Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшла the word is in our database.
шухӑшла (тĕпĕ: шухӑшла) more information about the word form can be found here.
Вӑл мӑшлатса сывла пуҫлать, анчах Ивана хирӗҫ чӗнмесӗр ирттерет те — ӑҫта-ши кунта провокаци, тесе шухӑшла пуҫлать.

Засопел, но смолчал, разбираясь — где же тут провокация?

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫавӑнпа та Эмиль ырӑ ӗҫ тума пултараймасть тесе ан шухӑшла, тархасшӑн.

Так что не думай, пожалуйста, что Эмиль не способен на хорошие поступки!

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина тимӗрҫӗ патӗнче чухне Эмиль ахаль ларнӑ тесе ан шухӑшла.

Но не думай, что Эмиль сидел сложа руки, пока Лина была у кузнеца.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эсӗ ытларах хӑв ҫинчен шухӑшла, хӑвна унта сӑпайлӑрах тыт.

Лучше о себе подумай, веди себя там поскромней.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль Линӑпа тата Идӑпа пӗрле ӗне сунӑ ҫӗре каясшӑн тесе ан шухӑшла эсӗ.

Только ты не подумай, что Эмилю была охота ходить вместе с Линой и Идой на выгон к коровам.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эсӗ те ун пек ан шухӑшла.

Не подумай так.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапла темиҫе хут калаҫнӑ хыҫҫӑн его величество ман ҫинчен лайӑхла шухӑшла пуҫларӗ.

Вообще после этих бесед его величество значительно изменил к лучшему свое мнение обо мне.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах та эсӗ Эмиль япӑх арҫын ача тесе ан шухӑшла, вӑл питӗ лайӑх арҫын ача тесе амӑшӗ тӗрӗссинех каланӑ.

Только ты не подумай, что Эмиль был плохой — нет-нет, его мама говорила чистую правду, когда уверяла, что он прекрасный мальчик.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Хӑв шухӑшла, — хуравларӗ амӑшӗ.

— Сама сообрази, — ответила мама.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑш чухне унпа ахаль ҫеҫ шӑкӑлтатса калаҫса ларас килетчӗ, ачашлас килетчӗ ӑна, вӑл халь пӗчӗк ача кӑна-ҫке, — анчах ан та шухӑшла ун пек тума: вӑл пурпӗр ҫар ҫынни пек ответлетчӗ.

Хотелось иногда с ним попросту поболтать, приласкать, — ведь мальчишка еще, — не тут-то было: отвечает по-военному.

Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Татӑклӑн шухӑшла

Решайся…

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Анчах пӑнчӑсем хушшинче унӑн таврашӗнчи вӗрирен хӑтӑлма пулать тесе ан та шухӑшла.

Но не думай, что среди пятен можно спасаться от окружающей жары.

Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Эсӗ халӗ вырт, куҫусене хуп та пӗр-пӗр ырӑ япала ҫинчен шухӑшла.

— Ты ляг, закрой глаза и подумай о чём-нибудь приятном.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Кӑшт та пулин шухӑшла пӗл ӗнтӗ!

— Надо же совесть иметь!

Ҫыруҫӑпа ун тарҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Кушак аҫи ӑна ҫавӑнтах ҫисе янӑ, турра тав тунӑ та виҫҫӗмӗш юлташне епле ҫиесси ҫинчен шухӑшла пуҫланӑ.

Кот мигом съел его, возблагодарил бога и стал думать, как бы ему поживиться третьим своим спутником.

Турра ӗненекен кушак аҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Эсӗ ман пирки нимӗн те ан шухӑшла, ним хӑрамасӑрах пӗрле пыма пултаратӑн, — канаш панӑ кушак.

— Ты во мне не сомневайся, — уверил его кот, — иди со мной без всякого страха.

Турра ӗненекен кушак аҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Кам та пулин сана: «ҫуран ҫӳреме утпа ҫӳрессинчен аванрах» тесен, асӑрхан, вӑл чӑн тесе ан шухӑшла! — тет купца.

Купец проговорил: — Если кто скажет тебе, что лучше ходить пешком, чем ездить верхом, смотри не подумай, что это правда!

Купцапа носильщик ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Анне ерипен ҫапла шухӑшла пуҫлӗ: тен, чӑнах та, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма пуҫлӑпӑр эпир?

Это мать принялась бы потихоньку примериваться: а вдруг и вправду мы начнем жить в трехкомнатной?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мила амӑшӗ тӗлӗкӗнче те хӗрӗн пуҫӗ тӗлӗнче вӗлкӗшсе тӑракан ялтӑрава — чаппа ӑнӑҫу ялтӑравне курать; ҫав чаплӑ пурнӑҫ ялтӑравӗ Мила тавра ҫиҫме пуҫласан, мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши? — тесе шухӑшла тӑрӑшатӑп эпӗ хӑш чухне.

Я пытаюсь прикинуть, что произойдет, если Милочку действительно окружит тот блеск, тот успех, которые спит и во сне видит витающими над Милочкиной головой ее мать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Хӑвах шухӑшла эс, шарлаттан!

— Ты подумай, — шарлатан ты!

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed