Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлас (тĕпĕ: шухӑшла) more information about the word form can be found here.
Ҫиме мар, апат ҫинчен шухӑшлас та килмест унӑн.

Мысль о еде была даже неприятна ему.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Шухӑшлас та, аса илес те, кӗтес те килмест.

Не было охоты ни думать, ни вспоминать, ни ожидать.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лайӑх шухӑшсем ҫинчен шухӑшлас вырӑнне пуҫне ухмах сӑвӑсем тултарса хунӑ Пьеро хыҫалтан, йыта хӳринчен тытса утать.

И позади Пьеро, начинённый вместо здравого смысла глупыми стихами.

Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Темӗн чул шухӑшлас мар, шухӑшлас мар, темӗн чул манас, манас тесе тӑрӑшсассӑн та, ҫук, Нина ҫинчен ниепле те шухӑшлама пӑрахма, ӑна манма пултараймасть иккен Виталий.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Калаҫас тесен — калаҫ, шухӑшлас тесен, шухӑшла.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кунашкал ҫанталӑкра пӗртте вилӗм ҫинчен мар, пурнӑҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлас килет…

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн философилле шухӑшлас туртӑм та палӑрать.

Он определенно имеет склонность к философскому мышлению.

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

— Ун ҫинчен шухӑшлас та килмест манӑн.

 — Не желаю и думать об этом.

31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Анчах вӑл кӑна туймарӗ, хӑй паром ҫинче макӑрнине вӑл малашне те нихҫан аса илес ҫук, ун пирки шухӑшлас ҫук.

Но он не чувствовал их, и вряд ли когда-нибудь позже он узнал, что тогда, на пароме, он плакал.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Демобилизаципе килнӗ Белограй старшина нумай укҫа-тенкӗ ӑҫтан тупать-ха, тесе халӗ никам та шухӑшлас ҫук ӗнтӗ.

Теперь никто не задумается над тем, откуда у демобилизованного старшины Белограя так много денег.

13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Чӑн-чӑн ҫар ҫыннисен, лейтенантран пуҫласа генерала ҫитичченех, хӑшпӗр чухне «тӑшманшӑн шухӑшлас» йӑла пур, урӑхла каласан, вӗсем пӗр-пӗр участокри лару-тӑру мӗнлине тӑшман шухӑшланӑ пек шухӑшласа хаклас, хӑйсем тӑшман вырӑнӗнче пулсан, мӗн курассине тавҫӑрса илес, ҫапла вара, унӑн тӗллевӗсене пӗлес, ун хыҫҫӑн тӑшман ӗҫне вӑхӑтра пӑчлантарса хурас тӗлӗшпе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ.

У настоящих военных, от лейтенанта до генерала, есть твердое правило: иногда «думать за противника», то-есть ясно себе представлять обстановку на том или ином участке с точки зрения противника, разгадывать его замыслы и, стало быть, парализовать его действия.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Джон Файна сыхласа ҫӳренӗ пулсан та, ҫакӑн пек каннӑшӑн никам та ун-кун шухӑшлас ҫук.

Если бы за Джоном Файном и следили, его трудно было бы в чем-либо заподозрить.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.

Я даже в это лето пробовал несколько раз от скуки сблизиться и беседовать с Любочкой и Катенькой, но всякий раз встречал в них такое отсутствие способности логического мышления и такое незнание самых простых, обыкновенных вещей, как, например, что такое деньги, чему учатся в университете, что такое война и т. п., и такое равнодушие к объяснению всех этих вещей, что эти попытки только больше подтверждали мое о них невыгодное мнение.

XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тӗлӗнмелле, тепӗр тесен — шухӑшларӑм эпӗ, — юрататӑп пулин те, пач манса кайнӑ-ҫке ҫавӑн ҫинчен; манан ҫав хӗр ҫинчен шухӑшлас пулать».

«Однако странно, — подумал я, — что я влюблен и вовсе забыл об этом; надо думать об ней».

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепӗр тесен, халь ҫакӑн ҫинчен никам та шухӑшлас ҫук, эсир хӑвӑр тӑвас тенӗ пек тума пултаратӑр.

Впрочем, теперь некому об этом подумать, и вы можете делать, как хотите.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пуҫӑмра темӗн урӑм-сурӑм кӗрлет, шухӑшлас та килмест.

Такая в башке чепуха, что и думать не хочется.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Мӗн тӑвасшӑн, ӑҫталла каятӑн, кам пулатӑн? — тесе шухӑшлас кӑмӑл пачах та ҫукчӗ унӑн.

Чего хочешь, куда идешь, чем станешь?

56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ӗҫке ернӗ ҫынсем хӑйсене эрехпе епле ӑнран кӑларса яраҫҫӗ, Разумов та хӑйне пинг-понгпа ҫавӑн пекех ӑнран тухатчӗ: нимӗн ҫинчен те шухӑшлас марччӗ кӑна.

Разумов оглушал себя пинг-понгом, как глушат себя иные пьяницы вином: чтоб забыться.

52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Лайӑхрах шухӑшлас пулать — кам патне, ӑҫта, хӑш отряда ямалла ӑна.

 — Надо как следует подумать — к кому, куда, в какой отряд.

49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Манӑн кун ҫинчен урӑх шухӑшлас та килмест».

Не желаю больше об этом думать».

47 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed