Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытлашши тарӑн шухӑшламасӑр пурӑнтаракан ҫунатлӑх пирӗн аннен ытлашшипех пулнӑ пулас.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Михха хӑйсене ҫав тери пысӑк пуянлӑх сӗнес пулсан, вӗсем те ним шухӑшламасӑр Анук пек пулӗччӗҫ…
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Турра ӗненекенскер, вӑл ҫак шухӑшламасӑр тунӑ утӑм ӑна ӗмӗр тӑршшӗпех нушалантарасса туйса илчӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Эпӗ те ханжасем этемсем хушшинчи кӑткӑс ҫыхӑнусене ним шухӑшламасӑр татса тӑкнине хирӗҫ.
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ним шухӑшламасӑр тенӗ пекех пуплетӗн, пуплетӗн.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ну, темле, ним шухӑшламасӑр ашкӑнни пулман.
XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эх, шухӑшламасӑр пурӑнатпӑр ҫав пурнӑҫа.
VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эп ун чух ним пирки шухӑшламасӑр шӳтлесе сӳпӗлтетрӗм.
Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
«Сӑмаха пуҫ тавра шухӑшламасӑр пат персе ямасть, ҫиччӗ виҫсе калаҫать; ватӑпа — ватӑ пек, яшӑпа — яшӑ пек.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Пурнӑҫ хӑвачӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен тӗплӗн шухӑшламасӑр, ҫиелти илеме ҫеҫ курса ӳкернӗ картинӑсем ҫеҫ халь вӗсем маншӑн…
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Халӑха мӗн усӑ тӑвасси ҫинчен шухӑшламасӑр картина хыҫҫӑн картина сӑрлатпӑр — ӗлкӗресчӗ ҫеҫ ҫӗнӗ выставкӑна!
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Малтан чӗркуҫҫи таран кӗмелле, унтан хырӑма йӗпетмелле, кайран хӑвӑрттӑн ним шухӑшламасӑр шыв хулпуҫҫи таран ҫитиччен кукленсе лармалла.
Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632
Ҫӗр варринче йӗркеллӗ пӗлсе те ҫитереймен ҫынпах хӑюллӑн, ним шухӑшламасӑр ҫӳреме пултарни… ку — ун ҫулӗсенчи хӗрачасенчен сахалӑшӗнче тӗл пулать пулӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
— Виҫҫӗн… — ним шухӑшламасӑр персе янӑ вӑрӑ.
3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ҫав вӗтлӗхе кайран мӗн пуласси ҫинчен шухӑшламасӑр пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн касса пӗтернӗ те — пуҫланнӑ вара ҫырма арканма-тӗпренме…
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ишмук сасартӑк пур вӑйне пухрӗ те, хӑйне мӗн пуласси пирки шухӑшламасӑр, кӑшкӑрса ячӗ:
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗр саманта ҫакскер ним шухӑшламасӑр выртрӗ.
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуҫтарӑнса ҫитсен, амӑшӗсем ачисене асӑрхануллӑ пулмаллине, шухӑшламасӑр пӗр утӑм та тумалла маррине, май килсен, паянах киле таврӑнмаллине тепӗр хут асӑрхаттарчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
П-пултар-сан, тӳпери ҫав куҫ хӗсекен ҫӑлтӑра пӗр шухӑшламасӑр татса парнелӗттӗм сана.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Лешӗ малтан, нимӗн шухӑшламасӑр, хаваслӑн кулкаларӗ кӑна, унтан тем шухӑша кайрӗ, салхуланчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.