Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрши (тĕпĕ: шӑршӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫырӑва шӑршласа пӑхрӗ — краскӑ шӑрши кӗрет.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темшӗн шӑршласа пӑхрӗ — тӗтӗм шӑрши кӗрет.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майра тӗпсакайне анса кӑкшӑм илсе тухрӗ, пӳрте йӳҫӗк шӑрши кӑларса кӗленчене шӗвек тултарчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳрте тутлӑ апат шӑрши сарӑлчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ав вӑл колхозра мӗн чухлӗ — акса та, пуҫтарса та ӗлкерме ҫук, — юман милке шӑрши ҫапнӑ хулӗсенчен ыталарӗ вӑл упӑшкине.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тар шӑрши тутанса килӗр атя.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсенчен аншарли шӑрши перет.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Алӑка уҫса ярсанта сӗвӗрӗлес ҫук ку табак шӑрши.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун сӑмсине табак шӑрши ҫапрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗлӗкхи хуҫа-капиталистсен шӑрши те юлман.

И следа не осталось от его бывших хозяев-капиталистов.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унӑн ырӑ шӑрши тата вӑл ман чуна ҫутатни темрен те хаклӑ парне-ҫке-ха.

Она дарила мне свой аромат, озаряла мою жизнь.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Манӑн планета ҫинче талккишпех чечекӗн ырӑ шӑрши сарӑлчӗ, эпӗ вара ҫав савӑнӑҫпа туллин киленме ӑс ҫитереймерӗм.

Мой цветок напоил благоуханием всю мою планету, а я не умел ему радоваться.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унран ачаш салхупа хурлӑх шӑрши кӗрет.

От неё веет нежной грустью и печалью.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

«… Пирӗн ӗҫ ҫинчен аса илнисем, кимӗпе ярӑннинчен ача чухнехи хаваслӑх, пӗве ҫинчи шап-шурӑ акӑш, пысӑк тӑрна савӑлӗ чӗвӗлтетни, чӗререн тухакан юрӑсем, кӑвайт тӗтӗмӗ, сӑмаварта вӗретнӗ курӑклӑ чей шӑрши — ҫакӑ пурте пирӗншӗн малашнехи пурнӑҫшӑн хавхалану пулса тӑчӗҫ», - аса илнӗ Валентина Дорофеевна Васильева.

«… Приятные воспоминания о нашей работе,детский восторг от катания на лодке, белоснежный лебедь на пруду, курлыканье большого журавлиного клина, задушевные песни, дым костра и аромат травяного чая из самовара - всё это стало для нас стимулом на дальнейшую жизнь» - поделилась воспоминаниями Валентина Дорофеевна Васильева.

Тӗлпулу каҫӗ "Чунпа ан ватӑлӑр, хаклӑ ҫыннӑмсем" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... em-3464415

Хыр шӑрши кӗрет.

Пахло сосной.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫав вӑхӑтра тискер чӗрчунсене фургонри пончиксен шӑрши илӗртнӗ: унӑн водителӗ автомобиль алӑкӗсене хупма манса ҫывӑхри лавккана кайнӑ пулнӑ.

В этот момент хищников привлек запах пончиков в фургоне, водитель которого забыл закрыть дверцы автомобиля и отправился в ближайший магазин.

Аляскӑри упасем фургонри пончикпа 20 минут хӑналаннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36072.html

Кунта эмелсен шӑрши вӑйлӑ.

Help to translate

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйӗнчен купӑста яшки шӑрши, турӑх шӑрши. ӗнтнӗ сухан шӑрши килет.

Help to translate

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Фермӑра, тислӗк шӑрши хӗртет пулин те, темле савӑнӑҫлӑрах пек туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн шӑрши тӑван киле аса илтерет.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed