Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха, 5. эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 6. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать.28. Так должны мужья любить своих жен, как свои тела: любящий свою жену любит самого себя.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр: хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисуса Христос тесе ӗненекен кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Ҫуратаканнине юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ пире ҫапла юратать пулсассӑн, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.если так возлюбил нас Бог, то и мы должны любить друг друга.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать: пире Турӑ ачисем тесе ят панӑ, эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем.1. Смотрите, какую любовь дал нам Отец, чтобы нам называться и быть детьми Божиими.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл ҫапла хытӑ юратнӑран унӑн нумай ҫылӑхӗ каҫарӑнать; камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Этем Ывӑлӗ килчӗ, ӗҫет те, ҫиет те; «Ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тетӗр.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Лешӗсем, Иисус патне пырсан, Ӑна питех те йӑлӑнса каланӑ: вӑл — Санӑн ырӑлӑхна курма тивӗҫлӗ ҫын: 5. вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Этем Ывӑлӗ килчӗ — ӗҫет те, ҫиет те; «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» теҫҫӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Кам хӑй ашшӗне е амӑшне Манран ытларах юратать, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар; кам ывӑлне е хӗрне Манран ытларах юратать, ҫавӑ та Мана тивӗҫлӗ мар; 38. кам хӑй хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӗмӗрех ҫилленсе тӑмасть, мӗншӗн тесен хӗрхенме юратать.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ханаан ҫынни хӑйӗн аллинчи тӗрӗс мар тарасипе ҫынна кӳрентерме юратать; 8. Ефрем те ҫапла калать: «ҫапах та эпӗ пуйса кайрӑм; хам валли пурлӑх пухса тултартӑм; апла пулин те манӑн пӗтӗм ӗҫӗмре саккуна хирӗҫли, ҫылӑх шутне кӗрекенни, нимӗн те тупаймӗҫ» тет.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫак ҫӗр ҫинче тискер те хӑрушӑ ӗҫ пулса пырать: 31. пророксем суя сӑмах пӗлтереҫҫӗ, вӗсем пулӑшнипе священниксем хуҫаланаҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм вара ҫакна юратать.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кам хӑй ывӑлне юратать, ҫавӑ, кайран савӑнас тесессӗн, ӑна тӑтӑшах ҫаптартӑр.1. Кто любит своего сына, тот пусть чаще наказывает его, чтобы впоследствии утешаться им.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кирек мӗнле чӗрчун та харпӑр хӑй йышшине юратать, этем те ҫавнашкал — хӑй евӗрлине савать.19. Всякое животное любит подобное себе, и всякий человек - ближнего своего.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хӑйӗн чыслӑхне Турӑпа хутшӑннӑран чапа кӑларать, пуринӗн те Патши ӑна юратать: 4. вӑл — Турӑ ӑсӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлекенӗ, Унӑн ӗҫӗсене суйласа илекенӗ.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.