Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрӗпе ҫывӑраймасӑр асапланчӗ Лена.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Асту, пӗркуннехи пек ҫӗрӗпе ху хыҫӑнтан ҫакӑн йышши «бациллӑна» сӗтӗрсе ҫӳресе, архиерей ҫурчӗ патне илсе пынӑ пек ан хӑтлан.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Агропромышленность комплексӗ - пӗтӗм ӗҫ-хӗл ял ҫӗрӗпе ҫыхӑннӑ пӗртен-пӗр отрасль, ҫавӑнпа та ялсенче пурӑнакансен тӳпине сыхласа хӑварасси пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, сӑмахран, ял территорийӗсене комплекслӑн аталантармалли программӑсен шучӗпе.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине фейерверк таврашӗ ҫӗрӗпе те шӑпланмасть вӗт!
Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html
Нил Ильич, ҫӗркаҫ ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм.
Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.
Иртнӗ каҫ ҫӗрӗпе канлӗ ҫывӑрайманскер, самантрах тӗлӗрсе кайрӗ.
Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.
Ҫӗрӗпе ӗҫленӗ пулин те, ывӑннине туймарӗ вӑл.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫӗрӗпе ахлатрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ӗмӗте вӗҫтерсе, чӗреме ҫӗклесе Илӗртетчӗ мана ҫӗрӗпе!
Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.
Романра Жомини баронӑн ҫӗрӗпе именине Михха сутӑн илни, унӑн хуҫийӗ пулса тӑни ҫинчен сӑмах пырать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ҫӗрӗпе йӗркеллӗ ҫывӑрман каҫсем те пулаҫҫӗ.
Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n
Ҫӗрӗпе тенӗ пекех ҫывӑрмарӗ вӑл: темле хаҫатсем, темле кӗнекесем вулакаласа ларчӗ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑранташпа туртса та паллӑ турӗ — Советра калаҫма хатӗрленчӗ.
Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мамич-Бердей вара вӑл каҫ ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ.
6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӗҫӗр ҫӗрӗпе ҫав лаша патне упаленчӗ вӑл, мӗскӗн, пӗрре куҫ хупмарӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Аманнӑ пӑлхавҫӑсем темиҫен пуҫтарӑнса вӑйлӑ вучах чӗртсе янӑ иккен, ҫӗрӗпе ҫав вучах умӗнче ларнӑ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кӗҫӗр эп ҫӗрӗпе ҫывӑрман.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Северьян та асӑрхарӗ, Эрнепин этем сӑнӗ ҫук, ҫӗрӗпе макӑрнӑран пулас, куҫ айӗсем шыҫса кайнӑ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпир те ҫӗрӗпе ҫывӑрман кӗҫӗр Акпарс мӑрсапа.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫитменнине тата, хуралҫӑсем ҫӗрӗпе: «Вӑранӑр! Утлӑ ҫар тапӑнса килет! Утлӑ ҫар килет!» — тесе кӑшкӑрса хӑратрӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫав каҫ ратниксемпе тӗкӗрҫӗсем ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗҫ, анчах тутарсене ниҫта та хӑйсен енне каҫармарӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.