Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшне (тĕпĕ: шухӑш) more information about the word form can be found here.
«Ача-пӑча литературине те манса кайманни те ҫыравҫӑн паха енӗ пулнине палӑртмалла. Сӑвӑпа кӗввӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланса хӑйне евӗрлӗ хайлать вӑл. Сӑмах хутлавӗпе те ӑста усӑ курать», – пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

«Георгий Иосифович сӑвва ҫырсан малтанах сивӗнме хуратчӗ, унтан кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен вуласа малала аталантаратчӗ е тата ҫӗнӗ шухӑш шӑрҫалатчӗ. Вӑл музыкӑна ятарлӑ вӗренни пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, ахальтен мар вӑл поэзине кӗрсе кайнӑ», – палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Виталий Родионов литературовед.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Апат-ҫимӗҫ тулӑх, ҫипуҫ питӗ, ҫурт-йӗрӗ ҫирӗп, ан ӳркен ҫеҫ, - хӑйӗн шухӑшне палӑртать Л.Егорова.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Ҫавӑнпа ку тӗлӗшпе аслисен тӗпренчӗкӗсене ырӑ тӗслӗх кӑтартмалла, хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Симфони музыкине е картина шухӑшне ӑнкарса илме, роман вуласа тухма йывӑртарах.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лашманов шухӑшне каласа ҫитерчӗ Серебряков.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кашнин хӑйӗн интересӗ, Лука Степанч, — ахӑртнех, Лашманов шухӑшне йӑлтах пӗлсе ҫитес кӑмӑлпа вашкӑртать Энтри.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӗлӗк-авал пӗр этем униче картине сӳтсе кӗчӗ, тет те, ҫав карта хӑмипе хӑйӗн пахчи картине ҫӗнетсе хучӗ, тет, — каллех таҫтан аякран пуҫларӗ вӑл калас шухӑшне калама.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйӗн шухӑшне кама та пулин калас килнӗ пулас та ӗнтӗ ку ҫыннӑн, халь, каланӑ хыҫҫӑн, вӑл, ахаль те савӑнӑҫлӑскер, кӑмӑлӗ тулмаллипех тулнипе пӗтӗм тути-ҫӑварне сарса кулса ячӗ те машинине тӑрук хускатрӗ.

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах сирӗн СУ мӗншӗн плана тултарса пыраймасть-ха эппин? — Серебрякова хирӗҫлес тесе мар, вӑл хӑйӗн шухӑшне каласа ҫитертӗр тесе, унӑн ку тӗлӗшпе те калас шухӑшӗ пуррине сиссе ыйтрӑм эпӗ.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каласса ҫапла каларӗ партком секретарӗ, анчах хӑй бригадир куҫӗнчен шӑпах ун шухӑшне мала хунӑн кӗтсе, тӗмсӗлсе тинкерчӗ.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Канашлура Григориу столовӑйсем ҫитес уйӑх вӗҫӗнче хатӗр пулассипе пулаяс ҫукки ҫинчен хӑйӗн шухӑшне каламарӗ (ун пирки ыйтасса та ыйтмарӗҫ-ха та унран), ҫавӑн пекех вӑл Пруткин бригадине столовӑйсем тунӑ ҫӗре куҫарасси ҫинчен те шарламарӗ.

Help to translate

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ытти хӑех паллӑ пулӗ, — килӗшет те Григориу шухӑшне ҫапларах уҫса парать:

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кунта, ман шутпа, стройтрест пуҫлӑхӗсем Турунов пирки хӑйсен шухӑшне улӑштарни ҫеҫ кирлӗ.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Надьӑпа пӗрле пулмалла, комисси хӑйӗн шухӑшне пӗлтерессе Надьӑпа пӗрле кӗтмелле, пӗличчен ниҫта та каймалла мар!

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах — ак ӗнтӗ — шӑтӑр-шатӑр каласа та хучӗ хӑй шухӑшне, аван та каларӗ:

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ывӑлӗ патӗнчен тухса кайнӑ хыҫҫӑн шӑлтӑрах ҫемҫелнӗ унӑн кӑмӑлӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн шухӑшне улӑштарнӑ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Агрослет яшсемпе хӗрсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне кӑтартма май панипе пӗрлех тавра курӑмне аталантарма, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи вырӑнне тупма пулӑшать, — пӗлтерчӗ хӑй шухӑшне агрослета хутшӑннӑ Светлана Усанова (Елчӗк).

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Пуҫа ҫавӑрса илме пар-ха… — арӑмӗн кӑмӑлне пӑсас мар тесе тата шухӑшне улӑштарманнине пӗлтерес тесе хуравларӗ Мӗтри.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Чӑваш Енри лагерьсем пирки те тӗплӗнрех унран ыйтса пӗлтӗмӗр», – тесе хӑй шухӑшне пӗлтернӗ 8-мӗш класра вӗренекен Елизавета Калягина.

Help to translate

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed