Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуррине (тĕпĕ: ҫурӑ) more information about the word form can be found here.
Лена хӑйӗн ҫуррине тимӗртен тунӑ чи ҫӗнӗ модӑллӑ ҫӳллӗ те ҫинҫе пушмак кӗллине — «пӑтана» хуҫса пӑрахнине курчӗ.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫуррине яхӑн ҫӗреллех усӑнса тӑрать вӑл.

Help to translate

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑкаксен (пурӗ 159,3 пин тенкӗ) ҫуррине Николайпа Оксана Федоровсем хӑйсем ҫине илчӗҫ.

Help to translate

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Паллах, эпир «мучи-кукка» пирки калаҫнӑ чухнех куҫарма пуҫланӑ е ҫуррине куҫарнӑ ӗнтӗ вӑл.

Help to translate

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Палӑртса хӑваратпӑр, паянхи куна илес пулсан, асӑннӑ кӑтартуран ҫуррине пурнӑҫа та кӗртме ӗлкӗрӗ.

Help to translate

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

— Э-э, кунта ҫуррине сиктерсе хӑварнӑ вӑл, — терӗҫ хӗрарӑмсем.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Залран тухсан, тепӗр пӳлӗме лекрӗм те, унта вӗсене курса, чарӑнтӑм, ҫуррине чаршавпа пӳлнӗ пӳлӗмре вӗсем мана асӑрхамарӗҫ.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫамрӑксене хавхалантарас тесе виҫӗ ҫула ҫитиччен уйӑхсерен пӗр оклад чухлӗ хушса тӳлеҫҫӗ, 3-рен пуҫласа 5 ҫулччен - окладӑн ҫуррине.

Help to translate

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ӗнесене май уйӑхӗн ҫуррине ҫитичченех сенаж, ҫӗпре ярса йӳҫӗтнӗ апат ҫитернӗ, май пуҫламӑшӗнче симӗс конвейер ҫине кӑларнӑ.

Help to translate

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Вӑл хушса хӑварнинчен ҫуррине те тӑваймарӑмӑр.

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗрлешӳсенче шалта ҫул-йӗре йӗркене кӗртес пулсан тӑкакланнин ҫуррине каялла тавӑрма пулать.

Help to translate

Патшалӑх пулӑшать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61127

Унти ӗҫ хӗрарӑмшӑн ҫӑмӑлах мар: ывӑннӑ Тарье инке ҫывӑрма выртас умӗн ӗҫме тесе час-часах эрех иле-иле килнӗ, ҫуррине е унран ытларах ӗҫсен-и — кӗленчине ӑҫта та пулин пытарма тӑрӑшнӑ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ этемлӗхӗн черчен ҫуррине лӑплантарма та, шанӑҫ парнелеме те пулӑшрӗ.

Help to translate

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

Вӗсенче палӑртнин ҫуррине те акман.

Help to translate

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Лакрей паркӗнче 20 вӑйӑ хатӗрӗнчен ҫуррине ытла тишкернӗ.

Help to translate

Вӑйӑран инкек ан пултӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60747

Ҫуррине ҫитет хӗрарӑм — каялла йӑванса анать.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Стаканне Павӑл пӗр тумлам юлмичченех пушатрӗ, Испуханов вара ҫуррине кӑна ӗҫрӗ:

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Аккредитивпа укҫа илмелле-ха ман, анчах хальлӗхе пӗтӗмпех мар, ҫуррине кӑна.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ Сюльдяшов пичӗкери укҫан ҫуррине хӑй валли пытарса хӑварчӗ те самозванеца хирӗҫ кайрӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эсӗ пуҫна ҫӑлатӑн та манӑн пуҫа йӑлмака чйкмелле-и?» — терӗ вӑл, вара ҫак самантпа усӑ курса юлма, пичӗкери укҫана ҫуррине хӑй валли хӑварма, ыттине Пӑкачава ҫитерсе пама, самозванецӑн шанчӑклӑ ҫынни пулма шутларӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed