Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарчӗ (тĕпĕ: ҫывхар) more information about the word form can be found here.
Ун патне Герасим Федотович, талпиҫенпе утхӳри тунисенчен такӑна-такӑна утаканскер, вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗт пекех хӑюсӑррӑн ҫывхарчӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хулпуҫҫийӗ урлӑ икӗ юплӗ рулетка уртӑнтарнӑ Марина кунталлах ҫывхарчӗ, купасем тӗлӗнче чарӑна-чарӑна хӑш-пӗр ҫӗрулмисене алӑпа тыта-тыта пӑхрӗ, пуҫне кӑмӑлсӑррӑн пӑркаларӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хапха алӑкне пӗр сассӑр уҫнӑ Марина ҫӑл патне хӑвӑрт ҫывхарчӗ:

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович шӗшкӗ тӗмӗсем хушшипе пытанарах утса вӗрене патне ҫывхарчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович пылак шыв кӗленчине уҫма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — сӗтел патне йӑл-йӑл кулкаласа темле хӗрарӑм хӑюллӑн ҫывхарчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Каччӑ фуфайка кӗсйинчен кӑларнӑ ҫӑкӑр чӗллипе илӗртсе вӑкӑр патне ҫывхарчӗ, унӑн сӑмсине тӑхӑнтартнӑ ункӑран тытрӗ, мӗнпур вӑйран пӑрчӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑкӑрӗ умне автомат ҫакнӑ салтак палӑкӗ тӑракан тӑваткал пӗчӗк пахча алӑкӗ патне икӗ мӗлке ҫывхарчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Елюк Тарас патнерех ҫывхарчӗ:

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ульяна ачасене клубран хӑваласа кӑларчӗ те йӑл-йӑл кулкаласа Испуханов патне ҫывхарчӗ:

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Акӑ ӗнтӗ юланутҫӑ леш ушкӑн патнех ҫывхарчӗ тата васкарах чупать ут, тата васкарах…

Help to translate

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра ун патне, тӑшмансене сире-сире, темиҫе юланутҫӑпа пӗрле хӑшместӗр ҫывхарчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нимӗнле вӑйпа, нимӗнле ирӗкпе чарайми хаяр та юнлӑ ҫапӑҫу саманчӗ ҫывхарчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малти отряд асӑрхануллӑн вӑрман хӗррине ҫывхарчӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл маларах утса, хӗр-полковник патне ҫывхарчӗ те ӑна куҫӗнченех витерес пек пӑхрӗ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чи ҫамрӑк полковник пулатӑн эсӗ, — Укаслу патне ҫывхарчӗ патька-патша.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кун паян Укапи каҫ пуласпа, ҫын курмалла мар йӑпшӑнса, Кӗлсулттан кинемей хуралчӗ патне ҫывхарчӗ.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыҫалтан сиктерсе пыракан юланут вӗсен патнелле ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ҫывхарчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурӑ халатлӑ, шурӑ калпаклӑ тухтӑр, чӗрне вӗҫҫӗн утса, арӑмӗ патнелле ҫывхарчӗ, пӗр хускалмасӑр вилнӗ пек выртакан арӑмне курсан, унӑн аллисем чӗтреме пуҫларӗӗ.

Help to translate

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Ӑнланчӗ-ши вӑл ман сӑмахсене, ҫук-ши, пӗлместӗп, анчах халӗ мана самаях хӑй куҫӗсен ытамӗнче тытса тӑчӗ, унтан мӑтӑк хӳрипе ик-виҫӗ хут лӗп варкӑшпа палӑри-палӑрми хускалкалакан ӑвӑс ҫулҫи пек мӑран вылятса илчӗ, вара, хӑлхине вырттарса, хӑйне хӑй «ҫӗнкелесе», васкамасӑр ман паталла ҫывхарчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тинех анчӑк, тискер, тӳрккес вӑй пусарнӑ, чикӗнтернӗ пуҫне ҫав-ҫавах шик картине татӑклӑнах ҫӗмӗреймесӗр пӗксе, тарӑнах тымар яма ӗлкӗрнӗ чунри мӗскӗнлӗхе ҫӗнкелесе, сиркелесе, шӑмӑ купи еннелле ҫаврӑнчӗ, васкамасӑр купа патне ҫывхарчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed