Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫулсен пахалӑхӗ ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне витӗм кӳнине пирӗн самантлӑха та манмалла мар.Мы не должны забывать, что от состояния дорог зависит жизнь и здоровье людей.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Авиалайнерсен вӗҫевӗнче 100% биотопливӑпа усӑ курни хальлӗхе пулса иртмен-ха, ҫапах та ҫакна 2020-мӗш ҫулсен вӗҫнелле пурнӑҫлама май пулӗ.
Airbus биотопливӑпа вӗҫекен самолета тӗрӗсленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31487.html
Гринӑн 1980 ҫулсен вӗҫӗнчех куҫарнӑ 17 калавӗ патне чылай вӑхӑт ниепле те ал ҫитмерӗ.До 17 рассказов Грина, переведенных еще в конце 1980-х годов, долго не доходили руки.
Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.
— Анна! — терӗ Гелли йӑмӑкне — хӑйӗн вун пилӗк ҫулӗн, паянтан ҫирӗп те хӑрушӑ вӑрттӑнлӑхпа ҫыхӑнакан ҫулсен, тӳпинчен туйӑмсӑр ҫынна тӗсесе пӑхаканскере.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Нокӑн станци ҫуртне кӗрес килмест; ку ӑссӑрла хӑтланни пулӗччӗ — хальлӗхе вара вӑл хӑйне йӗркеллех туять, анчах, саппас ҫулсен хушшинче ҫӳрекелесе, ҫынлӑ пӗр-пӗр будка е хурал пӳрчӗ тупма ӑнтӑлчӗ, ӗҫлесе ӗшеннӗ, кӗскен каласан — ӗҫлӗ ҫынна тӗл пуласса, хӑйхискер хӑйӗн панккамасрах ӑсне тата тараватлӑхне пула таркӑна хулари ахаль ҫапкаланчӑк вырӑнне йышӑнасса, чӗре сури тумалӑх кӑшт укҫа парасса шанчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗсене шӑплӑх, иртсе кайнӑ ҫулсен тарӑн шӑплӑхӗ хупӑрласа хучӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ҫирӗммӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл — хӗрлӗ армеец, Хусанти пӗр чаҫре хӗсметре тӑнӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
60-мӗш ҫулсен варринче, Токиора Олимпиада иртнӗ вӑхӑтпа тата унпа ҫыхӑннӑ шӑв-шавпа тупӑш тӑвас тесе Yamasa Clock фирма «Манпо-кей» ятлӑ (ӑна «Вунӑ пин утӑм» пек куҫарма пулать) утӑм шутне виҫмелли хатӗр сутлӑха кӑларнӑ.
Кунне 10 пин утӑм тумалли норма — халап кӑна // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31263.html
Ҫӑмӑл автомашина («Москвич») туяннӑ (70-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ) пӗрремӗш ҫын — Кронид Степанович Степанов.
Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Вӑл — 40-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Санькассинчи «Соцпуть» хуҫалӑхӑн ертӳҫи пулнӑ А. П. Петров ывӑлӗ, Ҫӗрпӳри ялхуҫалӑх техникумне пӗтернӗ, Красноармейски районӗн 4-мӗш пухӑвӗн депутачӗ Иван Анатольевич Федоров.
Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Кунта 40-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех арман туса лартнӑ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Ялта шкул ҫӗнӗрен 30-мӗш ҫулсен вӗҫнелле йӗркеленӗ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Унта ачасем 70-мӗш ҫулсен вӗҫне ҫитиччен вӗренчӗҫ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Ҫавна май Чӑваш Ен Транспорт министерствин маларах калаҫса татӑлнӑ ӗҫсене пурнӑҫлассине вӗҫне ҫитермелле тата асӑннӑ проект шайӗнче ҫулсен нормӑпа палӑртнӑ кӑтартӑвӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе Чӑваш Республики хальлӗхе юлса пынине пӗтермелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Халӑха хумхантаракан ҫивӗч ыйтусем хушшинче — пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче паракан пу-лӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ, шывпа тивӗҫтересси, обществӑлла транспорт ӗҫӗ, хытӑ сийлӗ ҫулсен пахалӑхӗ, ҫулсемпе тротуарсене юртан тасатасси, ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра тата йӗркеллӗн турттарса тухманни тата ыт.те.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Чӑваш Ен тата ҫӗршыври чукун ҫулсен тытӑмӗн ят-сумлӑ операторӗ «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» АУО чылайранпа туслӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ, шанчӑклӑ ӗҫтешсем шутланаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/04/news-3907891
Вагонсемпе капланса тулнӑ чугун ҫулсен узловой станцийӗсене хӑвӑрт пушатса, вӗсем, Брест-Литовскран Брянска, Ровноран Киева пыракан ҫулсем тӑрӑх — Подолине тата Одессӑпа Екатеринослав таврашнелле тапранса кайнӑ…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Брагинӑн виҫӗ кӗнекине нумай хутчен пичетленнӗ, 1940-мӗш ҫулсен вӗҫӗпе 1950-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗсенче ытти чӗлхесем ҫине куҫарӑннӑ — пӑлхарла, венгрла, полякла, чех чӗлхипе тухнӑ, ҫавӑн пекех Мускавра акӑлчанла, хрантсусла тата нимӗҫле пичетленнӗ.
Брагин Михаил Григорьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D1% ... 0%B8%D1%87
Ҫыхӑну ӗҫӗн имперски советникне ухтарнӑ чух ун ҫумӗнче пӗтӗм оккупациленӗ Украинӑри урапа ҫулӗсен, шоссесен тата чугун ҫулсен карттине тупрӑмӑр.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Фидаров пире Ковель — Коростень тата Сарны — Ровно хушшинчи чугун ҫулсен ӗҫӗсем ҫинчен, вӗсем тӑрӑх миҫе поезд иртни, ӑҫталла тата мӗнле ҫарсем, грузсем, снаряжени куҫарни ҫинчен тӑтӑшах пӗлтерсе тӑратчӗ.
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.