Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яш the word is in our database.
яш (тĕпĕ: яш) more information about the word form can be found here.
Яш ӗмӗр пӗрре килет.

Help to translate

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Ку хутӗнче ӗҫрен ҫитрӗм те кулкаласа: — Яш ӗмӗр пӗрре килет, — персе ятӑм хӑй каланӑ сӑмахсенех.

Help to translate

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Яш ӗмӗр пӗрре килет!

Help to translate

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

— Ҫитет Йӑван йӑванса, ӗҫле ҫанна тавӑрса — вӑй хумалла яш чухне.

Help to translate

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен, вӗсем кӑҫалхи парка ӳснӗ ешӗл, черчен курӑка пӗтӗм чун-чӗре хаярлӑхӗпе таптаса чӑшкама, ишме пуҫларӗҫ, яш, ачаш витӗмлӗ хӑва хуллисене авса, хуҫса лапчӑтрӗҫ, сӳсленчӗк мунчалантарчӗҫ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗнтӗ хӑй мӗнле танатана лекнине пӗтӗмпех ӑнкарса илнӗ яш ар инкекрен хӑтӑлма ним тума пӗлмесӗр, куҫне Турӑран уйӑрмасӑр чунтан-вартан, хурахлатсах юншахлама, тилмӗрме пуҫларӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӑмах ҫине тенӗ пекех пӳлӗме Гаврилов Андрей, вунҫичӗ ҫулхи яш, кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах мучи яш ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхрӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Каснӑ-лартнӑ хӑй сӑввинчи янкӑс яш пек.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Яш ӗмӗр — ахаль пурӑнса ирттернӗ кунсем мар, ӗмӗр асӑнмалӑх чӗре тӗпӗнче юлнӑ телейлӗ кунсем иккен.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл унта тӑнине каччӑ пӗтӗм яш чун сисӗмӗпе туятчӗ, хӑйӗн савнӑ тусне аякранах палласа илетчӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ ӗлӗк, яш чухне, Кӑрмӑша ҫуран кайса килеттӗм — ҫул ҫинче пӗрре те ларса канман.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӗ пӗр-икӗ ҫул, колхозниксене пенси памалла тунӑ хыҫҫӑн, ӗҫлеме те яш ҫын пек ӗҫлет.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Вӑрҫа каяканӗ, яш каччӑ, катаччи чупнӑ евӗрлех, тур лаша кӳлнӗ, пӗккине тутӑрсемпе илемлетсе пӗтернӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫапах та ыттисенчен вӑл хут пӗлнипе, хӑйӗн тавра курӑмӗпе, пултарулӑхӗпе яш чухнех палӑрса тӑрать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Шӑп ҫавӑн пек йӗркеллӗ тытмалла хӗр ачан яш каччӑпа ларнӑ чухне.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялти йӗпе сӑмсасем ӑна мӑн кӑмӑллӑ теҫҫӗ (кунашкал сӑмах та кӗнӗ ун хӑлхине), пӗве кӗнӗ яш ҫын вӑййа тухмасть имӗш, хӑйӗн тантӑшӗсемпе хутшӑнмасть.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм чарнине пӑхмасӑр вӑл айпӑлта илсе яш ҫынла вӑрмана чупрӗ, унтан темиҫе ҫамрӑк юман касса тухрӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Сӑнӗ-сӑнӗ, — шухӑшларӗ ашшӗ, — йӑлт хам яш чухнехи пек.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed