Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫеҫ the word is in our database.
ҫеҫ (тĕпĕ: ҫеҫ) more information about the word form can be found here.
Ҫакна ҫеҫ асра тытма ан манӑр: халь нимӗр тунӑ хура маска ҫеҫ мар, циркри пӗтӗм кӗрешекен ман тус кача пӳрнине тӑмаҫҫӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман пек калаҫсан чиперри ҫеҫ мар, мӑйракаллӑ ҫын та ӑнланать, — тет ҫеҫ хӗр.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Акӑ пире пуҫламӑш классенче вӗрентнӗ Анна Алексеевнӑпа Вера Егоровна пӗр-пӗрин хушшинче ҫеҫ мар, ялти ҫынсемпе те ырӑ кӑмӑллӑччӗ, пӗр-пӗрне ҫеҫ мар, ялти ҫынсене те сиксе тухнӑ ыйтупа пулӑшма хатӗрччӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эсӗ ҫеҫ мар, санӑн та пӗрремӗш ҫеҫ пулмӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Эсир ӑна хушма пултараймастӑр, вӑл мана ҫеҫ пӑхӑнать, — йӗкӗлтешсе калаҫрӗ Архипов, — мана ҫеҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сӗтел пуҫне тухса тӑнӑ Тамара унран тӑрӑхлама тытӑнчӗ: «Ну, халӗ ӗнтӗ, ҫаруран рыцарь, кала мана тӳррӗн, сана ҫеҫ юрататӑп, сана ҫеҫ курас килет, сана аса илсе ҫӗр ҫывӑраймастӑп тесе чӗркуҫленсе тупа ту, вара ӗненетӗп эс мана юратнине».

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн ҫеҫ ҫырмасемпе пӗчӗк юханшывсем хӗрринче пӗчӗк ҫеҫ ҫӑра вӑрмансем хӗсӗнкелесе лараҫҫӗ.

Только местами небольшие, но обычно густые лески жмутся к оврагам и речкам.

Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑлӑхах Завьялов ку вӑл хама хам ӗнентерни ҫеҫ, терӗ, ракета спутникӗ орбитӑна ҫеҫ илсе кӑларать, халь вӑл хӑй тӗллӗн, астронавтика саккунӗсене пӑхӑнса вӗҫет, нимӗнле ҫулӑм та пулма пултараймасть, терӗ.

Help to translate

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Полковник тӗлӗпе иртсе пынӑ чух ҫеҫ вӑл ӑна питӗ шӑппӑн тем каларӗ, ун сӑмаххисене Завьяловран икӗ утӑмра ҫеҫ пыракан Павлик та илтеймерӗ.

Help to translate

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тин ҫеҫ килсе кӗни Завьялова темиҫе самант питӗнчен пӑхать, вӗсем хӑҫан та пулин тӗл пулнипе пулманнине аса илме тӑрӑшать, унтан кӑшт ҫеҫ хул пуҫҫисене хускатса илет те: — Мӗнпе усӑллӑ пулма пултаратӑп?.. — тет.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара вӑл, хӑйӗн совеҫӗпе канашласа илес вырӑнне, кашнинчех «святцы» текен кӗнекене пӑхсан, ҫав кӗнеке вӗрентнӗ пек ҫеҫ туса пырсан, юлашкинчен чунсӑр чул юпа кӑна пулса тӑрать те, хӑйне те, ҫынсене те сиен кӳрет ҫеҫ.

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйне Завьялов халь ҫеҫ каласа панинче Симонюк хӑй курайман япалана — «тӑпӑлтатнине», Завьялов хӑйӗнчен никам та ыйтман ӗҫ тунине, ӑнланмалла мар туртӑм — пӑлханас, асапланас килекен туйӑм пуррине ҫеҫ курчӗ.

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манӑн адрес ҫеҫ пӗлес килет, ҫак ӳкерчӗке тунӑ хула, ял, учреждени ятне ҫеҫ.

Help to translate

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Вӑрах вӑхӑт пӑхассине социаллӑ пулӑшу пилот проектне кӗртиччен Уфара ҫеҫ, регион бюджечӗн шучӗпе ҫеҫ тивӗҫнӗ.

«До включения в пилот социальные услуги по долговременному уходу предоставлялись только в Уфе, и только за счет регионального бюджета.

Пушкӑрт Республикинче 800 ҫын тӳлевсӗр пулӑшу илме пултарать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3422779

Ман пӳлӗме ҫеҫ мар, иккӗмӗш пӳлӗмне те, — хӑйсем пӗр пӳлӗмӗнче ҫеҫ юлнӑ.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Чи юратнӑ усрав юррӑмсене, ҫывӑхран та ҫывӑх ҫын умӗнче ҫеҫ юрлама упраса усранӑскерсене, эсӗ ҫеҫ илтнӗ.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӗршыва кирлӗ пулсан — каймалла, усӑллӑ пултӑр ҫеҫ, часрах тӑшмана ҫӗнтерме пулӑштӑр ҫеҫ

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Самана хушши йывӑр пулнӑ пулсан та, мӑн ҫынсем хуйхӑ-суйхӑпа пусӑхнӑ пулсан та — хӗрача чӗрине ҫутҫанталӑк илемӗ те кӑтӑкланӑ, ӑнлансах ҫитме ҫук ӑрӑмлӑ япаласем те пулнӑ ҫӗр ҫинче уншӑн, хӳхӗм ӗмӗтсем те тин ҫеҫ сӑмсаланнӑ — пӗр ҫынсем ахлатни ҫеҫ чӗрене шар! ҫурнӑ, час та часах хаваслӑ кӑмӑла сирсе сӗвӗрӗлтернӗ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл, шӑпчӑк майлӑ юрлаканскер, пӗсехи хӗрлӗрех пулнипе ҫеҫ унран уйрӑлса тӑраканскер, шӑпчӑк юррин вӗҫӗнчи пӗр хӳхӗм кукрине ҫеҫ ҫавӑрса ҫитермесӗрех пӑрахса хӑварать.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӳлӗмре ура ҫинче тӑракан шурӑ кӗпеллӗ арҫын ача, янаххипе кӑшт ҫеҫ сӗрме купӑс хӗстерсе, хушӑран нота хутне уҫса хума ҫеҫ чарӑнкаласа, музыка шӑрантарать.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed