Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗпе (тĕпĕ: шут) more information about the word form can be found here.
Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче «Единая Россия» парти йӗркелекен «Елка желаний» акци шучӗпе уяв иртнӗ.

Help to translate

Хӗл Мучи парнисене панӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе кун пек учреждженисене республика шучӗпе пӗршер миллин тенкӗ уйӑрса парса хавхалантарас тенӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ун шучӗпе цирк хуҫи хура маскӑна ҫӗнтерсе питне уҫса кӑтартма ниепле те килӗшес ҫук.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун шучӗпе вӑл паян маттур, амӑшӗ хушнине пурне те тунӑ — амӑшӗ ӑна хытӑ аллипе кӑна мар, сӑмахпа та лӑпкамалла.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ун шучӗпе, малалла пурнӑҫ йӗркеленмеллех.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫапах фондӑн тӗп спонсорӗсем, Юрий Михайлович шучӗпе, ахаль ҫынсем — ачасене пулӑшма укҫа панӑ граждансен йышӗ 10 пин ҫынран та иртет.

Help to translate

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ: парламент сасӑсен пысӑкрах шучӗпе 50%-лӑ ҫӑмӑллӑха ҫирӗплетекен саккун проектне ырларӗ.

Help to translate

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Вӗсем ҫут тӗнчерен ир уйрӑлнӑшӑн, тӑвансен шучӗпе, эпӗ айӑплӑ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗсен шучӗпе, чипер куҫ-пуҫлӑ ҫын эрех ӗҫмесӗр пурӑнаймасть имӗш.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Лишайкин шучӗпе, паян ҫак поселок тавра хӑварнӑ вӑрмана та касма юрать.

Help to translate

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйӗн шучӗпе чи тӗрӗс, чи аслӑ шухӑш патне пырса тухрӗ:

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее те ӑслӑ пуҫлӑхсем Подоприхин пек хӗрӗх пӗрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, вӗсен шучӗпе, «патшалӑх ҫӑкӑрне салатакан» председательсене, ӗҫ кунӗшӗн ик ҫӗр (!) грамм тырӑ панӑшӑн каҫарма пултарайман.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз, Егор Силыч шучӗпе, тимӗрҫӗсӗр юлаймасть.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

2007/08 ҫулсем хушшинчи хӗл вара, пач урӑхла, вӑйлӑ ҫил-тӑмансен шучӗпе тата юр рекордла ҫунипе (юр сийӗ 550 см ытла пулнӑ) сӑнланнӑ.

Напротив, зимой 2007/08 года наблюдался рост числа метелей и рекордными снегопадами, с более чем 550 см снежного покрова.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Вӗсен шучӗпе халь унӑн сиксе тӑмаллаччӗ те Нинук хыҫҫӑн ыткӑнмаллаччӗ.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ тенӗ пек, ҫӗр, ун шучӗпе, йӑлт курать, ҫыннӑн кашни хусканӑвне сыхласа тӑрать.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав ҫулах юпан 21-мӗшӗнче Сарӑту консерваторине чаплӑ уяв йӗркелесе уҫнӑ, Раҫҫейре вӑл шучӗпе виҫҫӗмӗш (Питӗртипе Мускаври хыҫҫӑн) пулса тӑнӑ.

21 октября того же года состоялось торжественное открытие Саратовской консерватории, ставшей всего лишь третьей в России (после Петербургской и Московской).

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ (СГК) — Сарӑту хулинчи аслӑ вӗренӳ учрежденийӗ, Раҫҫейре шучӗпе виҫҫӗмӗш.

Саратовская государственная консерватория имени Л.В. Собинова (СГК) — высшее музыкальное учебное заведение в Саратове, третья по счёту консерватория в России.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Вӗсен шучӗпе, кунта ҫав тери нумай вырӑн кирлӗ пулӗччӗ.

Они воображают, что занимают очень много места.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мамикон Вардикян, Флюза Абзалова («Идеал» лавкка) кирек хӑҫан та пулӑшма хирӗҫлемеҫҫӗ, пире туяну хакӗпе мӗн кирлине, хӑш чухне хӑй шучӗпе те заказ туса параҫҫӗ.

При личном обращении Мамикон Вардикян, Флюза Абзалова (магазин «Идеал») всегда идут навстречу и заказывают нам по закупочной цене все необходимое, иногда даже за свой счет.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed