Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй пурпӗрех нимӗн те шарламарӗ, шут шӑрҫисене сумлӑн, мӑнаҫҫӑн шалт та шалт, шалт та шалт тутарчӗ.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Шут шӑрҫисене шалт та шалт хучӗ, цифра хыҫҫӑн цифра сырчӗ.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Шалт та шалт тутарать шут шӑрҫисене Тихон Иванович.
IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Шалт та шалт тутарать.
IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫуна тупанӗсем кӑчӑртатаҫҫӗ, магазинсен алӑкӗсем шалт та шалт тутараҫҫӗ, кукӑль, сбитень сутакансем кӑшкӑраҫҫӗ, анчах ҫын сассисем савӑнӑҫлӑн мар, ирӗксӗрле янӑраҫҫӗ, вӗсем пӗрпеклескерсем, вӗсене хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитетӗн те сисме пӑрахатӑн.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хапхасемпе калитке алӑкӗсем шалт та шалт уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Эсӗ питӗ нумай вӗреннӗ вӑт, шут шӑрҫисене шалт та шалт ҫеҫ шӗкӗлчетӗн, кашни саспаллиех тата тӗрлӗрен кӑтра-мӑтрасемпе илемлетсе ҫыратӑн, анчах перессе вара темшӗн сана мар, Нагульнова пенӗ… —
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Асӑрхаттарма пӑхсан: «Эсӗ ӳсӗр-им? — шалт тутарса чарать счетчике. — Ак, турттарса каяп милицие. Тӑватӑ тенкӗччӗ унта. Лайӑхрах пӑхмаллаччӗ, кутамкка! Айта, пыратна милицие?»
Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хапха патӗнче ҫамрӑксене хӑваласа ҫитсе ярса тытма та пуҫлать — ҫӑвӑр хапха сӑмса умӗнчех шалт! туса хупӑнать.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Шалт тӗлӗнетӗп.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Малтан, алӑка шалт хупса, Иван тухса кайрӗ, ун хыҫҫӑн Ҫимун та хӑпӑл-хапӑл тумланкаларӗ те вырӑн ҫине кайса ӳкнӗ Сантӑркка патне пычӗ:
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл черккене тепӗр хут тытрӗ те куҫне хупса шалт ӗҫсе ячӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шалт тӗлӗнтеретӗн.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Эй-яй-яй, шалт халтан кайрӑм.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Ҫакна курсан, карчӑксем шалт тӗлӗнчӗҫ.
Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.
Шалт начарланса ҫитрӗ, тирӗпе шӑмми кӑна тӑрса юлчӗ.
«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.
— Мӗнле вӑрман? — шалт тӗлӗнчӗ Дубов.
49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Анюта кунашкалли Рамана шалт тӗлӗнтерсе ячӗ.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хӗлимун шалт тӗлӗнтерчӗ: мухмӑрӗ те ҫук, вӑрман ҫаппи тиеме килнӗ инкесенчен те сӑра-эрех йӑлӑнса куҫран ӳкмест халь.
46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сӗтел хушшинче яка пуҫне шӑлкаласа ларакан Лука Павлович каччӑ ҫинелле шалт аптраса пӑхрӗ:
28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.