Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Хам пыриччен, аякран та пулин, ҫакна ҫырса ярас терӗм: сирӗн пата пырсассӑн Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкӗмпе хаяр пулмалла ан пултӑрччӗ манӑн, ҫав ирӗке мана ӗҫе пӑсма паман, ӗҫе туса ҫитермешкӗн панӑ.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа сирӗн пата эпӗ тӑвансене ярас терӗм: вӗсем сирӗн пата манран маларах ҫитчӗр те эсир унчченех ырӑ сунса пама пулнине хатӗрлесе хума пулӑшчӑр, вара вӑл хырҫӑ евӗрлӗ пулмӗ, ырӑ сунса панӑ парне пек пулӗ терӗм.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй савнӑ тӑванӑмсем! манӑн сирӗн пата пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен темӗн тӗрлӗ ҫырса ярас кӑмӑлӑм пур, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сире сӑваплӑ ҫынсене пӗрре ӗмӗрлӗхе панӑ тӗншӗн тӑрӑшма кирли ҫинчен ӳкӗтлесе ҫырса ярасах терӗм.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем патне ҫыру ҫырса ярас: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, аскӑнлӑхран, пӑвса вӗлернинчен, юн ҫиесрен сыхланччӑр, тата хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр: 21. Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтанпах кашни хуларах пур, ӑна синагогӑсенче шӑматкунсерен вулаҫҫӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вӗсене каланӑ: каласан та эсир ӗненес ҫук, 68. хӑвӑртан ыйтсан та — эсир Мана хуравласа калас ҫук, Мана ярас та ҫук; 69. кунтан малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Тул ҫутӑлсан Вӑл унтан тухса ҫын ҫук вырӑна кайнӑ; халӑх Ӑна шыранӑ; тупсассӑн, вӗсем Ӑна хӑйсен патӗнчен ярас мар тесе, чарса тӑнӑ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли вӗсен нимӗн те ҫук; ҫул ҫинче халтан каясран Манӑн вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест, тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ ҫын пулнӑ; вӑл, Марийӑн ятне ярас мар тесе, ӑна вӑрттӑн уйӑрса ярасшӑн пулнӑ.19. Иосиф же муж Ее, будучи праведен и не желая огласить Ее, хотел тайно отпустить Ее.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫуратакан хӗрарӑм ыратнине часрах ирттерсе ярас тесе ҫуратма васканӑ пек, ҫав вырӑн та хӑйне пуҫламӑшӗнчех шанса панине каялла пама васкать.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пирӗн хамӑр чунӑмӑра пусарма алӑра сӑваплӑ кӗнекесем пуррипе пире ҫав ҫыру кирлех те мар пулин те, 10. сирӗнтен сивӗнсе пурӑнас мар тесе, тӑванлӑхпа туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе ямашкӑн сирӗн патӑра ҫак ҫырӑва ярас терӗмӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир пирӗн патӑмӑра ҫырса янӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана ҫапла каларӗ: ҫав мӑйракасем Иудӑна салатса тӑкнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ никам та пуҫне ҫӗклеймест; кусем вара вӗсене хӑратма, хӑйсен мӑйракипе Иудӑна салатса ярас тесе ҫӗкленӗ халӑхсен мӑйракисене ҫапса хуҫма килчӗҫ, терӗ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара вӑл Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ҫапла пуласса хам ҫуралнӑ ҫӗршывра чухнех каламанччӗ-и эпӗ? Ҫавна пулах эпӗ Фарсиса тартӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ те нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ пулнине, Ху ярас тенӗ асапшӑн пӑшӑрханассине пӗлнӗ эпӗ.
Иона 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Турӑ калать: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫине выҫлӑх ярас кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ, ҫакӑ вӑл ҫӑкӑрсӑр выҫӑхни е шывсӑр антӑхни мар, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене илтесшӗн антӑхни пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир тавӑрнине Эпӗ кӗҫех тата ҫӑмӑллӑнах хӑвӑр пуҫӑр ҫине ҫавӑрӑп, 5. мӗншӗн тесен эсир Манӑн кӗмӗлӗме, Манӑн ылтӑнӑма илтӗр, Манӑн чи лайӑх хаклӑ япаламсене хӑвӑр туррӑрсен кӗлеткин ҫурчӗсене кӗртсе хутӑр; 6. Иуда ывӑлӗсемпе Иерусалим ывӑлӗсене, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен кӑларса ярас тесе, эллинсен ывӑлӗсене сутрӑр.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑнпа Эпӗ ун патне сӑрӑхтаракансене ярас кунсем ҫитеҫҫӗ, вӗсем пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре юхтарӗҫ те унӑн савӑчӗсене пушатӗҫ, кӑкшӑмӗсене ҫапса ҫӗмӗрӗҫ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен 17. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп; 18. вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп; 19. Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патша чӗри Ҫӳлхуҫа аллинче юхӑм шыв пек: ӑҫталла ярас тет — Вӑл ӑна ҫавӑнталла ярать.1. Сердце царя - в руке Господа, как потоки вод: куда захочет, Он направляет его.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл вара вӗсем ҫине аллине ҫӗкленӗ: вӗсене пушхиртех пӗтерес, 27. вӗсен йӑхне халӑхсем хушшине сапалас, вӗсене тӗрлӗ ҫӗре салатса ярас тенӗ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Усал ӗҫ тӑвакансем, мана хирӗҫ тӑракансем, манӑн тӑшманӑмсем ӳтӗме ҫисе ярас тесе мана тапӑнсассӑн хӑйсемех такӑнса ӳксе пӗтӗҫ.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сана пӗлтерес, вӗсен пуҫлӑхӗсем ҫинчен сан патна ҫырса ярас тесе ҫапла ыйтрӑмӑр эпир вӗсенчен, ертсе пыраканӗсен ячӗсене ҫырса пама каларӑмӑр.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.