Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шут the word is in our database.
шут (тĕпĕ: шут) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑнпа пӗрлех унӑн Михха халӑх умӗнче хӑй тӳрре тухасшӑн ҫеҫ пуппа усӑ курма шут тытнине те ӗненес килмерӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара тӗпчеме шут тытрӑмӑр.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье пурпӗрех йӗркеллӗ каласа пама пултарас ҫуккине ӑнланса, старостӑран ыйтса пӗлме шут тытрӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яшка-ҫӑкӑр тыт-калакан пӳлӗмре тирӗк-чашӑк нумаййине аса илчӗ те унта кайма шут тытрӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрачи ҫывӑрса кайсан, каллех унта кайма шут тытрӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ, мӗн тӑвас? Намӑсран ӑҫта кӗрсе каяс? Ҫук, ҫук… Пӗрех хутчен куҫӑм ан куртӑр. Ан тив, кирек мӗнле пурӑнтӑр. Ӑна ятлама эпӗ унӑн ашшӗ е упӑшки мар», — шут тытрӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Куна ман ятпа ҫул ҫине валли хурса янӑ пулмалла. Акӑ, киле ҫитсен Макҫӑм кумпа Сантӑр хӑтана чӗнӗп те, вӗсемпе пӗрле ӗҫӗпӗр», — шут тытрӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ку урӑх шут, — чӗрӗленчӗ Богданов.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара Кӗтерук Анук килне тустарнӑ ҫӗрте Сантӑрпа Макҫӑм ҫуккине аса илчӗ те, вӗсене чӗнсе тухма шут тытса, Сантӑрсем патне хашкаса ҫитрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл урӑх шут, — сассине хӑпартрӗ Лукарье, — халӑх хушшинче пире курайманнисем сахал мар.

Help to translate

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье те мӗн ӗҫпе чӗнтернине тӳртен калама шут тытрӗ.

Help to translate

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ыттисем хӑҫан тухасса пӗлместӗп те, кум, эпе паянах тухма шут тытнӑччӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лашине шӑварса таврӑннӑ чухне вӑл тем пулсан та суха патне паянах тухма шут тытрӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанах мӗн сӑлтавшӑн сутнине пӗлме шут тытрӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук паян Атӑлкассинче пасар пухӑнмаллине аса илчӗ те унта кайса лашапа вӑрлӑх илме шут тытрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачи часах вӑранас ҫука аса илсен, Лукарье патӗнчи заклада кайса илме шут тытрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пӑрахса тармарӗ, ӑна хӳтлӗхе кӗртсе вырттарма шут тытрӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла тӗпчеме шут тытса, Михха ӑшшӑн курӑнма тӑрӑшрӗ:

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула вара ӑна хирӗҫ кайма шут тытрӗ».

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашӗнче ҫеҫ: «Ҫук, Микула ачине хам хӗрача пек юратӑп. Ҫавӑнпа вӗсене пуш алӑпа ярас мар. Амӑшӗ урӑх шут. Май килнӗ чух унран кӑшт мӑшкӑлласа кулсан та ҫылӑх мар», — тесе тӗв турӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed