Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ӳксе пуҫҫапатӑп, Санӑн ырӑлӑхушӑн, Эсӗ шанчӑклӑ пулнӑшӑн Санӑн ятна аслӑлатӑп: Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна Хӑвӑн пур ятунтан та ытларах чапа кӑлартӑн.
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ; 5. кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ; 6. унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ; 7. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ; 8. хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Санӑн Ҫуртна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе кӗрӗп, Сана мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗп: 14. хам асапланнӑ вӑхӑтра эпӗ ҫапла тума пулнӑччӗ, чӗлхем ҫапла тума сӑмах панӑччӗ.
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑн ҫуттупа Хӑвӑн чӑнлӑхна ярсамччӗ; мана ҫавсем ертсе кайччӑр, Санӑн сӑваплӑ тӑву ҫине, Санӑн Ҫуртна илсе ҫитерччӗр.3. Пошли свет Твой и истину Твою; да ведут они меня и приведут на святую гору Твою и в обители Твои.
Пс 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫа! эпӗ Санӑн Ҫуртна, Санӑн мухтавлӑху тӑракан вырӑна юрататӑп.8. Господи! возлюбил я обитель дома Твоего и место жилища славы Твоей.
Пс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн иксӗлми ырӑлӑхун тивлечӗпе эпӗ Санӑн керменне кӗрӗп, Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна Санран хӑраса пуҫҫапӑп.8. А я, по множеству милости Твоей, войду в дом Твой, поклонюсь святому храму Твоему в страхе Твоем.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, 13. ҫакӑн пек тусамччӗ: манӑн сӑмахӑм, манӑн чеелӗхӗм Санӑн халална хирӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна, Сион ҫӳллӗшне тата Санӑн ывӑлусен еткер ҫуртне хирӗҫ тискер ӗҫ тума шухӑш тытнисемшӗн суран та хӗн-асап пулччӑр.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн яту — Ҫӳлхуҫа; вӗсен тӗрекне Хӑвӑн хӑватупа аркатсамччӗ, вӗсен вӑйне Хӑвӑн ҫиллӳпе пӗтерсемччӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Санӑн таса Ҫуртна ирсӗрлетме, Санӑн чапун ячӗпе хисепленекен тӑнӑҫлӑ халӑха мӑшкӑл кӑтартма, Сана парне паракан вырӑнӑн мӑйракине ҫӗмӗрме шут тытнӑ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир Санӑн Ҫуртна, Санӑн сӑваплӑ яту ячӗпе лартакан Ҫуртна, тумашкӑн хатӗрленӗ ҫак пысӑк пурлӑх пӗтӗмпех Санӑн аллунтан килнӗ, пӗтӗмпех Санӑн вӑл.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара хапха умне пухӑннӑ халӑх та, аслӑ ҫынсем те каланӑ: эпир — кӳнтеленсем; санӑн ҫуртна кӗрекен арӑмна Ҫӳлхуҫа Рахильпе Лийӑна тивлет панӑ пек тивлетлӗ тутӑр: вӗсенчен Израиль халӑхӗ ӗрчесе кайнӑ; Ефрафӑра пуянлӑх туп, Вифлеемре яту чаплӑ пултӑр; 12. Ҫӳлхуҫа панипелен ҫак ҫамрӑк арӑм ҫуратас вӑрлӑхран санӑн килӳ Фамарь Иудӑна ҫуратса панӑ Фарес килӗ пек ӗрчевлӗ пултӑр.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те вӑл сана хӑйне сан патӑнта лайӑх пулнӑран: «каймастӑп эпӗ сан патӑнтан: эпӗ сана та, сан ҫуртна та юрататӑп» тесессӗн, 17. эсӗ аллуна атпӑри ил те унӑн хӑлхине алӑк ҫумне чиксе шӑтар; вара вӑл ӗмӗрех санӑн чуру пулса юлӗ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп; 3. ҫырмара шапа вӗрӗлтетӗ, вӗсем тухӗҫ те санӑн ҫуртна та, эсӗ ҫывӑракан пӳлӗме те кӗрӗҫ, вырӑну ҫине те хӑпарӗҫ, санӑн чурусен, санӑн халӑхун ҫурчӗсене те, санӑн кӑмакусене те, санӑн кӑвас чӗресӳсене те кӗрсе тулӗҫ, 4. сан ҫине, санӑн халӑху ҫине, санӑн пӗтӗм чуру ҫине шапасем улӑхӗҫ, тет, те.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.