Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуккипе (тĕпĕ: ҫукки) more information about the word form can be found here.
56. Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 57. вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ.

56. [Женщина] жившая у тебя в неге и роскоши, которая никогда ноги своей не ставила на землю по причине роскоши и изнеженности, будет безжалостным оком смотреть на мужа недра своего и на сына своего и на дочь свою 57. и не даст им последа, выходящего из среды ног ее, и детей, которых она родит; потому что она, при недостатке во всем, тайно будет есть их, в осаде и стеснении, в котором стеснит тебя враг твой в жилищах твоих.

Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова федераци шайӗнче ӗҫлекен тата ӗҫлемен ҫынсен пӗрлехи списокӗ ҫуккипе тӳрре тухма тӑнине йышӑнмарӗ, кун хыҫҫӑн министрӑн «йӗрке тӑвӑпӑр» темелли ҫеҫ юлчӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шуршура шыв управӗ ҫуккипе Смирнов хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗ ҫывӑхӗнче 50 тонна шыв кӗмелли пичке лартма палӑртнӑ.

Help to translate

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Тӗслӗхрен, хваттере тӗпрен юсамашкӑн укҫа тӳлесси пирки тӗплӗн пӗлтерекен ҫуккипе чылайӑшӗн иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуралать: тен, укҫине хывмалла мар?

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

РСОн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Дмитрий Ефимов палӑртнӑ ыйту, ахӑртнех, чи ҫивӗччисенчен пӗри пулчӗ: студентсем ку е вӑл квалификаци ҫуккипе лайӑх ӗҫлесе илме май паракан сӗнӳсенех йышӑнаймаҫҫӗ.

Help to translate

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed