Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшламасӑрах (тĕпĕ: шухӑшла) more information about the word form can be found here.
Вӑл урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑрах, лайӑх кӑна тӗллерӗ те персе ячӗ.

Ни о чем больше не размышляя, он прицелился и выстрелил.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӗплӗн шухӑшламасӑрах ӗҫ хушнине халӗ хӑй те ӑнланчӗ вӑл, Алеша участокӗпе хавхаланса, клевер мӗнлине тӗрӗслеменнишӗн, епле тӗрӗсрех тумаллине тӗплӗн шухӑшласа пӑхманнишӗн хӑй ҫине кӳренчӗ.

Он уже сам понял, что дал необдуманное распоряжение и досадовал на себя за то, что, увлекшись Алешиным участком, не проверил состояние клевера и не обдумал, как правильнее поступить.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шухӑшламасӑрах, председатель ӗҫ хушнине хирӗҫле сӑмах каласси, колхозниксем умӗнче унӑн авторитетне хавшатасси — ҫакӑ, сан шутпа, — харпӑр хӑйне партилле тытни пулать-и?

Вмешиваться в распоряжение председателя, не подумавши, подрывать его авторитет перед колхозниками — это, по-твоему, — партийное поведение?

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйсене вӗсене пире тытса тӑра-кан алӑ валли юрӑхлӑ тунӑ ӗнтӗ, — вӗсем хӑйсене мӗн хушнӑ, ҫавна шухӑшламасӑрах, вӑл мӗне кирли ҫинчен ыйтмасӑрах тума пултараҫҫӗ.

Сами они уже сделаны удобными для управляющей нами руки — могут работать все, что их заставят, не думая, не спрашивая, зачем это нужно.

XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Пурнӑҫра ӑна кирек мӗнле ӗҫ те епле пулсан та пулмаллах пек туйӑнать, вӑл шухӑшламасӑрах пӑхӑнма вӗреннӗ, ҫавӑнпа та халь вӑл, хӑйӗн хурлӑхпа шик пӑчӑртанӑ чӗринче сӑмах тупаймасӑр, хуллен йӗрсе ячӗ кӑна.

Все в жизни казалось ей неизбежным, она привыкла подчиняться не думая и теперь только заплакала тихонько, не находя слов в сердце, сжатом горем и тоской.

IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тепӗр чух шухӑшласах ҫапла хӑтланатпӑр, тепӗр чух — шухӑшламасӑрах.

Подрываем — думая о человеке, подрываем — не думая о нем.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ, ме сана, Алёша, Павелӑн маузерне, кам антарса хӑварас, тет, пӗр шухӑшламасӑрах яра пар, — тесе хучӗ Холява, вагонри халӑха хӑратас шутпа.

Вот тебе, Алеша, Павкин маузер, бей в упор всякого, кто его вздумает снимать, — подбросил Холява для острастки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ахаль жуликсем Чарльз Дарвин ҫинчен, Шекспир ҫинчен, Бетховен музыки ҫинчен шухӑшламасӑрах вӑрлаҫҫӗ.

Обыкновенные жулики воруют без раздумья о Чарлзе Дарвине, о Шекспире и о музыке Бетховена.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кунта пӑшие аван, унӑн вӑрӑм урисем калама ҫук вӑйлӑ, тата, пуринчен ытла, вӑл нимӗн те шухӑшламасӑрах вӑрманта та, шурлӑх тӑрӑх та пӗр пекех ыткӑнса чупать.

Тут лосю хорошо, у него страшная сила в длинной ноге, и, главное, он не задумывается и мчится одинаково и в лесу, и в болоте.

VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

— Ҫаплах ӗнтӗ, эсир юпа мар вӗт, — шухӑшламасӑрах каласа хучӗ Василиса Прокофьевна…

— Конечно, чай, не столбы, — подтвердила, не подумавши, Василиса Прокофьевна…

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хавасланса ӳкнӗ Григорий ним шухӑшламасӑрах килӗшрӗ:

Польщенный Григорий, не раздумывая, согласился:

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунсӑр пуҫне тата Андрей ҫакна туйса илчӗ; халь ҫапӑҫура пулни темшӗн уйрӑмах ҫӑмӑл ӑна, вӑл, хӑй вилес ҫуккине тӗрӗссипе пӗлсе тӑрса, ним шухӑшламасӑрах кирек мӗнле вутта та кӗме пултарать, — вӑл ҫакӑ мӗн иккенне ӑнланмарӗ, анчах ку, паллах, хӑй пурнӑҫӗнче халиччен палӑрман хавасӗпе хӑраманлӑхӗ пулнӑ.

К тому же Андрей чувствовал: теперь ему почему-то особенно легко быть в бою, он может, не задумываясь, броситься в любой огонь, наверное зная, что не погибнет…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Упӑшка! — пӗр шухӑшламасӑрах, хӗрӳллӗн персе ячӗ Марийка.

— Муж! — не думая, горячо выпалила Марийка.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пурне те тума пултаракан вӑй шухӑшламасӑрах ӗҫ тӑвать.

— Слишком уж необдуманно поступает творец.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Анчах манӑн хӗрсе кайнӑ ӗмӗт темле сӑмахран та вӑйлӑрах, эпӗ, ним шухӑшламасӑрах, алла пуртӑ тытрӑм.

Но моя разгоряченная мечта оказалась сильнее всяких рассуждений, и я недолго думая взялся за топор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Шухӑшламасӑрах ҫӑварне Егорушка кӗпҫе витӗр юхакан шыв пайӑрки тӗлне тытрӗ; унӑн ҫӑварне сивӗ пулса кайрӗ, тата вӑл ҫавӑнтах варӑш кӗпҫи тутине сиссе илчӗ; малтан вӑл ӗҫес килнипех ӗҫрӗ, унтан — ирӗксӗртереххӗн, юлашкинчен — ҫӑварти сивӗ пӗтӗм ӳте куҫса сарӑличчен, шыв кӗпе тӑрӑх юхма тытӑниччен.

Машинально Егорушка подставил рот под струйку, бежавшую из трубочки; во рту его стало холодно и запахло болиголовом; пил он сначала с охотой, потом через силу и до тех пор, пока острый холод изо рта не побежал по всему телу и пока вода не полилась по сорочке.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Паллах, вӑл ним шухӑшламасӑрах тунӑ, анчах ҫавӑн пек ним шухӑш тытмасӑр тӑвакан ӗҫсенче палӑрать те ӗнтӗ ҫын сӑн-сӑпачӗ.

Конечно, он действовал бессознательно, но ведь натура и сказывается в таких вещах, которые делаются бессознательно.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку вӑл Лопухова мухтани, Вера Павловнӑпа Лопухов телейне мухтани пулать; паллах, кӑна Мерцаловсемсӗр пуҫне урӑх никам ҫинчен шухӑшламасӑрах калама пулатчӗ, анчах вӑл Мерцаловсем ҫинчен те, унпа пӗрле Лопуховсем ҫинчен те шухӑшланӑ тесе шутлас пулсан, вара кӑна тӳрех Вера Павловна валли каланӑ тухать, мӗнле тӗллевпе каланӑ-ха ӑна?

Это будет похвала Лопухову, это будет прославление счастья Веры Павловны с Лопуховым; конечно, это можно было сказать, не думая ровно ни о ком, кроме Мерцаловых, а если предположить, что он думал и о Мерцаловых, и вместе о Лопуховых, тогда это, значит, сказано прямо для Веры Павловны, с какою же целью это сказано?

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ ним шухӑшламасӑрах хамӑн пуҫа сана шанса панӑ пулӑттӑм.

Свою голову я отдал бы в твои руки без раздумья.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Верочка ал айне лекнӗ пӗрремӗш нотӑсене янӑратса илчӗ, тетраде уҫрӗ те, ӑҫта лекнӗ, ҫавӑнта уҫрӗ ӗнтӗ, вара шухӑшламасӑрах фортепьяно калама пуҫларӗ — кирек мӗн калас пулсан та, пурпӗрех, хӑвӑртрах хӑпасчӗ кӑна.

Верочка взяла первые ноты, какие попались, даже не посмотрев, что это такое, раскрыла тетрадь, опять где попалось, и стала играть машинально, — все равно, что бы ни сыграть, лишь бы поскорее отделаться.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed