Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрши (тĕпĕ: шӑршӑ) more information about the word form can be found here.
Сӑмсана кӑмпа шӑрши кӑтӑклантарать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ куршанак ҫыпҫӑннӑ кӑпӑшка хӳрине пӑлтӑртаттарса вӑрмантан кӗр калчи пуссипе хӗрлӗрех сарӑ тилӗ хӑюллӑн чупса тухрӗ, кайри урисем ҫине ларса шӗвӗр сӑмсипе нӑш-нӑш! шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин, сывлӑшра этем шӑрши пуррине туйнӑскер, каялла тапса сикрӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Одеколонпа сапӑннӑ хӑй, ҫапах та кӑштах эрех шӑрши пурри сисӗнет.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑйӗнчен эрех шӑрши кӗрет, сӑнӗ те хӗп-хӗрлех.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шӑнкӑртатса юхакан пӗчӗк ҫырма хӗрринчи уҫланкӑра техӗмлӗ ӑшӑ сӗт шӑрши сарӑлнӑ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ферма пуҫлӑхӗнчен эрех шӑрши кӗрет пулин те, тӑрантас ҫинче ларса пыма канлӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ирхи сивӗ сывлӑша кӗҫех ӑшӑ сӗт шӑрши тутлӑлантарчӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Манран бензин шӑрши кӗрет, — те кулса, те чӑнласа каларӗ Елюк.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫӗрлехи анкартине панулми шӑрши сарӑлнӑ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тар шӑрши пӗттӗр.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ӑшши те, шӑрши те ырӑ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Мӗн шӑрши пултӑр унӑн? — йӑл кулса хирӗҫлерӗ Ульяна.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кунта кӳршӗсен пахчинче те улмуҫҫисем ретӗн-ретӗн ларнӑ май панулми шӑрши антӑхтарать.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кунта, улах та тӳлек вырӑнта, кӑмпа шӑрши кӗрет, хӑрӑк йывӑҫа улатакка таккани илтӗнет.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫавнашкал произведени орхидейӑ ятлӑ чечек пек: илемӗ ҫынна илӗртет, анчах шӑрши чыхӑнтарса ярать.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ним шӑрши те ҫук пек.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анкартан килекен тимӗр шӑрши вӗсене пӑлхантарчӗ те курӑнать.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн хурӑн, шӑлан шывӗ тӑваҫҫӗ, кайран ҫӗлен курӑкне шывра вӗретеҫҫӗ, вӗсен шӑрши мунчаран ҫеҫ мар, пӗтӗм ҫурт-йӗртен усал-тӗселе хуса кӑларать.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман шӑтӑка сӑмсапа ҫуракан йӳҫӗ тар шӑрши пырса кӗчӗ, чыхӑнтарса ячӗ.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ие курӑкӗпе чапӑр саралма пуҫланӑ, чапӑрӑн тутлӑ шӑрши кӑкӑра уҫсах ярать.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed