пек курӑннӑ, Ксени шучӗпе, районти пӗрремӗш ҫын шӑпах ҫапла пулмалла та ӗнтӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Святой Дмитрий Сослуцкий, сыхла мана, туррӑн чурине, тата манӑн юлташӑмсене тӗнчен мӗнпур тӑватӑ кӗтессине ҫитсен те; хаяр этемсем ан перейччӗр, сӑнӑпа та ан чикейччӗр, вердышпа та ан касайччӑр, пуртӑ тӑршшипе те ан ҫапайччӑр, пуртӑпа та ан касайччӑр, хӗҫпе те ан витерейччӗр, ҫӗҫӗпе те ан касайччӑр, ан чикейччӗр; ни ват ҫын, ни яш ҫын, ни ҫырӑ ҫын, ни хура ҫын; ни еретик, ни тухатмӑш тата нимӗнле ӑрӑмҫӑ та ӑн тивейтӗр.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сталинла ӑслӑ вӗрентӳ акӑ мӗн калать, ертсе пырас ӗҫре ӗҫлеме мӗн пулассине малтанах курса тӑни кирлӗ; ҫавӑн пек курса тӑма ӑна пурӑнса ирттернине, мӗн тунине критикӑлла ӑнланса илекен ҫын кӑна, хӑйӗн решенийӗсене епле пурнӑҫланине ҫирӗппӗн тӗрӗслекен ҫын, чӗрӗ ӗҫ, практикӑллӑ ӗҫ тӗлӗшпе ҫав решенисем епле тӗрӗс е йӑнӑш пулнине пӗлекен ҫын кӑна, хӑйне те, ыттисене те кунран-кун тӗрӗслесе тӑма, хӑйӗн тата ыттисен плюсӗсемпе минусӗсене тӗрӗс виҫме-шайлаштарма пӗлекен ҫын кӑна пултарать тата вӑй ҫитерет.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах та кашни йӗркеллӗ ҫынах, эпӗ сӑнласа панӑ ҫынсем вырӑнӗнче пулас пулсан, хӑй вӗсем пек тунине пӗртте паттӑр ӗҫ турӑм тесе шутламӗччӗ, ӗҫ ҫавӑн пек пулас пулсан, вӑл ун пек тума хатӗрех, кунтан ҫӑмӑлтарах мар, йывӑртарах чухне те вӑл сахал мар ун пек тунӑ ӗнтӗ, ҫапах та вӑл хӑйне тӗлӗнмелле ҫын вырӑнне хумасть, вӑл хӑй ҫинчен: мӗнех ара, пырать, эпӗ чылаях тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын иккен тесе ҫеҫ шухӑшлать.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» мар, пачах урӑхла, мӗнле те пулин кӑмӑллӑ ӗҫ тунӑ май хӑйӗн тӗксӗм шухӑшӗсене, хӑйӗн хуйхине маннӑ чухне, вӑл шӳт те тӑвать, хаваслӑн та пакӑлтатать, анчах та мана кун пек сайра май килет ҫав, тет вӑл, сайра май килни питех те кӳренмелле ҫав, тет, тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулнишӗн эпе хам та хавас мар ҫав, тет, анчах та условисем ҫавнашкал-ҫке-ха, ҫавӑнпа ырра ман пек хӗрӳллӗн юратакан ҫын, «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулмасӑр пултараймасть, тет, ҫакӑ мар пулсан, эпӗ, тен, кунӗпех шӳт тунӑ та ахӑлтатнӑ, юрланӑ та ташланӑ пулӑттӑм, тет.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун пуҫне ҫӗнӗ шухӑшсем пырса кӗре пуҫланӑ, Вера Павловнӑшӑн Лопухов кирлӗ пулнӑ пек, уншӑн Кирсанов кирлӗ ҫын пулса тӑнӑ; урӑхла ҫын пулма май параканни уншӑн иртнӗ пурнӑҫӗнчех юлнӑ; анчах ун пек урӑхла ҫын пулма чи кирли вӑл, паллах, — ҫын хӑй, ун шухӑш-кӑмӑлӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов пек ҫынсем сахал: ун йышши ҫынсене эпӗ ку таранччен пурӗ те сакӑр ҫын ҫеҫ (вӑл шутрах икӗ хӗрарӑм) курнӑ; вӗсем пурте тӗрлӗ ҫынсем, анчах вӗсен пӗр пекки пӗр паллӑ пур.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун чухне хӗре вӑйпах каччӑ тупса панӑ, каччи ун йӗрӗнчӗк ҫын, ҫав йӗрӗнчӗк ҫын хӗр кӑмӑлне кайман ӗнтӗ, вӑл, путсӗрскер, мӗн чухлӗ нумайрах пурӑннӑ, ҫавӑн чухлӗ путсӗрленсе пынӑ пулӗччӗ, анчах вӑл ирӗксӗрех хӗр ҫывӑхӗнче пурӑннипе хӗре пӑхӑнать те майӗпенех ҫын хӑраххи евӗрскер, лайӑх та мар, начар та мар ҫын пулса тӑрать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ мӗн калать вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче: ҫынсем, сирӗн ҫав хӗрлӗ трико пӗркеннӗ, кукӑр ураллӑ Сатана аллине лексе асап курас килмест пулсан, ҫакна пӗлмелле: хӗрсене, вӗсемпе венчете тӑмасӑр, чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тунипе вӑл хӗрсем проституткӑна тухса кайма пултараҫҫӗ; чиркӳ ирӗк памасӑр, ҫамрӑк ҫынсене чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тусан, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫуралма пултараҫҫӗ: проституткӑсен хӑйсем патне пынӑ хӑнасен кӗсйисенчен укҫа вӑрламалла мар; пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр ҫын та юна вӗрилентерсе яракан эрех таврашӗ ан ӗҫтӗр; ҫынсен пурин те хупаха мар, чиркӗве ҫӳремелле, — ку чуншӑн усӑллӑрах та, йӳнӗрехе те ларать…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Обломов выртни — чирлӗ ҫын е ыйхӑ пуснӑ ҫын выртни мар, ывӑннӑ ҫын выртса канни те мар, кахал ҫын киленсе выртни те мар: ку уншӑн йӗркеллӗ япалах.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑнах та чӑвашсем ҫинчен халӑх аристокрачӗсем теме май пур пуль: чӑваш хӑйне сӗтел хушшинче тирпейлӗ тытать; ӗҫре питӗ чыслӑ; ӗҫе юратса, тӗплӗн пурнӑҫлать; тус-тӑванпа килӗштерме тӑрӑшать; ҫут тӗнче ҫине ырӑ сунса пӑхать; ытти халӑх ҫыннисене те ырӑ сунать; кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра пулнине юратать; ҫипуҫ тирпейлӗхне пысӑка хурать; ҫын ӗҫре маттур-тӑк, йӗркеллӗ, чыслӑ пурӑнать-тӑк «ку — лайӑх ҫын» тесе палӑртать; ҫын ӳркевлӗ-тӗк, пысӑкрах ҫулпа утать-тӑк, «ку — начар ҫын» тесе палӑртать.
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
7. Епископ, ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫын, пӗр айӑпсӑр пулмалла, вӑл чӑрсӑр, ҫиллемес, ӗҫкӗҫӗ, ҫапӑҫакан, мула хапсӑнакан ҫын пулмалла мар, 8. иртен-ҫӳрене хапӑллакан, ырра юратакан, таса шухӑшлӑ, тӳрӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑнакан, чаруллӑ, 9. чӑн сӑмаха епле вӗрентнӗ, ҫапла уяса тӑракан ҫын пулмалла, унӑн тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме те, хирӗҫ пыракансене питлеме те пултарас пулать: 10. пӑхӑнманнисем те, вырӑнсӑр калаҫакансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах ҫавӑн пек ҫынсем ӳт кастарнисем хушшинче нумай, 11. ун пеккисен ҫӑварне чармалла: намӑса пӗлмесӗр мулшӑн тӑрӑшнипе вӗсем кирлӗ мара вӗрентсе этеме килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук; 11. пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12. Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук. 13. Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ; 14. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси. 15. Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ; 16. вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм; 17. канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем. 18. Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Сутаканни — тарма пуҫтарӑнакан ҫын пек, туянаканни вилме хатӗрленекен ҫын пек пултӑр; 43. суту-илӳ тӑваканӗ — нимӗнле услам та кӗтмен ҫын пек, ҫурт лартаканӗ унта пурӑнма ӗмӗтленмен ҫын пек пултӑр.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.