Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытах та турӑ этеме хӑйӗн сӑнарлӑ, хӑйӗн евӗрлӗ тунӑ тетпӗр пулсан, этем те влаҫа хапсӑнать…А как человек создан по образу, сказано, и по подобию его, то человек власти хочет…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тертленсе ӗҫленӗ чух этеме ҫылӑха кӗме вӑхӑт ҫук, машина пулсан — ирӗк! — Ирӗкпе пӗтет этем, хӗвел ҫине тухнӑ ҫӗр хурчӗ пек пӗтет…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурнӑҫ вӑл — этем, этемрен пуҫне урӑх нимӗнле пурнӑҫ та ҫук…
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Этем вӑл этемшӗн кашкӑр вырӑнӗнче.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Этем йӗрӗ, анчах этемӗ утса мар, тӑватӑ уран упаленсе пынӑ.Это был след другого человека, который не шел, а тащился на четвереньках.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Этем ҫӗнсе илнӗ вӑй халӗ — этеме хирӗҫле.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл проповедь каласа хӑтланмасть, мӗнпур этем йӑхӗшӗн, чӑнах та, пӗтӗм чунтан та тӳррӗн кӗлтӑвать; этемӗн мӗскӗн пурӑнӑҫӗнчи мӗнпур хуйхи-суйхисем ҫинчен тӳррӗн, ҫын илтмелле шухӑшлать.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Этемсем пӗр-пӗрне мӗншӗн хӗнесе, пусса хӑтланаҫҫӗ, ҫавӑнтан пуринчен те, ылттӑнтан, кӗмӗлтен тата кирек мӗнле пурлӑхран та хӑтӑл, этем вӑл ҫӗрсе пӗтекен, ирсӗр япала!
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Иккӗрен пӗри: е этемре чӑнах та япӑххи лайӑххинчен ытларах, е этем лайӑха мар, япӑха ытларах хапӑл туса йышӑнать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пысӑк вӗсем, этем евӗрлӗрех, анчах этемрен ҫӳллӗрех.Огромные, выше человеческого роста, отдаленно напоминавшие фигуры людей.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл этемре этем туйӑмӗсене вӑратма пултаратчӗ.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Этем кӑкӑрӗ — хӑйне кура ҫирӗп япала Дульник, — терӗ Балабан йӑвашшӑн куларах, — кӑкӑр хӑй вырӑнӗнче этемӗн ӳт илсе пулнӑ питлӗхӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кӗнеке — этем тусӗ, мӗншӗн тесен кӗнеке этеме лайӑха вӗрентет.Книга — друг человека, потому что книга учит человека хорошему.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Дмитрий Корнеевич, эпӗ сиртен этем этемрен ыйтнӑ пек ыйтатӑп, ӑнланатӑр-и эсир.— Дмитрий Корнеевич, я вас прошу как человек человека, поняли вы?
Коростелев хӑвачӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Кирек епле пулсан та, — терӗ Пӑван, — монсиньор Монтанелли хӑй киревсӗр этем пулмасан та, вӑл киревсӗр этемсен аллинчи хатӗр.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Халӗ аэроплансем океансем, пушӑ хирсем, ҫӳллӗ сӑртсем урлӑ вӗҫсе каҫнӑ вӑхӑтра, аэроплансемпе инҫетри полярти ҫӗршывсене ҫитсе сӑнаса ӗҫленӗ вӑхӑтра, аэроплансемех тӗрлӗ хуласене, тӗрлӗ патшалӑхсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса тӑнӑ вӑхӑтра, этем аэроплан ҫине ларса кайӑкран вирлӗ вӗҫме, темӗн ҫӳллӗш вӗҫсе хӑпарма вӗреннӗ вӑхӑтра, халь этемшӗн авиаци темрен те кирлӗ япала пулса тӑнӑ вӑхӑтра, — Дейтонри лабораторинче ырӑ кӑмӑллӑ, чакӑр куҫлӑ ватӑ ҫын халь те ӗҫлеме пӑрахмасть.
37. Орвилль Райт наука ҫынни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Судра свидетель пулакан этем хӑй ҫумне хӗҫ ҫакса янӑ пулсан вара, этемне мар, хӗҫне кӑна хисепе илмелле.Когда человек, дающий показания, вооружен саблей, надо слушать саблю, а не человека.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Ҫак этемсем: Илья, Петр, Алексей, Яков тата ытти Артамоновсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе вырӑс буржуазийӗ мӗнле пуҫланса кайнине, этем сӑн-сӑпатне ҫухатса, халӑх хушшинче хӑйсен ятне янине, халӑхран уйрӑлса кайнине, пӗтсе пынине кӑтартса параҫҫӗ.
«Артамоновсен ӗҫӗ» ҫинчен // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с. — 298–300 с.
Халь хурҫӑ кайӑксем куҫа курӑнми ҫӳле улӑхса ярӑнса вӗҫсе ҫӳренӗ чух, вӗсем ҫӗр чӑмри йӗри-тавра урлӑ-пирлӗ, халиччен этемсем пырайман вырӑнсене — пӑрлӑ тинӗссем урлӑ, этем каҫайман ҫуллӗ сӑртсем, вӑрмансем урлӑ вӗҫнӗ чухне, дирижабльсем темиҫе ҫӗршер тонна тиесе, пӗр лармасӑр темиҫе пиншер километр вӗҫме пултарнӑ чухне, стратосферӑна 20 километр ҫӳллӗшне ытла этем улӑхса курнӑ хыҫҫӑн, пирӗн ҫак ӗҫе пуҫласа аталантарса яракан ҫынсен пурнӑҫне пӗлесех пулать.
Умсӑмах // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с. — 3–4 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнче, ҫак ҫӗр хӑвӑлӗнче этем ӑрӑвӗ ҫӗр ҫинчи ытти этемсемпе ҫыхӑну тытмасӑр пурӑнать тени вӑл пулма та пултараймасть, ӑса-тӑна та вырнаҫаймасть.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.