Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла, 7. Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; 8. Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ; 9. еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсен выльӑх-чӗрлӗх питӗ йышлӑ пулнӑ; вӗсем Иазер ҫӗрӗпе Галаад ҫӗрӗ кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлине курнӑ; 2. вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пынӑ та Моисейпе Елеазар священника тата халӑх пуҫлӑхӗсене ҫапла тесе каланӑ: 3. Атароф, Дивон, Иазер, Нимра, Есевон, Елеале, Севам, Нево тата Веон — 4. ҫак ҫӗрсем, Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗ умӗнче ҫӗнтернӗ ҫӗрсем, кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлӑ, санӑн чурусен вара кӗтӳсем пур, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль халӑхӗ малалла кайнӑ, Овоф текен вырӑнта чарӑнса тӑнӑ; 11. Овофран тухса кайсассӑн, Ийе-Аварим текен вырӑнта, Моав тӗлӗнче хӗвелтухӑҫ енче выртакан пушхирте чарӑнса тӑнӑ; 12. унтан кайсассӑн, Заред айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ; 13. унтан тапранса тухсассӑн, пушхирте, Моав чикки шутланакан, Моав ҫӗрӗпе аморрей ҫӗрӗ хушшинче юхса выртакан Арнон шывӗ хӗрринче, аморрей ҫӗрӗн тулашӗнче юхакан тӗлте, чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Халӑх тӑнӑ та ҫав кун кунӗпе, ҫӗрӗпе, тепӗр кун та кунӗпех путене пуҫтарнӑ; сахал пухаканӗ те вунӑ хомер пуҫтарнӑ; ӑна вӗсем хӑйсем валли тапӑр тавра купаласа хунӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑшӑн ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнмалла; ӗмӗрӗпе сыпӑкран сыпӑка пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнтӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вут пуленки пек пӗчӗкскерсене шелленипе ҫӗрӗпе макӑра-макӑра йӑтса ҫӳреттӗм.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4