Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗвӗ the word is in our database.
шӗвӗ (тĕпĕ: шӗвӗ) more information about the word form can be found here.
Пусси тарӑн пулин те, шывне ирхине хӗвел тухичченех ӑсса юлмасан, кайран шӗвӗ нимӗр пек пылчӑк ҫеҫ туртса кӑларатӑн.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ура айӗнчи шӑтӑк-путӑклӑ бетон ҫинче шӗвӗ пылчӑк лӑчӑртатса тӑнине, сирпӗнсе вараланине пӑхмасӑр ҫӑмӑллӑн та савӑнӑҫлӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна ташлаҫҫӗ хавас мӑшӑрсем.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Машинӑсен юххи йӑвашланса-йӑвашланса пычӗ те чарӑнсах ларчӗ: малта, ҫул айккинчи лачакара, автокран, шӗвӗ пылчӑк сирпӗтсе, пӗр вырӑнта силленет, унӑн чӗнтӗрлӗ вӑрӑм стрели ҫула шлагбаум пек картланӑ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунсерен тем пысӑкӑш цистернӑпа «Спутника» шӗвӗ каяш турттараҫҫӗ.

Help to translate

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Анчах ҫурхи шывпа ҫыхӑнман ку, «Спутник» сахал яваплӑ общество шӗвӗ каяша юхтарнипе ҫавӑн пек.

Help to translate

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Сӑнчӑрти йытти ют ҫынна кӑмӑлсӑррӑн саламланӑ пек, хальхинче хӑрлатса кӑна илчӗ, пӗчӗк йывӑҫ валашкана ярса панӑ темле шӗвӗ апата хыпалансах ҫиекенскер вӗрме ерҫмерӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хулан сылтӑм енчи сӑртлӑхсен айккисенче шӗвӗ тӗтре пухӑннӑ, малтанлӑха унта тинӗс майлӑ туйӑнса каять, сӑртлӑхсен тӑррисем — тинӗсри утравсем пек.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Шӗвӗ тислӗк турттармалли хӑма ешчӗкӗн пӗр кӗтесӗ ишӗлсе тухнӑ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Йӗмне антарсах шӗвӗ хулӑпа хӗртрӗҫ.

Help to translate

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Поразомнӑм кости? — чее ҫӑткӑнлӑх лӑймакине путнӑ шӗвӗ металл тӗслӗ куҫне чалтӑртаттарса, тутине йӳҫсе хӑпарнӑ чуста пекех йӗлпӗнтерчӗ Вертихвостов, чӑваш чунӗсӗр чӑваш.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Механизмсене туллин ӗҫлеттерменни вара пульповод тӑрӑх шӗвӗ хӑйӑр юхасси патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӗсен кукӑр мӑйӗсем шыва путаҫҫӗ те, пульповод тӑрӑх шӗвӗ хӑйӑр юхма пуҫлать.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Государство ӗҫсӗр ҫынсене талӑкра пурӗ те пӗр чашӑк шӗвӗ яшка тата мамалыга татӑкӗ парса кӑна пулӑшать.

Помощь, оказываемая государством безработному, состояла из миски баланды и ломтика мамалыги, выдаваемых один раз в день.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ытла асӑрханса сапман пирки шӗвӗ пылчӑк арҫынсем ҫине те сирпӗнет.

Вокруг стола она выливает несколько ведер холодной воды, не очень-то остерегаясь, чтобы не обрызгать мужчин.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed