Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лена темӗншӗн ҫапӑҫу пыракан ҫӗрелле — кашни кун пӗчӗк ялавсене вырӑнтан вырӑна куҫарма тивнӗ хӗвеланӑҫнелле мар, нимӗнле ялавсем пулман, сарӑ тӗклӗ лӗпӗш хурчӗ евӗрлӗ тӑсӑлса выртакан Урал тӑвӗсем еннелле — хӗвелтухӑҫнелле тинкерсе пӑхать.
Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ваҫҫӑна пӗчӗкҫӗ ялавсене ҫакма хушрӗ те, хӑй вуннӑмӗш класри ачасемпе пӗрле ёлка ҫине электричество ҫути кӗртме кайрӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ялавсене ҫакма ӑна хушнӑ пулнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ялавсене (салтак чаҫӗсен е пӗр-пӗр организацин ялавне), пуҫ кӑшӑлӗсене, наградӑсене катафалк умӗнче йӑтса пыраҫҫӗ.Знамена (воинской части или организации), венки и награды несут перед катафалком.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
— Вӑл телейлӗ, Сталинпа пӗрле пырать! — ӑмсанса пӑхрӗҫ ун ҫине ачасем, ялавсене сарлакарах сарма, пӗр харӑс утса пыма тӑрӑшса.
36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ӑна вӑл никама та парасшӑн пулмарӗ, ачасене, ача-пӑчалла тавлашса: — Эпӗ хам… Эсир ялавсем ҫӗклесе пырӑр. Ялавсене ытларах, ытларах сарса ярӑр, вӗсем сарлака лента пек илмлӗ курӑнччӑр! — хушрӗ вӑл, вӗсем еннелле куктӗрриллӗ пичӗпе ҫаврӑнса.
36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫурҫӗр Двина таврашӗнчи юр хӗвсе кайнӑ анлӑхра ялан вӗрекен ҫил ялавсене вӗлкӗштерет.Они развевались, подхлестываемые вечным ветром с огромных заснеженных просторов Северной Двины.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Эсир совет пӑрахучӗсем ҫинчи ялавсене мӗншӗн улӑштартӑр?
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Терраса ҫинче пит те хӗпӗртесе кайнӑ пушкӑрт хӗрӗ Эмине ҫынсен хулпуҫҫийӗсем тӑрӑх маччана ҫитичченех тенӗ пек темиҫе хутчен те ҫӳлелле сиксе, пурҫӑн ялавсене аяккалла саркаласа ярса, савӑнӑҫлӑ пит хытӑ кӑшкӑрать:
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Авӑрлӑр тупӑсене, туртса кӑларӑр хӗҫӗрсене, сарса ярӑр хамӑрӑн буржуйсен ялавӗсене, мӗншӗн тесен илтетӗп эпӗ: пирӗн сигналҫӑсем хӑрушӑлӑх ҫывхарнине систерсе сигнал параҫҫӗ, пирӗннисем ялавсене вӗҫтереҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хӗрлӗ тӗс кашкӑрсене хӑратать, хӑмаҫ шӑрши вӗсен сехрисене хӑпартать, тата ҫил вӑрман тӑрӑх чупса кайса, ҫав ялавсене вӗлкӗштерсен, вӗсене уйрӑмӑнах хӑрушӑ пулать.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
— Пӗлетӗп ӗнтӗ — терӗм эпӗ, — пӗрре ҫеҫ мар хӑрушлӑхра пулнӑ ватӑ тискер кайӑксем ялавсем айӗнчен тухни те пулать, анчах ун пеккисем сахал, нумайӑшӗ, пуринчен ытла ҫамрӑккисем, ялавсене курман та.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
«Хӑш станица капла кая юлнӑ-ши?» — шухӑшларӗ Сергей, ялавсене, ҫул хӗррипе утакан, ҫуна ҫинче ларса пыракан ҫынсене курсан.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Машинӑсем мӗнле вырӑнтине те Вальӑнах пӗлтер, вӑл карттӑ ҫинчи пӗчӗк ялавсене куҫарса ларттӑр…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫил пур ҫӗрте те ялавсене варкӑштарать, аслӑ плошадьсенчи юра ҫавӑрттарса вӗҫтерет, хулари мӗнпур тӑвӑр урамсене юр тултарать.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кивӗ Карантинри шурӑ ҫуртсем ҫинчи хӗп-хӗрлӗ ялавсене ҫил вӑркӑштарать.А над белыми домиками Старого Карантина ветер трепал яркие алые флаги.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурҫӑн ялавсене кӗмӗл укапа арӑслансем ӳкере-ӳкере тӗрлерӗҫ, — арӑсланӗсем те вара мӗкӗрсе яманни кӑна; пӑлхавҫӑсен вӗҫкӗн тумӗ, пуп таврашӗн йӑлтӑр-ялтӑр ризисем, вӗсен хӗресӗсемпе хоругвийӗсем — пулас ҫапӑҫӑвӑн декорациллӗ курӑмӗ пулса тӑчӗ.
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла кун иртет, каҫпа ялавсене илеҫҫӗ, хапхасене питӗрсе хураҫҫӗ.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Алеша сигнал ешчӗкӗнчен ҫав самантра кирлӗ ялавсене пӗрин хыҫҫӑн теприне хӑвӑрт кӑларса ӗлкӗрме тӑрӑшрӗ.Алеша старался быстро подобрать нужные флажки, вынимая их из сигнального ящика.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хама чӗнтернӗ следователӗн пӳлӗмне те тупрӑм эпӗ — алӑкӗ ҫинче асран каймалла мар хушаматне кӑтартнӑ: Веселый, имӗш — ытла иртерех ҫитнине кура, приемнӑйрах ҫакӑнса тӑракан карттӑ ҫине тирнӗ пӗчӗк ялавсене куҫара-куҫара лартрӑм.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951