Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ялйыш умӗнче хӑравҫӑлла курӑнса намӑса кӗрес килмерӗ ун, сехре хӑпнине лӑплантарас шутпа сӑхсӑхрӗ те, пӳртре мӗн пуррине йӑлтах тӗрӗслеме шут тытса, юлташлӑха кам та пулин килессе кӗтрӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Яш-кӗрӗм шутне кӗрсен эпир хамӑр ушкӑнпа пӗр-икӗ кунлӑха вӑрмана кайса килме шут тытрӑмӑр, анчах икӗ ҫул хушши ӗмӗт пурнӑҫланаймарӗ-ха.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
— Хамӑр ял хӗрӗсене ют каччӑсенчен упрама хӑтланнине мухтама тивӗҫ те, ҫакна ҫеҫ шута илеймен эсир: ют ял каччи, пуринчен ытла пуян каччӑ хыҫҫӑн чупма шут тытнӑ хӗре ним туса та чарас ҫук.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Темешӗн тем шут, Ҫамашан ҫав шутах, тет».
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫавӑнпа судьяпа халӑх заседателӗсене приговор ҫырнӑ чухне Комарова айван, ҫамрӑк пулнине шута илме сӗнчӗ, ун айӑпӗ ҫукки, вӑл хӑй чысне хӳтӗлени, ун вӗлерес шут пулманни, ку ӑнсӑртран пулса тухнӑ япала пулни пирки каларӗ.
Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ҫавӑн пек тӗрӗс туйӑнасси пропорцисемпе виҫесене пурне те пит тӗрӗс пӑхӑннинчен, арифметика шучӗсене тӗплӗ шут тунинчен тата фактсене кӑтартакан материалсем пит нумаййинчен килет.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Анчах Коля, кирлӗ мар тӗлпулусенчен пӑрӑнас шутпа, яла кӗмесӗр малалла утма шут тытнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Эпӗ урӑхла шут тытрӑм, ман ӗҫе сенатра пӑхса тухмалла-ҫке-ха, терӗ атте: анчах Мими каланӑ тӑрӑх, Авдотья Васильевнӑна ялта кичем пулнӑран, вӑл Мускава час-часах аса илнӗрен тата сывмар пек тунӑран, атте ун кӑмӑлне ҫырлахтарма шут тытнӑ иккен.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Астӑватӑп-ха, ку ҫу тӑршшинче хам вуласа тухнӑ ҫӗр ытла романтан пӗринче ҫав тери вӗри чӗреллӗ, ҫӑра куҫхаршиллӗ герой пурччӗ, сӑн-питӗмпе манӑн ҫав тери ун евӗрлӗ пулас килсе кайрӗ (мораль тӗлӗшӗнчен эпӗ хама шӑпах ҫав ҫын пек тесе шутларӑм), ҫавӑнпа хамӑн куҫхаршине тӗкӗр умӗнче пӑхнӑ чух ӑна ҫӑрарах ӳстерес шутпа кӑштах кӗскетме шут тытрӑм, анчах касма пуҫласан, пӗр вырӑнта ытларах кӗскелсе юлчӗ, — тикӗслемелле пулчӗ, вара ҫак ӗҫ, инкеке, эпӗ тӗкӗр витӗр хам куҫхаршисӗр тӑрса юлнине, ҫакна пула питӗ илемсӗрленнине курнипе пӗтрӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пукансем ҫине хурса тухнӑ тумтир, шпага тата шлепке еннелле пӑхкаласа, — эпӗ пӳлӗм тӑрӑх ҫӳрерӗм, тухса кайма шут тытнӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра ман патӑма саламлас шутпа Грап старик хӑйӗн ывӑлӗпе Илинькӑпа пӗрле килсе кӗчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лавҫӑ сасси кӑмӑллӑ пек туйӑннӑран эпӗ ӑна ӑс парас шутпа хам мӗншӗн килни, хамра мӗнле туйӑм вӑранни ҫинчен каласа пама шут тытрӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл шут ҫине виҫӗ пин туртрӗ те минут хушши сӑмах чӗнмесӗр пӗрре шут ҫине, тепре аттене куҫран пӑхрӗ: «Хӑвӑрах куратӑр, ку питӗ сахал! Тата утине те халь сутас-тӑк, сиен курасси ҫеҫ пулӗ, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр…» тенӗ пек ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ ӑна.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шут тытсан — тухса каятӑп, шут тытсан — юлатӑп, эс мана кӑтартса пама, вӗрентме пултараймастӑн.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӑҫта кайса кӗчӗҫ-ши эпӗ шухӑшласа хатӗрленӗ мухтав сӑмахӗсем, хам мухтанма шут тунӑ ӑста асӑрхаттарусем парса хам мухтанма шут тытни?Где были все придуманные мною похвалы, где были эти тонкие за мечания, которыми я хотел похвастать?
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
1936-мӗш ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Коккинаки пӗтӗм тӗнчери рекордсен шутне кӗрекен финаллӑ шут уҫнӑ, Синьерин француз тунӑ рекордран 1173 метр ҫӳлерех вӗҫсе хӑпарнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пиччӗшӗпе шӑлнӗ Севернӑйра чухнех-ха 5-мӗш бастиона пӗрле кайма шут туса хунӑччӗ; анчах та, Николаевски батарейӑран тухнӑ чух вӗсем, кӑлӑхах инкек курас мар тесе, уйрӑммӑн кайма шут тытрӗҫ пулас.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Элле, хӑтланса пӑхма шут тытас-и, шут тытас-и?
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шоферӑн хӑнӑхнӑ хӑлхи урамра машина кӑшкӑртнине, унтан вӑл чарӑнса тӑнине илтрӗ, анчах та хӑйӗн начальникӗ мӗнле шут тӑвасса кӗтсе — машина пырса тӑнине шута та илмерӗ.
19. Тамӑк машини // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Анчах та, Таня сӑмахӗсене шута илсе тата Ваҫҫукӑн тӗксӗмленсе, усӑнса ҫитнӗ сӑн-питне сӑнарах пӑхса, вӑл хӑйӗн тактикине улӑштарма, ним тавлашмасӑрах Ваҫҫукпа килӗшме шут тытрӗ.
30 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Мана сирӗн ҫинчен каласа пачӗҫ, — терӗ тӳрех Сталин, — эсир районта ӗҫлеме шут тытнӑ, ман шутпа, ку ӗнтӗ лайӑх.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.