Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуккипе (тĕпĕ: ҫукки) more information about the word form can be found here.
— Егоровна улталакан марччӗ-ха та вӑл, — терӗ Маюк, хӑйӗн калаҫса тӑма вӑхӑт ҫуккипе васкаса.

Help to translate

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Мӗнле вӑл ҫавӑн пек пулмалла: хӑй хулинче мӗн пуррипе мӗн ҫуккипе пӗлмест ҫын…

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Эпӗ килте ҫуккипе усӑ курса анне патне кайса мана качча пама ирӗк ыйтнӑ.

Help to translate

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Халь авланма шухӑш тытни вӑл ялта арҫынсем ҫуккипе усӑ курма пӑхни, майлӑ самантра чи лайӑх хӗрарӑма ҫаклатса юлам-ха тени пулӗччӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Те чӑнах та йӗпхӳ йӑслать, те ҫӗр ҫинчен ҫӗкленекен нӳрӗк, ҫил ҫуккипе сирӗлсе каяймасӑр, ҫапла пуланса-явӑнса тӑрать.

Help to translate

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑ ҫуккипе этем эрех тыткӑнне лекрӗ пулсан, ӑна тинех хоккей кӑтартнипе ҫӑлаймӑн.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫул ҫине сармалли плита ҫуккипе вӗт чул шыратӑн.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригада нихӑҫан та вӑл-ку ҫитменнипе, ҫуккипе чӑрмавсем курни пулман — ҫакӑ та чи малтанах Турунов пултарулӑхӗнчен килет», — тесе ҫыратӑр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла каларӗ вӑл хӗрарӑм ҫинчен: «Арӑм тени пулмаллах ҫуртра. Вӑл ҫуккипе тахӑш япала вырӑнӗ пушӑ пек, хам вӑйпа туяннӑ темле япалана такам илсе тухса кайнӑ пек туйӑнать».

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алина Викторовна палӑртнӑ тӑрӑх, шыв ҫуккипе выльӑх та усрама пӑрахнӑ.

Help to translate

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Пуҫлӑхсем сӗт хакӗ чакни продукцине ыйтакан ҫуккипе, ҫакӑ рынокра вӑл кирлинчен ытлашши пулнипе ӑнлантарчӗҫ.

Help to translate

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Репетици ирттерме, пуҫтарӑнма вырӑн ҫуккипе «Чашма» ансамбль те саланнӑ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Йывӑр пулнӑ ҫав кӗрешӳ, ҫывӑхра ҫын таврашӗ ҫуккипе кам та пулин пулӑшасса шанма май килмен.

Help to translate

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кӑкӑрне аллипе тытса хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлаканскер хӑмӑр куҫне чӑл та чӑл ҫиҫтерсе йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхкаларӗ, кам ҫуккипе пуррине тӗрӗслерӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Асмантей самайланчӗ ӗнтӗ, Кӗлсулттан курӑкӗ пулӑшрӗ пулас, анчах вӑйӗ ҫуккипе аптӑрать-ха.

Help to translate

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗ ҫукки икӗ ҫул, Амӑшӗ йӑлӑхнӑ, Аса илсен — пӗр куҫҫӳл Ҫуккипе те хӑнӑхнӑ.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫимелли ҫуккипе Кирукпа Санюк кӑмпа татма ҫӳрерӗҫ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрман ҫуккипе ҫӑл-ҫырмасем те типеҫҫӗ, ҫумӑр та ҫук.

Help to translate

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мана кил-те хӑварма ҫын ҫуккипе Марине аппа хӑйпе шкула ҫӳретет.

Help to translate

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Халь ҫуккипе!

Help to translate

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed