Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яш the word is in our database.
яш (тĕпĕ: яш) more information about the word form can be found here.
Ӳсе-ӳсе, ҫӗршер ҫул тӑпра сӗткенне ӗмсе пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑрса ҫитрӗн-тек, йывӑҫ, пурнӑҫ ҫилне кӗлту, хӑвӑртрах тӳнтерсе яма ыйт, мӗншӗн тесен яш хунав ӳсес вырӑна кӑлӑх йышӑнни — чи пысӑк тӗрӗсмарлӑх.

Help to translate

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Прожекторсен ҫутинче тин кӑна ҫунӑ юр пек шуррӑн курӑнакан ракета, яш ҫӗкленсе, сывлӑшра ҫеккунтан темиҫе пайӗ чухлӗ асар та писер ҫатӑртатса тӑрать, кайран, хӑйне аялтан темле асамлӑ вӑй пырса тапнӑн, ярр хӑпарса каять тӳпенелле.

Help to translate

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Яш ҫын чӗрине темле тимӗр хӗскӗч пӑчӑртаса ыраттарать.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хамаръялов, тӑххӑрти ачана яш! ҫӗклесе, ямшӑк вырӑнне лартрӗ; Яшманов председатель кӑкарнӑ лаша чӗлпӗрне вӗҫертсе майларӗ.

Help to translate

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрмана ҫитсен, сывлайми пулнипе, Шӑнкӑрч яш хурӑн вулличчен тытса тӑрать пӗр хушӑ, сывлӑш ҫавӑрса ярсан, тухса ӳкмен-ши тенӗн, пӑшалне хуҫса пӑхать.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Мӗн? — Кулинейккӑн икӗ куҫ-ахахӗ, аппӑшӗсемпе пиччӗшӗн ҫыххинчен вӑхӑтлӑха татӑлса, ҫӳлелле яш ҫӗкленет.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Яш ача явапне ӑнланса кӑтартусем панӑ, Интернет сетӗнчи анлӑ вырӑнсенче ӗҫ тупни ҫинчен каласа панӑ.

Юноша дал признательные показания и рассказал, что подработку нашел на просторах сети Интернет.

Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627

Анчах телей патне ҫитеймеҫҫӗ, яш ӗмӗре ҫеҫ сая яраҫҫӗ…

Help to translate

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

«Хӑш чухне пӗр вӑтӑр метр малта вӗсен умӗнче утатӑп (хама кӑтартас килет-ҫке), хӑш чухне, сурӑх кӗтӗвӗнчи ҫамрӑк така пек, хыҫӗнчен лӗпӗстететӗп», – тет яш.

Help to translate

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Анчах ман ӑша ют ҫын кӗрсе ларнӑ, тейӗн, аллӑма каялла яш турттарчӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

14 ҫулта этеме паспорт параҫҫӗ, вӗсем «17 ҫулхи яш ӗмӗрӗ килсе ҫитрӗ пулмалла» тесе юрлаҫҫӗ.

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Чӑрсӑртарах ирттернӗ яш ҫулӗсем асӑмра акӑ…

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Билет касси патне яш каччӑ темиҫе хутчен те тухса ҫӳрекелерӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Кеша ятлӑ яш каччӑна ҫур Шупашкар пӗлет.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӑйӗн ҫӑмӑл мар пурнӑҫне кура яш каччӑ ку ӗҫе пӑрахас тесе шутланисем те пулнӑ, амӑшӗ умӗнчи яваплӑх ҫеҫ тытса чарнӑ ӑна.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Яш ҫын ҫӑварне шыв сыпнӑн пӗр сӑмах чӗнмесӗр, хӑйма «вӑрланӑшӑн» ятланӑ кушак алӑк уҫсанах сак айӗнчен тулалла вирхӗннӗн хӑвӑрт тухса кайрӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗр каччӑна ӑшшӑн тав туса ун ҫине: «Маначчӗ ҫак маттур яш» — тесе пӑхрӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Акӑ пӗр яш унӑн йывӑр сумкисене илчӗ те вырӑна ҫитсен вӗсене салона йӑтса кӗрсех пачӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӗҫӗнни, Унтри, маттур та ӗҫчен яш пулса ӳснӗ, урам урлӑ пурӑнакан Петӗр хӗрӗпе, Санькапа, пӗрлешнӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Унтах Хыҫалти урамри Кӗркури, кӗркунне салтак ячӗ тухакан яш, пӑрусем пӑхатчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed