Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах унӑн хуҫи пачах та хумханмасть тейӗн, куҫӗсем кӑна Горн ҫине виҫӗ аршӑн тӑршшӗнчен шӑтарасла, ҫивӗччӗн пӑхнӑн курӑнаҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Гент тӗм витӗр май килнӗ таран ҫивӗччӗн тинкерсе хирӗҫле ҫырана тӗпчет.Гент, сколько мог, осмотрел сквозь кусты противоположный берег.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Туйӑнать кӑна-и мана е чӑнах ҫапла-и — пӗлместӗп, анчах хуҫа сӑн-пичӗ чӗтревлӗ хӗртнӗ шуранкалӑхпа йӑлкӑшать, хӗрарӑм вара чикме ҫӗкленӗ ҫӗҫӗ евӗр ҫивӗччӗн те ҫӑмӑллӑн тытать хӑйне.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Аптӑраса ӳксе, — мӗншӗн тесен хӑйӗн инкекӗпе пӗр-пӗччен юлнине ҫивӗччӗн туять, — Давенант Галерана урамсенче шырама тухса кайрӗ; унӑн ҫӳллӗ кӳлепине унашкал ытти кӳлепе хушшинче тӗл пуласса шанать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сутуҫӑ шӑпине ылханса тарӑхрӗ; унӑн кисреннӗ ӑнӗшӗн халӗ чӗр чун ҫеҫ мар, пурте кӗҫенеҫҫӗ: вӑрман, тӳпе, ҫӗр, сывлӑш, вӑл — Ганэль — хӑй те, — лаша кӑшкӑравӗ ҫивӗччӗн янӑраса, чӗтресе, тертлӗн тухать, нихӑҫан та вӗҫленмессӗн туйӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Унра халӗ хӑрушлӑх туйӑмӗ ҫивӗччӗн сарӑлнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Ҫивӗччӗн куҫне хӗссе старик йывӑҫ мӑлатукне пӑрахрӗ, хӑрушшӑн кӑшкӑрчӗ — шухӑшсен кӗтмен тӑхтавне палӑртрӗ ахӑр ҫакӑ, виҫҫӗ авӑссах ҫыран хӗррине ишсе ҫитрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Пинкертонӑн урисенчен куҫӗсем патнелле пылак ыйхӑ сӑнчӑрӗ тыткӑнланса хӑпарчӗ; куҫӗсем ҫурма хупӑ, вӑл тарӑн кӳлӗсен ешӗллӗхне лекекен кӗрлевпе пӑшӑлтатӑва тӑнлать, асӑрханчӑк хулкка таврашӗнчи ҫивӗччӗн чӗтрекен шыв ункисене уҫӑмлӑн сӑнать; акӑ куҫӗсем вуҫех хупӑнчӗҫ.
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
— Йышӑнатӑп, — терӗ кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн Консейль; вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗн чечен ырӑ марлӑхӗ хушшинче пӗлесшӗн ҫуннине питех те чӗррӗн, ҫивӗччӗн туять.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Вест лару-тӑрӑва ҫивӗччӗн палӑртрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Пӑшӑрханакан Гелли хӑй нихӑҫан лексе-тӳссе курман лару-тӑру вӑйне ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче тепӗр хут ҫивӗччӗн туйрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Черетпе, лӑпкӑн матроссене куҫӗсенчен тинкерчӗ, тутисен хӗрринче пытанчӑк кулӑ ҫиҫни-ҫиҫменнине, боцман сӑнӗ мӑн кӑмӑллӑ хуҫкаланупа чӗтренни-чӗтренменнине, Сигбин куҫҫуль тухни-тухманнине ҫивӗччӗн сӑнарӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Матрос урӑхларах, хӑюллӑн, ҫивӗччӗн пӑхнине асӑрхасан капитан ӑнланчӗ: Ленур пӗтӗмпех пӗлет.Теперь по особенному, вызывающе напряженному взгляду матроса капитан понял, что Ленур все знает.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Ҫакна кӑна тепӗр хут ҫивӗччӗн тавҫӑрса илчӗ: унӑн ҫут тӗнчепе сывпуллашмалли самант ҫитнӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Камӑн, «пирӗн»? — ҫивӗччӗн ыйтрӗ Чебышев.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кудров ҫивӗччӗн: — Ничево, Климент Ефремович, турӑлла пурӑнатпӑр, — кам кама улталать…Кудров бойко ответил: — Ничего, Климент Ефремович, живем по-божьи — кто кого обманет…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Носович питӗ асӑрханса ларчӗ, туртма сӗннӗ Мускав пирусӗсене туртмарӗ, хӑйӗнчен ыйтнӑ сӑмахсене хирӗҫ типпӗн те татӑклӑн тавӑрса пычӗ; унтан ӑна Сталин ун ҫине темиҫе хутчен куҫайӗн хӑвӑрт та ҫивӗччӗн пӑхса илнӗ пек туйӑнчӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл мӗн тунине ҫивӗччӗн асӑрхаса тӑнӑ Носович, вара, ӑна пӗррехинче «пӗтӗм чунтан-вартан калаҫма» ирӗк ыйтнӑ.Зорко наблюдавший за ним Носович попросил разрешения поговорить «по душам».
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫын пурнӑҫӗнче хӑшпӗр чухне ак ҫакӑн пек минутсем пулаҫҫӗ: намӑса туйни — вилӗмрен хӑранинчен вӗҫӗмсӗр ҫивӗчрех пулать, ҫын хӑйӗн класс тӑшманне ҫав тери ҫивӗччӗн, вӑйлӑн, тем туса пӑрахас пек курайми пулать, вара унӑн хӑйӗн пӗччен пурнӑҫӗн кулленхи пӗтӗм интересӗсем йӑлтах пӗтсе лараҫҫӗ…
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫурӑма витӗрлекен каҫхи уҫӑ ҫиле, хырӑм айӗнчи ӑшӑ тӑпрана, ешӗл курӑк шӑршине тата ҫӑлтӑрсемпе кӑпӑшланнӑ кӗрен-кӑвак бархат тӗслӗ пӗлӗте те, ҫавӑн пекех ҫапӑҫу шавне те, пӑшалсемпе тупӑсем пенӗ чухне йӑлтлатса илекен ҫутта та, снарядсем чуна хӗссе ӳхӗрнине те, утлӑ ҫар пӗрехмай хыҫа пыра-пыра кӗнӗ пирки чакнӑ чухне шикленкеленине те — пурне те, пур япалана та Иван уйрӑмах ҫивӗччӗн, чун хавалне ҫӗклентерсе, тата хӑйӗн вӑйне, хӑйсем ҫӗнтерессине, пулас телейне ним иккӗленмесӗр ӗненсе йышӑна-йышӑна илнӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.