Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫеҫ the word is in our database.
ҫеҫ (тĕпĕ: ҫеҫ) more information about the word form can be found here.
Унӑн ыйхӑллӑ ӑспуҫӗнче кулленхи ахаль шухӑшсем мар, юмахри фантастикӑлла сӑнарсем ҫеҫ тӗтреллӗн ҫаврӑнчӗҫ; ҫавнашкал сӑнарсен пӗр лайӑх енӗ пур: вӗсем шухӑшлакан ҫынни тӑрӑшмасӑрах пуҫ мимине хӑйсем тӗллӗн ҫӑмӑллӑн пырса кӗреҫҫӗ те хӑйсем тӗллӗнех — пуҫа пӗрре лайӑхрах силле ҫеҫ — таҫта тухса кайса ҫухалаҫҫӗ; унпа ҫеҫ те мар, таврара мӗн пурри хӑех кулленхи ахаль япаласем ҫинчен шухӑшлама памасть.

Его сонный мозг совсем отказался от обыкновенных мыслей, туманился и удерживал одни только сказочные, фантастические образы, которые имеют то удобство, что как-то сами собой, без всяких хлопот со стороны думающего, зарождаются в мозгу и сами — стоит только хорошенько встряхнуть головой — исчезают бесследно; да и всё, что было кругом, не располагало к обыкновенным мыслям.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ӑна тулти япала ҫеҫ, тулти сӑлтав ҫеҫ ҫӗклет пулсан, вӑл час иртсе каять тата пурнӑҫӑн пӗр пӗчӗк енне ҫеҫ тивет.

Если оно возбуждается исключительно внешним предметом, внешним поводом, оно мимолетно и охватывает только одну свою частную сторону жизни.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун туйӑмӗ мана питӗ иленнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, мана вӑл тус вырӑнне хунӑ, унӑн вӑйлӑ туйӑмӗсем самантлӑха ҫеҫ, мана хӗрарӑм вырӑнне хурсан кӑна ҫиеле тухатчӗҫ; мана вӑл тус вырӑнне ҫеҫ хунӑ; туйӑмсем капланса килсен вара вӑл хӗрарӑм ҫеҫ шыранӑ: мана ун ҫав туйӑмӗсем тӗкӗнмен.

Его чувство ко мне было соединение очень сильной привязанности ко мне как другу с минутными порывами страсти ко мне как женщине; дружбу он имел лично ко мне, собственно ко мне, а эти порывы искали только женщины: ко мне, лично ко мне, они имели мало отношения.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку господасем хӑйсен арӑмӗсемпе ҫавнашкалах салхуллӑн е ҫӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ; Захар хӑй арӑмне хӗрарӑм вырӑнне ҫеҫ хурать пулсан, кусем вара арӑмӗсене чечек вырӑнне ҫеҫ, ӗҫлӗ-чӑрмавлӑ пурнӑҫран йӑпанмалли япала вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ…

Обходятся эти господа с женами так же мрачно или легко, едва удостоивают говорить, считая их так, если не за баб, как Захар, так за цветки, для развлечения от деловой, серьезной жизни…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Том каланӑ пек, час-часах акӑ ҫакӑн пек пулкаланӑран ҫеҫ вӗсем унта аппаланса пӑхрӗҫ: хӑшпӗр чухне пытарса хунӑ укҫа патне ҫитесси пӗр ултӑ дюйм ҫеҫ юлсан, ҫынсем алӑсене усса яраҫҫӗ, унтан вара тепӗр ҫын пырать те кӗреҫепе пӗрре ҫеҫ алтать — вара ӗҫе те пулать вӑл пӗтӗм ырлӑха хӑй илет.

Только из-за того, что, по словам Тома, бывали такие случаи, когда люди не дороются каких-нибудь шести дюймов, бросят клад, а потом придет кто-нибудь, копнет лопатой и выроет его.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шкул ачисенчен пӗр аслисем ҫеҫ хӑйсен билечӗсене пуҫтарса усранӑ, библи илесчӗ тесе, вӗсем ҫеҫ нумай вӑхӑт хушши тӑрӑшса вӗреннӗ, — ҫавӑнпа та ун пек парне парасси сайра хутра ҫеҫ пулкаланӑ, вӑл паллӑ тума тивӗҫлӗ япала пулнӑ.

Только старшие ученики умудрялись сохранить свои билетики и проскучать над зубрежкой достаточно долго, чтобы получить в подарок Библию, и потому выдача этой награды была редким и памятным событием; удачливый ученик в этот день играл такую важную и заметную роль, что сердце каждого школьника немедленно загоралось честолюбием, которого хватало иногда на целых две недели.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

8. Эй тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ чӑнни ҫинчен ҫеҫ, ултавсӑрри, тӗрӗсси, таси ҫинчен ҫеҫ, кӑмӑлли, чапли, ырри, мухтавли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлӑр.

8. Наконец, братия мои, что только истинно, что честно, что справедливо, что чисто, что любезно, что достославно, что только добродетель и похвала, о том помышляйте.

Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Вара Гедеон Турра каланӑ: мана ан ҫилленсемччӗ, эпӗ тата тепре ҫеҫ калам-и, тата тепре ҫеҫ ҫӑма сӑнаса пӑхам-и: ҫӑмӗ ҫеҫ типӗ юлтӑр, пӗтӗм ҫӗр ҫине сывлӑм ӳктӗр, тенӗ.

39. И сказал Гедеон Богу: не прогневайся на меня, если еще раз скажу и еще только однажды сделаю испытание над шерстью: пусть будет сухо на одной только шерсти, а на всей земле пусть будет роса.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Эпӗ ытахальтен ҫеҫ, хырӑм тирӗ кӗҫӗтсе илнипе ҫеҫ персе ятӑм апла.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унӑн кун-ҫулӗ ҫине фашистла Германие Ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ ҫул ҫеҫ, Тӗп ҫар архивӗнчи «Мемориал» даннӑйсен пӗрлешӳллӗ базинче интернет сетӗнче пичетленсе тухнӑ чухне ҫеҫ ҫутӑ тӑкма май килнӗ.

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

— Совет влаҫӗ тунӑ чухне рабочисемпе хресченсем ҫеҫ, пӗр чухӑнсем ҫеҫ ӗҫленӗ тетӗн-им?

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫул ҫинче шутланине йӑлтах халӑх умне кӑларса тӑратрӗ Ҫимун, Николай Дегтярев капитана хӑйӗн ывӑлӗсем курнине ҫеҫ сиктерсе хӑварчӗ, «Ӑна Марьене хӑйне ҫеҫ калӑп», — тесе шутларӗ, ывӑлӗсемпе мухтанать тесе калаҫасран хӑрарӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫула май ҫеҫ кӗтӗм, анне, ҫула май ҫеҫ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗн вӑйне пӗлес тесе, ытти арҫынсемпе вылякаласа ҫеҫ алхаснӑ пулсан, ҫан-ҫурӑма канӑҫ паракан пӗвене шӑрӑх ҫанталӑкра ҫеҫ чӑмса тухкаланӑ пулсан, халӗ шыва сикрӗ те куҫа курӑнман ҫыран еннелле каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ишет те ишет…

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле ҫеҫ сӑвӑсем ҫырмарӗ пулӗ вӑл Соньӑна халалласа, мӗнпе ҫеҫ танлаштармарӗ пулӗ хӑйӗн савнине?..

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уявсенче ҫеҫ сыпкаланӑ, ӑна та пулин арӑмӗ ярса пар-сан ҫеҫ, унсӑрӑн, ҫук тенипе ҫук, черккене чӗрнипе тӗкӗнмен.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тин ҫеҫ килнӗ Иванпа Галишӗн ҫеҫ мар, палатӑри ытти суранлӑ салтаксемшӗн те ҫакӑ кӗтмен хыпар пулчӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анӑҫран та, тухӑҫран та тавар пуйӑсӗсем ҫеҫ ирте-ирте кайрӗҫ, станцинче чарӑнса та тӑмарӗҫ, вӑшт та вашт ҫеҫ ирте-ирте кайрӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тинтерех ҫеҫ хӑйпе пӗрле Ӗнел общинин мулне ҫаратакан туй-йышӗ пуҫне чут ҫеҫ каялла пӑрса лартман.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулӑшу пама аллине тӑснӑ вырӑс хӗрарӑмне чут ҫеҫ таптаса вӗлерменнине илтсен, Микула чӗринче курайманлӑх ҫеҫ мар, Миххана тавӑрас ҫилӗ вӗресе хӑпарчӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed