Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫ тарӑн шӑплӑхпа тулса ларнӑ, ун тӗттӗмӗ пархӑтлӑн та ӑшшӑн туйӑнать.Ночь была полна глубокой тишиной, и темнота ее казалась бархатной и теплой.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пытарӑнчӑклӑн та хӗрӳллӗн хумханса пӑлханас килни палӑрса тӑчӗ пур ҫӗрте те: ҫурхи ӑнланса пӗтерме ҫукла ароматсемпе тулса ларнӑ ҫак ҫемҫе сывлӑшра та, ҫак шӑплӑхпа тӗттӗмлӗхре те, ҫак ӑшӑ пек курӑнакан ытлашши ҫутӑ ҫӑлтӑрсенче те; амалӑх ҫунавӗпе тирпейсӗртерех хӗрӳлӗх сисӗнчӗ тӑпрара та, ӳсентӑрансенче те, йывӑҫсенче те — пӗтӗм тӗнчере.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак ҫӑваран темле сивӗ вӗрнӗ пек туйӑнать, шӑплӑхпа тӗттӗм каҫ чуна сӳлетет.Каким-то холодом веяли от жуткого безмолвия и мрака этого кладбища.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Гаврила хӑйне ҫак тӗттӗм шӑплӑхпа тата илемлӗхпе лапчӑнса ларнӑ пекех туйнӑ, ҫакна пула ун хӑвӑртрах хӑйӗн хуҫине курас килнӗ пек пулнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Акӑ вӑл ҫуллахи каҫ веранда ҫинче, сулхӑнра, чей ӗҫмелли сӗтел хушшинче, ларать пек, ун аллинче вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм; вӑл ӳркевлӗн чӗлӗм туртса, умӗнчи ҫутҫанталӑк илемӗпе, уҫӑ сывлӑшпа, шӑплӑхпа киленет; инҫетре сарӑ уй курӑнать, палланӑ хурӑнлӑх хыҫне анса ларакан хӗвел тӗкӗр пек тикӗс пӗве ҫине хӗрлӗ тӗс ӳкерет; сулхӑн ҫапать, каҫ пулса килет; хресченсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хиртен кӗреҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хуллен-хулленех вӗсем пӑшӑлтатсах калаҫма пуҫларӗҫ: вӗсене шӑплӑхпа тӗттӗмлӗх пусса тӑчӗ.Теперь мальчики начали говорить шепотом, потому что тишина и мрак пещеры угнетали их.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗтӗм хула ыйӑха кайнӑ, пӗчӗк хуралҫӑ шӑплӑхпа, усалсемпе пӗрле пӗчченех тӑрса юлнӑ.Городок отошел ко сну, оставив маленького сторожа наедине с тишиной и привидениями.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑрманти шӑплӑхпа чаплӑлӑх тата пӗчченлӗх туйӑмӗ хуллен-хулленех ачасене пусса пычӗ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑхӑчӗпе вырӑнӗ те, шӑплӑхпа чаплӑхӗ те вӗсене пусса тӑнӑ пек пулчӗ.место, время и торжественная тишина, разлитая над кладбищем, действовали на них угнетающе.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.