Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратакан (тĕпĕ: юрат) more information about the word form can be found here.
Хытӑ питлерӗҫ калаҫакансем коллектив харпӑрлӑхне хапсӑнма юратакан ятсӑр ҫынсене.

Help to translate

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Килӗнче либералла сӑмахсемпе выляма юратакан Александр атте ывӑлне «турӑ саккунӗсемпе» ытлашши хӗсӗрлемерӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шумилов ҫемйи те ӑна кӑмӑллать пулас, анчах пулас кӗрӳ ӗҫме юратакан вӑрман хуҫине хӑйӗн хыткукарлӑхӗпе тарӑхтарать.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑшша юратакан культурӑ чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чиперех хӗл каҫрӗ, авӑ, мӗнле тикӗс шӑтса тухрӗ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шӳтлесе те йӗплесе калаҫма юратакан тусӑм умӗнче эпӗ Пӑрчкан пирки нимӗн те шарламарӑм, ӑна манма тӑрӑшрӑм.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ташши куккук хӑйӗн ҫӑмартине пӑрчкан пусса кӑларнине, янттине ҫеҫ юратакан куккук, нимӗнле чӑрмава пӗлмесӗр, йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ярӑнса вӗҫсе ҫӳренине, юлашкинчен хӑйӗн чӗпписене ют йӑваран вӑрлама тӑнине, ӑна ҫивӗч пӑрчкан хӑваласа янине кӑтартатчӗ пулас.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫывӑрма выртиччен хай юратакан орденлӑ, значоклӑ кительне тасатса ҫакрӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫул ҫинче хам юратакан йывӑҫсемпе калаҫкаласа утатӑп.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Вӑрманне те, уй-хирне те чунтанах юратакан Микула Илюшӗ, — паллаштарчӗ иккӗмӗшӗ, манӑн алӑ пӳрнисене пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑничченех чӑмӑртаса.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чи малтан яштака пӳллӗ каччӑ: — Мана икӗ хут Иван тесе чӗнеҫҫӗ. Пӗчӗкрен ҫак вӑрмана «саплама» юратакан, ялти клуб «пуҫлӑхӗ», — терӗ, астармӑш хӗрарӑм пек хуҫкаланса.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пурна киле вӑрмана чунтанах юратакан, шеллекен пултӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Билету пур-и? — тӗпчет самаях палкама юратакан проводник.

Help to translate

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Тумланма юратакан Люся ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ платье, туфли туянасшӑн ҫунчӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Николай Иванович ҫак шуйланарах калаҫма юратакан шофер ҫине — ыра арӑмпа ыр курса пурӑнакан ырӑ чунлӑ Павел Семенович ҫине, пӑхса пычӗ-пычӗ те ассӑн сывласа илчӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Юратакан арҫын ытамӗнче пулма ытла та ырӑ ҫав.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри ҫав-ҫавах юратакан каччи патне туртӑнчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри ҫеҫ ҫав-ҫавах парӑнасшӑн пулмарӗ, юратакан хӗрне ҫӑлма хистерӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Текех вара ашшӗ-амӑшӗ килне, юратакан каччи патне те таврӑнма ҫук.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ман юратакан йӑмӑкӑм вӗт.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed