Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑплӑхпа (тĕпĕ: шӑплӑх) more information about the word form can be found here.
Усал шӑплӑхпа паллӑмарлӑх хӗтӗртрӗҫ пулмалла ӗнтӗ мана ун пек персе яма.

Или мне было просто не по себе от этой зловещей тишины и неизвестности?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Гленарванпа унӑн тусӗсене борт ҫинче кӗтсе илнӗ юрӑсемпе музыка хӗн-хурлӑ шӑплӑхпа ылмашӑнчӗҫ.

Песни и музыка, которыми было встречено возвращение на борт Гленарвана и его спутников, сменились гнетущей тишиной.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Нумай саслӑ кӑшкӑрусем таран шӑплӑхпа улшӑнчӗҫ.

Глубокая тишина сменила многоголосый крик.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӳремлӗх ӗнтӗ татах шӑплӑхпа пусӑрӑнать.

Равнина уже снова погрузилась в молчание.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Дон тӑрӑх ҫуталса килекен тӳлек ир ытла та черчен шӑплӑхпа пиеленнӗ.

Утро над Обдоньем вставало в тонко выпряденной тишине.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Татах тепӗр икӗ снаряд вӗҫсе иртрӗ, ун хыҫҫӑн вӑрман хӗрри эйпетлӗ шӑплӑхпа пиеленчӗ.

Пролетело еще два снаряда, а потом хорошая тишина стала на искрайке леса.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑрман тӗлӗнче тул ҫутӑлас умӗнхи шӑплӑхпа кӑвак тӗтре тӑрать.

Предутренняя тишина и голубой туман стояли над лесом.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шыв ҫути куҫа пырса ҫапрӗ, вӑл куҫне хӗсрӗ те, хӑйне ҫупӑрласа илнӗ шӑплӑхпа киленсе, темиҫе минут хушши ҫаплах, куҫне хӗссе, тӑчӗ.

Свет воды ударил в глаза, она зажмурилась и несколько минут стояла так, наслаждаясь охватившей ее тишиной…

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем пӑлхануллӑ вичкӗн сасӑпа шӑхӑрни ҫеҫенхирте хуҫаланакан асамлӑ шӑплӑхпа темле ытла та килӗшӳллӗ янӑрать.

Их резкий предостерегающий посвист странным образом гармонировал с величайшим безмолвием, господствовавшим в степи.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тӗттӗм тӑкӑрлӑкра сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗҫ, унтан хускалми шӑплӑхпа, ҫӗрлехи тӗттӗмпе, ҫамрӑк курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршипе илӗртекен ҫеҫенхирелле ним шарламасӑрах утса кайрӗҫ.

Они молча постояли в темном проулке и так же молча пошли в степь, манившую безмолвием, темнотой, пьяными запахами молодой травы.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑплӑхпа сехрене хӑпартакан кӗске кунсем каҫ пулнӑ чухне хӗрӳ ӗҫҫи вӑхӑтӗнчи майлах вӑрӑм туйӑнаҫҫӗ.

Пугающие тишиной, короткие дни под исход казались большими, как в страдную пору.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑтӑшах лаши патне тухса пӑхрӗ, пурҫӑн пек кӑшӑртатакан хура шӑплӑхпа пӗркеннӗ крыльца ҫинче темӗнччен хускалмасӑр тӑчӗ.

Часто выходил проведывать коня и подолгу стоял на крыльце, повитый черной, шелково шелестящей тишиной.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑплӑхпа чӑп тулнӑ, кӗрӗс-мерӗс пысӑк курка пек туйӑнакан ҫеҫен хир тип ҫырмасен кукӑр юпписенче сӳнме ӗлкереймен кунӑн салху ҫутисене пытарнӑ.

Степь, как чаша, до краев налитая тишиной, таила в складках балок грустные отсветы дня.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫӗ — февральти тӗттӗм хура каҫ вара — хула урамӗсене каллех хускалми шӑплӑхпа пӗркерӗ.

И ночь, величавая, черная февральская ночь, вновь тишиной повивала улицы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗтреленсе пасарнӑ хула ыйхӑллӑ шӑплӑхпа витӗннӗ.

Город, завуалированный туманом и инеем, дремно молчал.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ савӑнӑҫлӑ пичӗ, ик куҫ хушшипе куктӗррипе чӑпарланнӑскер, ак ҫапла каланӑннах туйӑнать: «Мана паян савӑнӑҫлӑ та ырӑ, мӗншӗн тесен пӗр лӑстӑк пӗлӗтсӗр тӳпепе сенкерленекен кун та савӑнӑҫлӑ, ырӑ; мӗншӗн тесен манӑн чунӑмра та ҫакӑн пекех сенкер шӑплӑхпа тасалӑх; мана питӗ савӑк, урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар».

Лицо ее, веселое, тронутое загаром и у переносицы веснушками, словно говорило: «Мне весело и хорошо оттого, что день, подсиненный безоблачным небом, тоже весел и хорош; оттого, что на душе вот такой же синий покой и чистота. Мне радостно, и больше я ничего не хочу».

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Андрей, ҫирӗктӑррисем шӑплӑхпа киленсе лӑпкӑн ларакан шурӑ ҫӳҫе тӗми ҫине пӑхса илчӗ те, хӑй пӗлмен чаплӑ кермене лекнӗ евӗр, темшӗн ҫӗлӗкне хыврӗ, унӑн сивӗпе хуралса куштӑрканӑ пичӗ ҫинче савӑнӑҫлӑ кулӑ сарӑлчӗ.

Взглянув на куст белой ивы, где мирно, наслаждаясь тишиной, сидели снегири, Андрей почему-то сорвал шапку, точно внезапно оказался в сверкающем дворце, и его темное, задубелое от морозов лицо засияло от восторга.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем Травкина, шавлӑ калаҫӑва татса, хисеплӗ шӑплӑхпа кӗтсе илнӗ.

Они встретили Травкина уважительным молчанием, прервав шумный разговор.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пур ҫӗре те шӑплӑхпа лӑпкӑлӑх сарӑлнӑ, унта, авӑ, ҫӑра ҫулҫӑсем хупӑрласа тӑракан теттӗм леш енче, пӗлӗтре уйӑх ярӑнса ҫӳрет, вӑл ытла тулли те хӗрлӗ пулнипе ҫулҫӑсем ҫине ӳксе, ҫӗре йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн сӑрхӑнса анакан ҫути шурӑ тӗслӗ мар, кӑвак-кӗренӗн курӑнать…

Тишина и покой разливаются всюду, а там, за темной стеной листьев, гуляет в небе луна, такая полнолицая и румяная, что свет ее, падая на листья и просачиваясь струйками на землю, кажется не белым, а дымчато-розовым…

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Каҫхине, шӑплӑхпа усӑ курса, Корнилов Жорж Емелинпа Вова Лазарева пионерсен организацине йышӑнма шут тытрӗ.

Вечером, воспользовавшись затишьем, Корнилов организовал прием Жоры Емелина и Вовы Лазарева в пионеры.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed