Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунат the word is in our database.
ҫунат (тĕпĕ: ҫунат) more information about the word form can be found here.
Инженери тытӑмӗн пулас ҫӑлтӑрӗсем ҫунат сараҫҫӗ.

Help to translate

Инженери «ҫӑлтӑрӗсем» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=b6gytxy4GuE

Инессӑн икӗ ҫунат сыпӑнчӗ тейӗн — кухньӑра ури ҫӗре перӗнми пекех хавасланса ӗҫлерӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ырӑ хыпар йӑхӗ-йӑхӗпе пӗр тытӑмра тӑрӑшакансене суйласа илнӗ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума хушма ҫунат парнелӗ.

Help to translate

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Ҫывӑхра машина сасси илтӗнсен ҫан-ҫурӑмӗ ҫунат сыпӑннӑ пекех ҫӑмӑлланчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫӗмье, туссем пулӑшни сире ҫунат хушать, хӑвӑрӑн вӑя шанма пулӑшать.

Поддержка семьи и друзей просто окрыляет и создает уверенность в собственных силах.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шухӑшсене чун-чӗре, сисӗм-туйӑм патне ҫитерме пулӑшаканни вӑл — формӑ; формӑ пулмасан, содержани, каларӑмӑр ӗнтӗ, пурӑнаймасть, кайӑка ҫунат кирлӗ пулнӑ пекех содержание те формӑ кирлӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Унта тепре ҫунат хушма пулать.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хӑй те ҫунат хушнӑ пекех туйрӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ут-урхамахӗ, ҫунат хушнӑ пек, малалла ыткӑнчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хавхалансан кирек кам ҫумне те ҫунат хушӑнать».

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, тепӗр темӗн чухлӗ вӑхӑтран хресченсем ҫунат хушнӑн ялнелле васкарӗҫ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫунат хушса аслӑ вӗҫеве ҫӗкленнӗ тӑрӑ мар Ейӗк шывӗ…

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн хайхи каллех ҫунат пуррине туяс, ҫак тӗксӗм тӗнчерен тарас килсе кайрӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫунат шӑтса тухнӑн туйӑнчӗ…

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урхамах юртать — ҫил ҫунат, Тӗнчипе те ҫук хӑват: Пуҫӗ пӗлӗте тӗкӗнмест, Ури ҫӗре перӗнмест.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ пулӑсем: кӗмӗл пулӑ, хӗрлӗ ҫунат, уланкӑ ун ҫумӗпе ишсе иртеҫҫӗ, вӑл карттусӗпе шыва ӑсса илет, анчах пулӑсем пӗри те лекмеҫҫӗ — хӑвӑрт тарса пӗтеҫҫӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Автансем ҫумӑр пӗлӗтне хирӗҫ тӑрса, ҫунат ҫапса киккириклетеҫҫӗ, тет.

Help to translate

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ыран манпа пӗрле вунӑ ҫул вӗреннӗ пайташӑмсен, тантӑшӑмсен ҫамрӑксене «ҫунат хытса ҫитнине» ҫирӗплетекен тӗп документ — аттестат — илме право паракан экзаменсенчен пӗрремӗшне тытмалла -сочинени ҫырмалла, эпир пур, арҫын ачасем, икӗ хирӗҫли командӑна пайланса, райцентр стадионӗнче ҫавраҫил ҫавӑрттарса, анра-сухралансах футбол ҫӗмӗрттеретпӗр.

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Юлашкинчен «хӗрлӗ автан», арӑсланса, сарай аркине, унтан ун тӑрринех «сиксе хӑпарать», унта вара «ҫунат ҫапа-ҫапа», асар-писер ахӑрса сиккелеме пуҫлать.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Тьав-в-в-в-в! Тьав-в-в-в-в! Тьав-в-в-в-в!» — ҫунат ҫапса чӑвлаҫҫӗ, чӑйӑлтатаҫҫӗ, чӗриклетеҫҫӗ пилеш кайӑкӗсем, шӑкӑлчисем, ҫерҫисем.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed