Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, [Шела, Фарес тата Зара]; Ир тата Онан Ханаан ҫӗрӗнче вилнӗ; 20. Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шеларан — Шела ӑрӑвӗ, Фаресран — Фарес ӑрӑвӗ, Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ; 21. Фарес ывӑлӗсем: Есромран — Есром ӑрӑвӗ, Хамулран — Хамул ӑрӑвӗ; 22. Иуда ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: ҫитмӗл ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах ҫак Дафанпа Авирон ӗнтӗ, пухӑва ҫӳрекенскерсем, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ Корей каварҫисемпе пӗрле халӑха Моисейпе Аарона хирӗҫ пӑтратнӑ; 10. вара ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ, вӗсене те, Корее те ҫӗр ҫӑтса янӑ; вӗсемпе пӗрле вӗсен каварҫисем те вилнӗ, ун чухне икҫӗр аллӑ ҫынна вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, ку астутаракан паллӑ пулнӑ; 11. анчах Корей ывӑлӗсем вилмен.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Елиав ывӑлӗсем: Немуил, Дафан тата Авирон.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Фаллу ывӑлӗсем: Елиав.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рувим ывӑлӗсем: Ханохран — Ханох ӑрӑвӗ, Фаллуран — Фаллу ӑрӑвӗ, 6. Хецронран — Хецрон ӑрӑвӗ, Хармирен — Харми ӑрӑвӗ; 7. Рувим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; пурӗ хӗрӗх виҫӗ пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутласа кӑларнӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 11. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Маншӑн ҫирӗп тӑрса, Манӑн хаяр ҫиллӗме вӗсенчен сирсе ячӗ, ҫавӑнпа Эпӗ, кӗвӗҫрӗм пулин те, Израиль ывӑлӗсене тӗппипе пӗтермерӗм; 12. ҫавӑнпа пӗлтер: акӑ Эпӗ ӑна Хамӑн канӑҫлӑх халалне паратӑп, 13. вӑл хӑйӗн Турришӗн ҫирӗп тӑчӗ тата Израиль ывӑлӗсене хӳтӗлесе хӑварчӗ, ҫавӑншӑн ӑна, унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священниксем пулма халаллатӑп, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем малалла кайнӑ, Моав тӳремлӗхӗнче, Иордан хӗрринче, Иерихон тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ.1. И отправились сыны Израилевы, и остановились на равнинах Моава, при Иордане, против Иерихона.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа вара халӑх ҫине наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем янӑ, вӗсем халӑха сӑхнӑ, ҫавӑн чухне Израиль [ывӑлӗсем] нумайӑшӗ вилнӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсем Кадес хулинчен тапранса кайнӑ, пӗтӗм халӑх Ор тӑвӗ патне ҫитсе тухнӑ.22. И отправились сыны Израилевы из Кадеса, и пришло все общество к горе Ор.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль ывӑлӗсем ӑна каланӑ: эпир аслӑ ҫулпа кайӑпӑр, эпӗ тата манӑн выльӑх-чӗрлӗх санӑн шывна ӗҫес пулсассӑн, шывшӑн тӳлӗп; эпӗ утса ҫеҫ тухӑп, уншӑн нимӗн те пулас ҫук, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ку Мерива шывӗ патӗнче пулса иртнӗ, ҫавӑнта Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫапа хирӗҫнӗ, Вӑл вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑхне кӑтартнӑ.13. Это вода Меривы, у которой вошли в распрю сыны Израилевы с Господом, и Он явил им святость Свою.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона каланӑ: эсир Мана ӗненмерӗр, Манӑн сӑваплӑхӑма Израиль ывӑлӗсем умӗнче кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн эсир ку халӑха Эпӗ ӑна паракан ҫӗршыва илсе кӗреймӗр, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗрремӗш уйӑхра Израиль ывӑлӗсем, пӗтӗм халӑх, Син пушхирне ҫитнӗ, халӑх Кадес хулинче чарӑнса тӑнӑ, ҫавӑнта Мариам вилнӗ, ӑна унтах пытарнӑ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кала вӗсене: парнесенчен чи лайӑххине парсассӑн, ҫакӑ левитсем йӗтем ҫинчен панӑ парне пек, юхтаркӑчран панӑ парне пек шутланӗ; 31. ҫакна эсир — эсир те, [сирӗн ывӑлӑрсем те,] сирӗн килӗр-йышӑр та — кирек ӑҫта та ҫиме пултаратӑр, мӗншӗн тесессӗн ку сире пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑнӑшӑн тӳлени шутланать; 32. парнесенчен чи лайӑххине Турра парсассӑн, сире ҫылӑх тивмӗ; Израиль ывӑлӗсем халалланӑ парнене ан ирсӗрлетӗр, вара вилместӗр, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку йӗркене сирӗн ӑрӑвӑрсене ӗмӗрлӗхе панӑ; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем еткер ҫӗр илмӗҫ; 24. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклентерсе кӳрекен парнесене, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне, Эпӗ левитсене паратӑп, ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ вӗсене: Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем еткер ҫӗр илмӗҫ, терӗм, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Левий ывӑлӗсене Эпӗ акӑ пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑнӑшӑн, унта кӗлӗ йӗркисене туса тӑнӑшӑн Израилӗн пӗтӗм пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне патӑм; 22. Израиль ывӑлӗсем вара, ҫылӑха кӗрсе вилес темесессӗн, малашне пуху чатӑрӗ патне ан ҫывӑхарччӑр: 23. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене хӑйсем ҫине илсе, пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене левитсем туса тӑччӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: вӗсен ҫӗрӗнче санӑн еткер ҫӗр пулмасть, вӗсен хушшинче сана пай та пулмасть; Израиль ывӑлӗсем хушшинчи санӑн паю, санӑн еткерлӗхӳ — Эпӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклентерсе кӳрекен пӗтӗм сӑваплӑ парнене, ӗмӗрхи йӗрке тӑрӑх, сана тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсене паратӑп; ку — сана тата санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрлӗхе панӑ тӑварӑн халалӗ, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсен Турӑ умӗнче ҫӗклентерсе кӳнӗ парнисенчен сана ҫакӑ пултӑр: Израиль ывӑлӗсем ҫӗклентерсе кӳнӗ пӗтӗм парнене Эпӗ сана, санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсене ӗмӗрлӗхе панӑ; ӑна санӑн килӳнти кашни таса ҫын ҫиме пултарать.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: Эпӗ сана Мана парне кӳнине сӑнаса тӑма хушатӑп; Израиль ывӑлӗсем кӳрекен пур парнерен те Эпӗ сана, санӑн ывӑлусене священник ӗҫӗшӗн ӗмӗрлӗхе пай панӑ; 9. ҫунтармасӑр хӑваракан аслӑ сӑваплӑ парнесенчен сана акӑ ҫакӑ пултӑр: Мана кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, ҫылӑхшӑн кӳрекен кирек хӑш парне те, кирек хӑш ӳкӗнӗҫ парни те; сана, санӑн ывӑлусене аслӑ сӑваплӑ парне ку.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.