Шырав
Шырав ĕçĕ:
62. Вӑл этеме пултарнӑ та ун ӳчӗн варрине чӗре хурса панӑ, этем ӑшне чун-чӗм, пурӑнӑҫ, ӑстӑн 63. тата Пурне те Пултаракан Туррӑн — пурне те пултарнӑ, ҫӗрӗн курӑнман вырӑнӗсенче пытарӑнса тӑраканнине куракан Туррӑн — сывлӑшне хывнӑ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла вара, халӗ хӑвӑн ҫуртна йӗркене кӳрт те хӑвӑн халӑхна ӑнлантар, хур курнисене лӑплантар, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫран хӑп, 14. хӗвӗшӳллӗ шухӑшусене пӑрах, этем ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑл, этем йӑли-йӗркинчен сирӗл, йывӑр шухӑшусене аяккалла сирсе яр — ку тӗнчерен куҫса кайма хатӗрлен: 15. кайран инкексем эсӗ халӗ курнинчен те ытларах пулӗҫ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах чӗри мӑнаҫлӑланса кайсассӑн, кӑмӑлӗ чӑрсӑрланмаллах хытса ҫитсессӗн, ӑна патшаран сирпӗтнӗ, чысӗ-мухтавӗсӗр тӑратса хӑварнӑ; 21. ӑна ӗнтӗ этем ывӑлӗсенчен уйӑрнӑ, унӑн ӑсӗ-тӑнӗ тискер кайӑкӑнни пек пулса кайнӑ; вӑл хир ашакӗсемпе пӗрле пурӑннӑ; ӑна, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарнӑ, унӑн ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ — этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл патшалӑха кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса иличчен ҫапла пурӑннӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: этеме шанакан, ӳте хӑйӗн тӗрекӗ тӑвакан, хӑйӗн чӗрине Ҫӳлхуҫаран уйӑракан этем ылханлӑ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем: «пире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, пире пушхирпе — никам пурӑнман пушӑ ҫӗрпе, типсе-ҫунса кайнӑ, вилӗм ӗмӗлкиллӗ ҫӗрпе, этем ҫӳремен, этем пурӑнман ҫӗрпе — ертсе пынӑ Ҫӳлхуҫа ӑҫта-ши?» тесе каламарӗҫ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чӳлмек тӑмӗ — чӳлмекҫӗ аллинче, аллинчи тӑмран вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать, ҫавӑн пекех этем те — хӑйне Пултараканӗн аллинче, этеме Вӑл мӗн кӑтартас тет, ҫавна кӑтартать.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Элекҫӗ этем, икӗ чӗлхеллӗ этем ылханлӑ пулччӑр: вӗсем лӑпкӑ пурӑнакансене нумайӑшне пӗтерчӗҫ; 16. виҫҫӗмӗш чӗлхи нумайӑшне вырӑнтан хускатрӗ, вӗсене пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне хӑваласа ҫӳрерӗ, 17. тӗреклӗлентернӗ хуласене тустарса тухрӗ, аслӑ ҫынсенӗн килӗ-ҫурчӗсене салатса тӑкрӗ; 18. виҫҫӗмӗш чӗлхе ырӑ арӑмсене хӑваласа кӑларса ячӗ, вӗсене хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемсӗр тӑратса хӑварчӗ; 19. ҫав чӗлхене итлекен канлӗх тупаймӗ, нихӑҫан та лӑпкӑ пурӑнаймӗ.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Малтанхи этем ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсе ҫитереймен; ӑна кайранхи этем те тӗпчесе ҫитереймӗ: 31. унӑн шухӑшӗсем тинӗсрен те анлӑрах, унӑн канашӗсем тӗпсӗр тарӑнӑшран та тарӑнрах.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Этем куҫӗ курасран ҫеҫ хӑрать вӑл, 27. Ҫӳлхуҫа куҫӗ хӗвел ҫутинчен вунӑ пин хут вӑйлӑрах ҫутатса тӑнине, 28. этем ҫул-йӗрне пурне те курса тӑнине, улах ҫӗртине те витӗр курса тӑнине пӗлмест вӑл.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Этемре пурте пулма пултараймасть: 29. этем ывӑлӗ — вилӗмсӗр мар.28. Не может быть всего в человеке, 29. потому что не бессмертен сын человеческий.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӑнаҫлӑх вӑл — этем Ҫӳлхуҫаран сивӗннинчен, этем чӗри хӑйне Пултараканран ютшӑннинчен пуҫланать: 15. ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ — мӑнаҫлӑх, мӑнаҫлӑ ҫын ӑшӗнчен ирсӗрлӗх тапса тӑрать; 16. ҫавӑншӑн ӑна Ҫӳлхуҫа хӑрушӑ хаса парать, юлашкинчен ӑна тӗппипех пӗтерет.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ ҫӗрӳ ҫинче авалтан пурӑнакансенчен йӗрӗннӗ — 4. лешӗсем ӗнтӗ ирсӗр ӑрӑм ӗҫӗсемпе аппаланнӑ, чӳк чӳкленӗ, 5. ачасене пӗр шелсӗр вӗлернӗ, вӑрттӑн пуҫтарӑнса чӳк ӗҫки-ҫикинче этем ӑшчиккине ҫинӗ, этем юнне ӗҫнӗ, 6-7. ашшӗ-амӑшӗсем хӳтлӗхсӗр чунсене вӗлернӗ — ҫавсенчен йӗрӗнсе Эсӗ, Хӑвӑн хаклӑран та хаклӑ ҫӗрӳ ҫинче Туррӑн тивӗҫлӗ ачисем пурӑнччӑр тесе, вӗсене пирӗн аттесен аллипе пӗтерме шутланӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑха ӑнланса илес тесе, эпӗ ҫӗр ҫинче пулса пыракан ӗҫсене — этем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫывӑрма пӗлмесӗр тӑвакан ӗҫсене — чӗремпе тимлерӗм те 17. Туррӑн мӗнпур ӗҫне куртӑм, вара ҫавна пӗлтӗм: этем ҫут тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Утасса этем Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе утать; этемӗн хӑйӗн ҫулне епле пӗлмелле-ши?24. От Господа направляются шаги человека; человеку же как узнать путь свой?
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ этеме каллех тӑпра тӑватӑн: «этем ывӑлӗсем, каялла таврӑнӑр!» тетӗн.3. Ты возвращаешь человека в тление и говоришь: "возвратитесь, сыны человеческие!"
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эй Ҫӳлхуҫа, этем ӗмӗрне асна илсемччӗ: Эсӗ пӗтӗм этем ывӑлне ниме тӑман пурӑнӑҫ валли пултарнӑ-и вара?48. Вспомни, какой мой век: на какую суету сотворил Ты всех сынов человеческих?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ этем чӗрине, этем ӑшне сӑнатӑн: ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн усаллӑхӗ пӗттӗрччӗ, тӳрӗ ҫынна тӗреклӗлентерччӗ.Да прекратится злоба нечестивых, а праведника подкрепи, ибо Ты испытуешь сердца и утробы.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн усаллӑху ху пек этемшӗн ҫеҫ, тӳрӗлӗхӳ те этем ывӑлӗшӗн ҫеҫ.8. Нечестие твое относится к человеку, как ты, и праведность твоя к сыну человеческому.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.