Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Вӑрҫа ҫӳрекенсем халӑх хушшинчен пӗр ҫын юлми вилсе пӗтсессӗн, 17. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 18. эсӗ халӗ Моав чикки тӗлӗнчен, Ар хули тӗлӗнчен, иртсе пыратӑн, 19. аммонсем патне ҫывӑхарса ҫитрӗн; вӗсемпе хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӑл ҫӗре Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ; 20. вӑл рефаимсен ҫӗрӗ шутланнӑ; ӗлӗк унта рефаимсем пурӑннӑ; аммонсем вара вӗсене замзумимсем теҫҫӗ; 21. вӗсем — аслӑ та йышлӑ халӑх — Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене аммонсем умӗнчен пӗтерсе тӑкрӗ те, аммонсем вара, вӗсене хӑваласа ярса, вӗсен ҫӗрӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ, 22. Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсемшӗн те Вӑл ҫавӑн пекех тунӑччӗ, вӗсен куҫӗ умӗнчен хоррейсене пӗтерсе пӑрахнӑччӗ, Исав ывӑлӗсем вара, вӗсене хӑваласа кӑларса, вӗсен ҫӗрне вырӑнаҫрӗҫ, паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ; 23. Газа хули патне ҫитиех ларса тухнӑ ялсенче пурӑннӑ аввейсене те Кафтортан тухса килнӗ кафторимсем пӗтерсе тӑкрӗҫ те вӗсен вырӑнӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Моавпа хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр; унӑн ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Ар хулине Эпӗ Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ, терӗ; 10. унччен унта эмимсем — аслӑ та йышлӑ халӑх, Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем — пурӑннӑ, 11. рефаимсем хушшинче вӗсем Енак ывӑлӗсем пек шутланнӑ; моавсем вара вӗсене эмимсем теҫҫӗ; 12. Сеир тӑвӗ ҫинче ӗлӗк хоррейсем пурӑннӑ; анчах Исав ывӑлӗсем вӗсене унтан хӑваласа ярса хӑйсен куҫӗ умӗнчен пӗтерсе тӑкнӑ та вӗсен вырӑнне вырӑнаҫнӑ — Израиль йӑхӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа еткерлӗхе панӑ ҫӗре йышӑннӑ пек вырӑнаҫнӑ; 13. ҫапла ӗнтӗ, тапранса тухӑр та Заред айлӑмӗпе иртӗр, терӗ Туррӑмӑр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑвӑр пурӑнакан ҫӗре ирсӗрлетме юрамасть, унта Эпӗ пурӑнатӑп: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ханаан патши Арада, Ханаан ҫӗрӗн кӑнтӑр енче пурӑнаканскер, ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсем ҫывӑхарни ҫинчен илтнӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисей хӑйсен ҫулне, хӑйсем хӑш-хӑш вырӑнта чарӑнса тӑнине ҫырса кӑтартнӑ, вӗсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнсем акӑ ҫаксем: 3. вӗсем Раамсес хулинчен пӗрремӗш уйӑхра, пӗрремӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче тапранса тухнӑ; Израиль ывӑлӗсем Пасха уявӗн иккӗмӗш кунӗнче ҫирӗп алӑ хӳттипе пӗтӗм Египет куҫӗ умӗнче ҫула тухнӑ; 4. ҫавӑн чухне Египет халӑхӗ хӑйӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм арҫын ачине пытарнӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнӑ пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсен туррисене ҫапла сут тунӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем Галаад ҫӗрне кайнӑ та, ӑна туртса илсе, унта пурӑнакан аморрейсене хӑваласа янӑ; 40. Моисей вара Галаад ҫӗрне Махира, Манассия ывӑлне, панӑ, вӑл ӗнтӗ унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Рувим ывӑлӗсем Есевон, Елеале, Кириафаим хулисене 38. тата кайран ячӗсене улӑштарнӑ Нево, Ваал-Меон хулисене, тата Сивма хулине туса лартнӑ, хӑйсем лартнӑ хулисене ят панӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Гад ывӑлӗсем вара Дивон, Атароф, Ароер, 35. Атароф-Шофан, Иазер, Иогбега, 36. Беф-Нимра, Беф-Гаран ятлӑ тӗреклӗлетнӗ хуласем тата сурӑх картисем туса лартнӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа санӑн чурусене мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр; 32. кӑрал тытса эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче Ханаан ҫӗрне кайӑпӑр, анчах пирӗн еткер ҫӗр Иорданӑн ҫак енче пултӑр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Моисей вара вӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине Елеазар священника, Нав ывӑлне Иисуса тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, 29. Моисей вӗсене каланӑ: Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пурте кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче Иордан леш енне вӑрҫӑпа кайсассӑн, унти ҫӗре пӑхӑнтарсассӑн, вӗсене Галаад ҫӗрне парӑр; 30. кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле [Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа каймасассӑн, вӗсен хуҫалӑхне, кил-йышне, выльӑх-чӗрлӗхне хӑвӑр умӑртан Ханаан ҫӗрне ярӑр], вӗсем сирӗнпе пӗрле Ханаан ҫӗрӗнче пай илӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем Моисее каланӑ: санӑн чурусем хуҫамӑр хушнӑ пек тӑвӗҫ; 26. пирӗн ачамӑрсем, пирӗн арӑмӑрсем, пирӗн кӗтӗвӗмӗрсем, пирӗн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗх ҫакӑнта Галаад хулисенче юлӗҫ, 27. санӑн чурусем ӗнтӗ, хуҫамӑр каланӑ пек, пурте ҫар ҫыннисем пек кӑрал тытса Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа кайӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: эпир кунта хамӑр кӗтӳсем валли сурӑх витисем, хамӑр ачасем валли хуласем туса лартӑпӑр; 17. хамӑр эпир чи малтан вӑрҫа тухӑпӑр, Израиль ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитеричченех вӗсен умӗнче пырӑпӑр; пирӗн ачасем вара ҫакӑнта юлччӑр, кунти халӑхран сыхланса тӗреклӗлетнӗ хуласенче пурӑнччӑр; 18. Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн еткер ҫӗрне иличчен эпир хамӑр киле таврӑнмӑпӑр; 19. пире Иорданӑн ҫак енчи хӗвелтухӑҫнелли ҫӗрне еткерлӗхе парсассӑн, эпир Иордан леш енче ыттисемпе пӗрле еткерлӗх илмӗпӗр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсен выльӑх-чӗрлӗх питӗ йышлӑ пулнӑ; вӗсем Иазер ҫӗрӗпе Галаад ҫӗрӗ кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлине курнӑ; 2. вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пынӑ та Моисейпе Елеазар священника тата халӑх пуҫлӑхӗсене ҫапла тесе каланӑ: 3. Атароф, Дивон, Иазер, Нимра, Есевон, Елеале, Севам, Нево тата Веон — 4. ҫак ҫӗрсем, Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗ умӗнче ҫӗнтернӗ ҫӗрсем, кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлӑ, санӑн чурусен вара кӗтӳсем пур, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ; 8. вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ; 9. мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ, 10. вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ; 11. ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 12. тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Моисейпе Елеазар священник Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, шутласа тухнӑ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ; 64. вӗсен шутӗнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирӗнче шута илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗр ҫын та пулман, 65. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа: «вӗсем пушхирте вилсе юлӗҫ» тенӗ, ҫавӑнпа унччен шута илнӗ ҫынсенчен Иефонния ывӑлӗ Халев тата Нав ывӑлӗ Иисус ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Белӑран — Бела ӑрӑвӗ, Ашбелран — Ашбел ӑрӑвӗ, Ахирамран — Ахирам ӑрӑвӗ, 39. Шефуфамран — Шефуфам ӑрӑвӗ, Хуфамран — Хуфам ӑрӑвӗ; 40. Бела ывӑлӗсем ҫаксем: Ард тата Нааман; [Ардран —] Ард ӑрӑвӗ, Нааманран — Нааман ӑрӑвӗ; 41. Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Акӑ Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шутелӑран — Шутела ӑрӑвӗ, Бехертан — Бехер ӑрӑвӗ, Таханран — Тахан ӑрӑвӗ; 36. акӑ тата Шутела ывӑлӗсем: Аранран — Аран ӑрӑвӗ; 37. Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: вӑтӑр икӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Акӑ Галаад ывӑлӗсем: Иезертан — Иезер ӑрӑвӗ, Хелекран — Хелек ӑрӑвӗ, 31. Асриилран — Асриил ӑрӑвӗ, Шехемран — Шехем ӑрӑвӗ, 32. Шемидаран — Шемида ӑрӑвӗ, Хефертан — Хефер ӑрӑвӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Манассия ывӑлӗсем: Махиртан — Махир ӑрӑвӗ; Махирӑн Галаад ҫуралнӑ, Галаадран — Галаад ӑрӑвӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.